Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ çеç пулсан та, активист-студентсен кăшт та пушă вăхăчĕ çук. Халĕ пур çĕрте те пĕрремĕш курс студенчĕсен чи кĕтнĕ уявĕ – «Пĕрремĕш курссен кунĕ» иртет, ăна хатĕрлесе ирттерме вара яланах чи пултаруллă студентсене шанаççĕ. Паян редакци хăни – Хусанти наци тĕпчев технологи университечĕн иккĕмĕш курс вĕренекенĕ, унти Студентсемпе аспирантсен союзĕн хастарĕ Андрей Матвеев.
– Андрей, вулакансене хăвăнпа çывăхрах паллаштарсамччĕ: ăçта çуралса ӳснĕ эсĕ?
– Эпĕ Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнчен. Шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти наци тĕпчев технологи университечĕ çумĕнчи Апат-çимĕç производствипе биотехнологи институтне вĕренме кĕтĕм. «Пĕчĕк предприятисен апат-çимĕç инженерийĕ» специальноçа алла илетĕп.
– Эсĕ иккĕмĕш курс студенчĕ çеç пулсан та, сана университетра палламан çын сахал пулĕ. Студентсемпе аспирантсен союзне еплерех лекрĕн? Эпĕ пĕлессе, унта кашни кĕреймест…
– Вĕренме кĕрсенех, пĕлӳ илнисĕр пуçне, университетăн культура пурнăçне те питĕ хутшăнас килетчĕ, айккинчен çеç пăхса тăни маншăн кичемрехчĕ. Çапла пĕррехинче эпĕ университетри Студентсемпе аспирантсен союзĕ пултаруллă та хастар студентсем валли тухса çӳрекен актив шкулне йĕркелени çинчен пĕлтĕм. Унта лекес текенсен вара пултарулăх кастингне иртмеллеччĕ. Ăна эпĕ çăмăллăн иртрĕм. Çапла эпир актив шкулĕнче пĕр эрне яхăн пултăмăр, пĕлӳ илтĕмĕр. Мастер-классене, тренингсемпе конкурссене хутшăнтăмăр. Кашнийĕн хăйне кăтартма май пулчĕ темелле унта. Актив шкулĕ хыççăн мана Студентсемпе аспирантсен союзне йышăнчĕç. Çапла манăн студент пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ.
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 1250, Хаçат: 40 (1082), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: