Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2014 çул Анат Камăра юбилейсен çулĕ: хулари 34-мĕш гимнази-интернат (чăваш гимназийĕ) кăçал 15 çул тултарать. Хастар та пултаруллă чăвашăн та юбилей – Наталья Зотеева кăçал 80 çул тултарчĕ. Çак пултаруллă чăваш хĕрарăмне кунта пур чăваш та паллать тесен те йăнăшмастăп… Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн нумай çул Чăваш обществинче хастар ĕçлет тата «Тамаша» театра пуçараканĕ те пирĕн çыравçă!
Ырă ĕç манăçмасть. Пирĕн музей кашни çул тĕрлĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Паян «Сувар» вулаканĕсене Наталья Зотееван асилĕвĕсемпе паллаштарасшăн. Вĕсене Наталья Александровна 2000-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çырнă. Ветерансен ал çырăвĕсене типтерлĕн упрасси пирĕн тивĕç тесе шутлатăп: аса илӳсенче пирĕн истори вĕт…
Наталья ЗОТЕЕВАН АСИЛĔВĔСЕМ
– Эпĕ Аксу районне кĕрекен Çĕнĕ Аксу ялĕнче 1934 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Манăн атте, Александр Данилович Атряскин, вăрçăччен колхозра бригадир пулса ĕçленĕ. Вăл 1941 çулта вăрçăра пуç хунă. Анне, Вера Викторовна, колхозра тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Атте вилнĕ хыççăн пилĕк ачапа тăлăха тăрса юлнă.
Вăрçă вăхăтĕнче эпир нушаланса выçăллă-тутăллă пурăннă пулин те пире анне пурне те вĕрентме тăрăшнă. Пилĕк ачаран виççĕшĕ аслă пĕлӳ илнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ пенсие кайичченех шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕри бухгалтер пулса ĕçленĕ.
1941-1945 çулсенче эпĕ Аксури пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Килти ĕçсене тăвакан çын кирлĕ пирки анне мана урăх шкула ямарĕ. Вара эпĕ пĕр çул кĕçĕн йăмăксене пăхса килте лартăм. Ача пăхнисĕр пуçне килти ĕçсене пурне те ман тумаллаччĕ, мĕншĕн тесен анне пĕрмай колхозра ĕçлетчĕ, иртен пуçласа каçчен. Анчах манăн çав тери вĕренес килетчĕ. Анне шеллерĕ пулас. «Атя, вĕрен ĕнтĕ», – терĕ. 1946 çулта сентябрĕн 1-мĕшĕнче эпĕ 5-мĕш класа вĕренме кайрăм. 1949 çулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Аксури педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Унта тăватă çул вĕреннĕ хыççăн диплом илсен Кузнечиха районне ĕçлеме ячĕç. Унта эпĕ Тури Çĕньял (Элкел районĕ – Ред.) ялĕнче 9 çул шкулта ачасене математика вĕрентрĕм. Çав вăхăтрах Хусанти институтра куçăн мар майпа аслă пĕлӳ илтĕм...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 536, Хаçат: 42 (1084)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: