Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ыран, 2014 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, паллă çыравçă, драматург, СССР Писательсен союзĕн членĕ, ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Васильевич Плешков-Ухли çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕрĕс хак памалли сăлтавлă тапхăр.
В.Ухли çыравçă ХХ ĕмĕрĕн пинрен пĕр çимĕçĕ. Вăл Пăва районĕнчи Пӳркелĕнче çуралса ӳссе ялти шкултан, Кăнна Кушкинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен, Хусанти хими техникумĕнчен, пединститутран вĕренсе тухса вăтăр çул ытла çамрăк ăрăва вĕрентсе пурăннă, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хунă, çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче проза секцине ертсе пынă, «Тăван Атăл» журналта ĕçленĕ, тăван литературăна çĕршывра сарас ĕçе хастар хутшăннă.
В.Ухли чăваш литературине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн соцреализм меслечĕ хуçаланнă тапхăрта пырса кĕчĕ. Пĕрремĕш калавĕ «Кирук» 1951 çулта пичетленсе тухнă, тăватă çултан «Çĕр ешерет» калавсен кĕнеки кун çути курать. Çакăн хыççăн вăл вăтăра яхăн кĕнеке пичетлесе кăларнă. 1962 çултанпа писатель-профессион ал, пысăк калăплă хайлавсен авторĕ. Вăл ĕçлекен çынсен кулленхи пурнăçĕ урлă геройсен шалти туйăмĕсене уçса пама ăстаччĕ. Пурнăçа сăнаса асăрхавлă пулнин пĕтĕмлетĕвĕ – çырнисене чĕрĕлĕхпе пуянлататчĕ. Çырас ĕçе çитĕнсе çитсен тин тытăннин пайĕ те пур-тăр кунта. Çавна пула унăн малтанхи калавĕсенчех çăмăлттайлăх, шĕвĕлĕх, тĕтрелĕх çукпа пĕрех. Çырас ăсталăхĕ ялан пĕр çĕнсе илнĕ шайра тăчĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 597, Хаçат: 42 (1084), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: