Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш патшалăх телевиденийĕн кăларăмĕсене пăхакан ентешсем ăна лайăх пĕлеççĕ, чăвашла вулама юратакансемшĕн те унăн ячĕ асрах. Тата хушса хурас килет, театр искусствине юратакансем унăн пьесипе лартнă «Кĕмĕл тумлă çар» спектакле пăхса киленнĕ. Сăмахăм Марина Карягина пирки. Нумай пулмасть пултаруллă чăваш çыравçипе, журналисчĕпе тĕл пулса калаçма тӳр килчĕ.
 
– Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ лартнă «Кĕмĕл тумлă çар» спектакльтен пуçлар-и калаçăва? Ăна 2010 çулта Станислав Васильев режиссер сирĕн пьеса тăрăх лартнă. Ку ĕçшĕн С.Васильева та, сире те ЧР патшалăх премине панă. Спектакле пăхакан çын авторне пĕлмесен ниепле те ăна хĕрарăм çырнă темĕччĕ. Çавăн пек пысăк калăплă эпикăллă драма… Нумай вăхăт ĕçлерĕр-и вăл пьесăпа?
– Халь шутласан хăрушă та. Вăл ман ăшра пурăннă, эпĕ – унăн ăшĕнче. Халăхăн мĕн ыратать – паян мана ыраттарать. Халăхăн пуласси – пирĕн ачасем. Çуратайăпăр-и вĕсене? Пирĕн пулĕç-и вĕсем? Ютта памăпăр-и, йытта панă пек?.. Пирĕнтен килет.
– «Кĕмĕл тумлă çар» сирĕн пысăк сцена çинче лартнă пĕрремĕш ĕç. Драматургире тата каламаллисем пур-и?
– Чăнах та, ку манăн пĕрремĕш лартнă пьеса. Черетре – «Куккуклă сехет» драма.
– Вăл та историпе çыхăннă-и?
– Унти ĕçсем паянхи кун пулса иртеççĕ. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев лартать ăна...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 919, Хаçат: 42 (1084), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: