Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хисеплĕ вулакансем, клуб ĕçченĕсем! Клубра ĕçлекенсен нушисене ăнланса, мероприятисем ирттерме укçа-тенкĕсĕр пуçне сценарисем те кирлине шута илсе «Сувар» çĕнĕ çултан клубра ĕçлекенсене пулăшма «КЛУБ ĔÇЧЕННЕ» кăларăм пичетлеме пуçлать. Паян эсир çĕнĕ страницăн чи малтанхи кăларăмĕпе паллашатăр. Редакци сирĕнтен сĕнӳсем, сценарисем, юрăсем кĕтсе юлать.
ХĔР СĂРИ
 
Ай-хай хавас хĕр сăри
Çуллен çула пулинччĕ.
Хĕр сăри юрри.
Ĕлĕк, чăвашсем чăвашларах пурăннă вăхăтра, хĕр сăри çуллен çулах тунă. Ăна Михайла эрни (Христос тĕнне ĕненекенсем ноябрĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) тухсан ирттернĕ. Хĕр сăрине, кĕскен каласан, çакăн пек йĕркелесе ирттернĕ. Çитĕннĕ хĕрсем пĕрле пуçтарăнса амăшĕсене сăра тума хушнă, хăйсен тумĕсене тимлеççĕ, пысăк пичке, хĕр сăри ирттерме хваттер тупса хураççĕ. Пĕр-икĕ кас хĕрĕ, вун ултă-вун çичĕ çын пуçтарăнаççĕ те хăйсенчен пĕрне пуçлăха суйлаççĕ, теприне казначей тăваççĕ. Пар лаша кӳлсе урапи çине пысăк пичкепе сăра лартса икĕ ямшăка илеççĕ те кӳршĕ яла тухса каяççĕ. Таврăннă чух хăйсен ялне урăх енчен пырса кĕреççĕ.
Ют яла çитсен вĕсем пĕр-пĕр хĕрĕн хурăнташĕ патне кĕрсе хĕр сăри ирттереççĕ. Кун иртсен вĕсем яла таврăнаççĕ, малтанах тупса хунă хваттере кĕреççĕ. Кунта вĕсене хуçа арăмĕ апат çитерет, хĕрсем çакăнтах çĕр каçаççĕ, ирхине хуçапа арăмне тав туса апат çиме лараççĕ. Апатне хĕрсен ашшĕ-амăшĕсем те илсе килеççĕ. Хĕр сăри каçчен пырать, каç пулсан ямшăксем хĕрсене лашасемпе килĕсене ăсатаççĕ.
Ваттисем каласа панине итлесен хĕр сăри чăваш çамрăкĕсен питĕ илемлĕ уявĕ пулнине ĕненетĕн. Анчах ăна паянхи кун ирттерме пулать-и? Мĕнле йĕркелемелле ăна? Çак ыйтусем çине хуравлама сценари пулăшĕ.
Хĕр сăри пуçланман-ха. Клубра çамрăксем, курма килнĕ çынсем пуçтарăннă. Сценăна кил-тĕрĕшри япаласемпе усă курса пӳрт ăш-чикĕ пек илемлетнĕ.
Чăваш халăх юрри илтĕнет:
Улми лайăх-и,
Çеçки лайăх-и?
Çеçки лайăх-и,
Улми лайăх-и?
Пир(ĕ)ншĕн пулсан çеçки лайăх,
Улми тата лайăхрах.
Сцена çинче Кил хуçипе унăн Арăмĕ. Вĕсем юрра малалла юрлаççĕ, юрланă май пӳртри япаласене тирпейлеççĕ.
Пускил лайăх-и,
Тăван лайăх-и?
Пускил лайăх-и,
Тăван лайăх-и?
Пир(ĕ)ншĕн пулсан пускил лайăх,
Тăван тата лайăхрах.
Урамран лашасем кĕçенни, ямшăксем «тпру-у» тесе кăшкăрни илтĕнет (вĕсене, паллах, малтанах магнитофон çине çырса илнĕ).
КИЛ ХУÇИ. Акă, çитрĕ Хĕр сăри...
АРĂМĔ. Кĕтнĕ, чĕннĕ Хĕр сăри!
Пӳрт алăкĕ яр! уçăлса каять. Алăкран Хĕр сăри пуçлăхĕ, казначейĕ, ямшăксем, хĕрсем, купăсçă кĕреççĕ. Хĕр сăри пуçлăхĕ сăра тултарнă чĕрес йăтнă. Хĕрсен çийĕнче тĕрĕллĕ шурă кĕпе, пуçра тухья, ун çине тилĕ çĕлĕкĕ тăхăннă, урара пушмак. Тĕрĕллĕ шурă кĕпе çине çакнă, пустав çинчен çурăм хыçне виçĕ кĕтеслĕ туса пурçăн тутăр çĕлесе хунă. Ямшăксем, аллисене нухайкка тытнă.
КИЛ ХУÇИ. Хĕр сăрийĕ çитрĕ-мĕн,
Пиçнĕ яшки сире-мĕн!
Хĕрсем пӳрте кĕрсенех тилĕ çĕлĕкĕсене, тутăрĕсене хывса çакаççĕ, тĕкĕр умне тăрса хитреленеççĕ.
ХĔР СĂРИ ПУÇЛĂХĔ (юрлать).
Çерçи «чим-чим» теет-çке,
Хуçи «кил-кил» теет-çке.
Хуçи «кил-кил» тесессĕн,
Хĕр сăрине ма килмĕн?
Хĕр сăри пуçлăхĕ юрланă вăхăтра хĕрсем сĕтел умне пыраççĕ те кил хуçипе унăн арăмне сĕтел хушшине лартаççĕ. Хĕр сăри пуçлăхĕ вĕсене куркапа сăра парать.
Хĕрсем Хĕр сăри пуçлăхĕ пуçланă юрра малалла тăсаççĕ, кил хуçипе унăн арăмне пуç таяççĕ:
Çӳл ту çинчи чул сарай,
Сарнă тӳшек тăршшĕнчен.
Эпир килтĕмĕр çак киле
Авалхи йăла тăршшĕнчен.
Авалхи йăлана
п(ă)рахмастпăр, –
Çĕнĕрен йăла
к(ă)лармастпăр.
Хĕр сăри пуçлăхĕ Кил хуçипе унăн Арăмне тепрер курка сăра тултарса парать. Хĕрсем тепĕр хут Кил хуçипе унăн Арăмне пуç таяççĕ, малалла юрлаççĕ:
Алăк умĕ чăп-чăпар,
Çерçи йĕрĕ мар-ши çав?
Çак ĕçе тăвакан
Хĕрсен ĕçĕ мар-ши çав?
Кил хуçипе арăмĕ куркасенчен сăра тутанса пăхаççĕ, хĕр сăри пуçлăхĕ вĕсене виççĕмĕш хут сăра сĕнет. Хĕрсем юррине малалла юрлаççĕ, Кил хуçипе Арăмне виççĕмĕш хут пуç таяççĕ:
Шĕлтĕр-шĕлтĕр шӳлкеме;
Куллен мерчен кĕтнĕ-мĕн!
Кĕтнĕ шăрçи мерчен-мĕн!
Ай-хай, чун(ăм) çăм, кил-йышĕ,
Куллен пире кĕтнĕ-мĕн!
Пиçнĕ яшки пире-мĕн!
Туна хурси сире-мĕн!
Хĕрсем такмаксем каласа ташлама тытăнаççĕ:
Тăри вĕçрĕ, куртăр-и?
Ут утланса тăтăр-и?
И куштан-тăр, куштан-тăр,
Пирĕн атте кунтан-тăр:
Вунă çула çитсессĕн
Вăййа-кулла хушнă-тăр.
Ула-ула хур ларать,
Кикак тесе кăшкăрать.
Хĕр сăринчен юлакан
«Ах», «ах» тесе кăшкăрать.
Ула ĕне пăрушне
Уçăм çине ямаççĕ.
Тырă вырман хĕрсене
Хĕр сăрине ямаççĕ.
Укçа паман тепĕр каччă тупăнсан:
Сарă кĕрĕк ан тăхăн,
Урам тăрăх ан çӳре.
Ялта ятлă çын пулсан,
Пилĕк пуспа ан витле,
Вунă пусна ан шелле.
Укçа панă çынсене хĕрсем кашнине уйрăм пуç таяççĕ, пĕрер курка сăра ĕçтереççĕ.
Хĕр сăри йăлипе хĕрсене Кил хуçи Арăмĕн апат çитермелле. Çакăн çинчен Арăма аса илтерсе хĕрсем такмак калаççĕ:
Кĕшернисем, кĕшерни,
Пире пăтă пĕçернĕ-и? –
Пĕçерессе пĕçернĕ –
Хуçи çисе пĕтернĕ.
Кил хуçи Арăмĕ хĕрсене апат çиме лартать.
АРĂМĔ. Тĕнчере çитмĕл те çичĕ тĕслĕ чĕлхе, çитмĕл те çичĕ тĕслĕ йăла, пире çут çанталăк çавăнтан пĕрне панă, эпир, чăвашсем, хамăр йăлапа пурăнатпăр. Итлĕр эпĕ каланине, ларăр сĕтел хушшине!
КИЛ ХУÇИ. Çăкăртан аслă пулаймăн, хĕрсем, ларăр, çийĕр!
АРĂМĔ. Улми – уйранпа, тутлă пăтти – çупала!
Хĕрсем сĕтел хушшине ларса апат çиеççĕ. Апатне çисе пĕтерсен Кил хуçипе Арăмне çăкăр-тăваршăн тав тăваççĕ, пуç çапаççĕ, сăра тултарса курка параççĕ. Хĕрсем такмак каласа ташлаççĕ.
Хĕр сăри килчĕ, куртăр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Ĕçес пулать куркана,
Парас пулать укçана.
Вăл укçана памасан,
Шăши кастăр енчĕкне,
Йĕкехӳре кăшлатăр.
Вăл укçана парсассăн,
Шăши юсĕ сыхлатăр.
Хĕрсем такмак каласа ташланă вăхăтра Хĕр сăри казначейĕ çамрăк каччăсем патне пырать, вĕсенчен укçа пуçтарать. Хĕрсем укçа паракан качча ташланă май чарăнса пуç таяççĕ. Укçа паманнисене чарăнса тăрăхласа такмаклаççĕ:
Кăтăк-кăтăк шур чăхă,
Çăмарта тума килет вăл.
Шур кĕрĕклĕ пиччеçĕм,
Укçа пама килет вăл.
Укçа паман пиччесе(не)
Кĕрĕк аркинчен турт, йыттăм!
Укçа паман тепĕр каччине:
Тетесем лараççĕ кĕрекере,
Куркине пилĕк пус парасшăн:
Пĕрре пăхать укçине,
Иккĕ пăхать сăрине.
Хăйĕн пырĕ кастарать,
Хăй укçине хĕрхенет.
Чылай каччă турткаланса тăмасть, казначее вак укçасем кăларса парать. Хĕрсем вĕсем патне пырса такмаклаççĕ, ташлаççĕ, вĕсене тав туса пуç таяççĕ:
Вун икĕ пус – пĕр укçа,
Сумасăрах илмĕпĕр.
Ай-хай, чун(ăм)çăм, кил-йышĕ,
Ыйтмасăрах кĕмĕпĕр.
Укçа панă çынсене сăра ĕçтереççĕ, хĕрсем юрлаççĕ:
Селтер хĕрне сĕл акрăм;
Сĕлли пулман пулсассăн
Сĕл вăрлăхсăр юлаттăм;
Атте салат паман пулсан
Хĕр сăрисĕр юлаттăм.
Атте салат пачĕ те
Хĕр сăрине кайрăмăр.
Икшерĕн-икшерĕн хĕрсем ташлама тытăнаççĕ. Вĕсем ташланă чух ыттисем алă çупса такмаксем калаççĕ:
Симĕс сапак сиктертĕм,
Сентресене тивертрĕм.
Тухьяллине сиктертĕм,
Кĕреке умне ӳкертĕм.
Хушпуллине сиктертĕм,
Мĕлке çине ӳкертĕм.
Мĕлке çинче мерекке,
Пирĕн умра кĕреке.
Çу хăйăна çутăрах:
Пирĕн кас хĕрне курăрах,
Пирĕн кас хĕрĕ пике пек:
Икĕ пичĕ чие пек,
Татса çиес çырла пек.
Çӳллĕ капан тăррине
Çил çавăрса пăрахрĕ,
Шĕкĕр Турра – пӳлĕхе:
Тантăш ташла пуçларĕ.
Ямшăксем кĕреççĕ. Хĕрсем вĕсем патне пыраççĕ, юрласа вĕсене пуç таяççĕ:
Хĕр-хĕр сăри турăмăр,
Хĕрĕх чăхă пусрăмăр.
Хĕрĕх чăхă пыршине
Ямшăк умне лартрăмăр.
Ямшăк умĕн юлашкине
Чĕн тилхепе турăмăр.
Чĕн тилхепе чарт! турĕ,
Ула лаша харт! турĕ.
Çуни çĕнĕ пулинччĕ,
Лаши кăвак пулинччĕ,
Ямшăк маттур пулинччĕ.
Ямшăксем хĕрсене тав туса хирĕç такмак калаççĕ.
Киккирик! сар автан,
Хурăн тăрри пушмакĕ,
Кач-кач качака,
Качака путек картара.
Парни-сарни арчара,
Вакки-твекки пичкере.
Атя, инке, чӳк çиме!
Тусăм панă тур лаша,
Тур лашана чӳк турăм.
Тав сире, тав, хĕрсем,
Тав сире, чипер хĕрсем!
Хĕрсем Кил хуçипе Арăмне:
Пуян укçи пăхăр-тăр,
Пире парасси кĕмĕл-тĕр!
Çав укçана памасан
Шăши кастăр енчĕкне.
Лутра юман хуйăрне
Хуйăрлама килтĕмĕр.
Çак хуçанăн нухратне,
Мулне çума килтĕмĕр.
Кил хуçипе Арăмĕ казначее укçа тыттараççĕ, хĕрсем вĕсене тепĕр хут пуç таяççĕ.
Хĕрсем килĕсене саланма хатĕрленеççĕ, тумтирĕсене тăхăнаççĕ. Сăра чĕресĕсене илеççĕ, сывпуллашу юррине юрлаççĕ.
Шур çăм лайăх
Çурса, ай, арлама.
Хушса юрламалли:
Шурă пулать
Улма чечекĕ,
Çаксем пулаç
Пирĕн тантăшсем.
Тантăш лайăх
Курса, ай, калаçма.
Хушса юрламалли.
Пӳрнеллĕ-пӳрнеллĕ
Симĕс алса.
Хушса юрламалли.
Кам хулпуççи çине,
Ай, хурам-ши?
Хушса юрламалли.
Савнă тусăм
Манран, ай, сивĕнсен.
Хушса юрламалли.
Кам куçĕнчен пăхса,
Ай, тăрам-ши?
Хушса юрламалли.
Хĕрсем, ямшăксем, купăсçă хуçасене тав туса пуç таяççĕ, юрласа пӳртрен тухаççĕ.
Алăк умĕнче хурăнлăх:
Чĕрсе юлăр милĕклĕх.
Эпир кайса пыратпăр,
Курса юлăр куç тулли.
Материала хатĕрлеме пулăшнăшăн ТР Культура министерстви çумĕнчи халăхсен творчествин Республикăри наукăпа методика центрне тав тăватпăр.
 
: 1065, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: