Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Анат Кама хулинче чăваш культурине аталантарма тăрăшакансем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – ĕç ветеранĕ Семен Андреевич Иванов. Вăл ентешлĕх йĕркеленнĕ кунран пуçласа паянхи кунччен мĕнпур мероприятие хастар хутшăнать. «Шăнкăрав» ансамбле, «Тамаша» халăх театрне çӳрет. Сцена çинче сăвăсем час-часах вуланисĕр пуçне хăй те çырать. Унăн сăввисемпе вырăнти композиторсем юрăсем кĕвĕленĕ. Семен Андреевич юрлама-ташлама та ăста. Çак хастар чăвашăн кăçал юбилей, 75 çул тултарать.
– Семен Андреевич, эсир Анат Кама чăвашĕсене яланах тĕрлĕ юрă-ташăпа тĕлĕнтеретĕр. Сценăпа хăçан туслашнă?
– Ача чухнех. Пĕрремĕш хут сцена çине мана сăвă калама ирĕксĕр çавăтса тухрĕç. Эпĕ ун чухне улттăра кăна пулнă-ха. Сăввине вара хам тĕллĕнех вĕреннĕ. Алăран вĕçертсенех вăтаннипе эпĕ сцена çинчен тапса та сикрĕм. Çук, тарасси пулмарĕ, аслисем тепĕр хут илсе тухрĕç те тытса тăрсах сăвă калаттарчĕç. «Климу Ворошилову письмо я написал, товарищ Ворошилов народный комиссар...» – сывламасăр тенĕ пек сăвва вĕçне çити каларăм. Кĕçĕн классенчех спектакльсене хутшăнаттăм. Вăрçă пынă вăхăтра та, ун хыççăн та эпир, ял çамрăкĕсем, клуба пуçтарăнаттăмăр та хамăрах хутса ăшăтаттăмăр, юрлаттăмăр, ташлаттăмăр, спектакльсем лартаттăмăр. Вăл вăхăтра ташлама пĕлмен çамрăк çукчĕ пирĕн хушăра.
Каярах Аксури учительсем хатĕрлекен училищĕре класĕпех хора çӳреттĕмĕр. Çара кайсан та юрлама чарăнман эпĕ. Тинĕс çарне лекнĕскер, матрос ташшине пикенсех ташлама вĕренме тытăнтăм. Пушă вăхăт çукпа пĕрехчĕ. Апла пулин те кăшт пушансанах ташша яраттăмăр. Кайран, шыв айĕнче çӳрекен кимĕ çине куçсан вăхăчĕ те, майĕ те пулман. Хушăран çӳлти вахтăна лексен, тăлăппа кăçатă тăхăннă пулин те, каçхине, çынсем çывăрнă вăхăтра, тăпăртатса илеттĕм. Çапла «Яблочко», чечетка, матрос, чикан ташшисене ташлама вĕрентĕм.
Çартан таврăнсан, педучилищĕре вĕренĕве малалла тăснă чух ку ташăсемпе нумай хут сцена çине тухнă, юлташпа Василий Максимовпа пит шеп ташлаттăмăр.
– Мелеккесри пединститута пĕтерсен эсир мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тĕрлĕ шкулта ачасене математика вĕрентнĕ. Юрлас-ташлас ăсталăх ун чухне манăçмарĕ-и?
– Пĕр саманта та. Аксури педучилищĕне хупсан Канашри педучилищĕре малалла вĕренме тиврĕ. Унта та пĕр концертран та юлман эпĕ, яланах хорта юрланă, физкультура преподавателĕпе вальс-чечетка ташлаттăмăр.
Училищĕре патшалăх экзаменĕсене тытсан пире 30 вĕренекене (ĕç предмечĕпе «5» паллă илнисене) Шупашкарти учительсен пĕлĕвне ӳстерекен института ĕç учительне вĕренме ячĕç. Телее, унта мана ушкăнăн старостине суйларĕç те пединститутăн студентсен общежитийĕн пĕтĕм уççине пачĕç. Çавăнпа усă курса музыка инструменчĕсене илеттĕмĕр те час-часах ташлаттăмăр, юрлаттăмăр. Çакна сиссе-тĕр ĕнтĕ пĕррехинче пирĕн пата хамăрăн ушкăнăн ертӳçи чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн тĕп балетмейстерĕпе, Петрова ташăçăпа (ун çинчен чăваш фильмĕ те ӳкернĕччĕ) пычĕ те: «Площадкăра çынсем питĕ килĕшӳсĕр ташлаççĕ, пире сиртен пулăшу кирлĕ»,– терĕç. Хирĕçлемерĕмĕр, çапла Крупская ячĕллĕ ташă площадкинче эрнере виçĕ хут бал ташшине вĕрентме тытăнчĕç. Кайран ташă каçĕсенче ятарласа ташă урлă пирĕн кĕвве яратчĕç. Эпир вара 30 мăшăр тухса ытти çынсене те ташша явăçтараттăмăр. Пĕр кану вăхăтĕнче юлташсем ыйтнипе эпĕ вальс-чечетка тата «Яблочко» ташласа патăм. Çакна асăрханă балетмейстер «Барыня» ташлама ыйтрĕ. Ун хыççăн вăл эпĕ миçе çултипе интересленчĕ. Çирĕм тăваттăрине пĕлсен: «Шел, 3-4 çул çамрăкрах мар, атту пулсан хамăн ансамбле илеттĕм»,– терĕ.
Пӳлер районĕнчи ача çуртĕнче ĕçленĕ чух мана 5-мĕш класа ертсе пыма тиврĕ. Эпĕ хамăн ачасемпе концерт лартма шутларăм, анчах арçын ачасем ташласшăн мар, аслисем куласран шикленеççĕ иккен. Ыттисенчен вăрттăн, питĕрĕнсе ларса хатĕрлентĕмĕр вĕт. Концертра хăйсем пурне те тĕлĕнтерчĕç. Çакăн хыççăн аслăрах арçын ачасем те ташлама вĕренме çӳреме тытăнчĕç. Вĕсемпе полька ташласа патăмăр. Çапла ача çурчĕн каччисемпе хĕрĕсем нихçан çука пĕрле ташлама пуçларĕç. Çав класри икĕ ача ӳссе çитсен культура çурчĕсенче ĕçлерĕç. Маншăн ку питĕ пысăк савăнăç пулчĕ.
1951 çулта пединститута куçăн мар майпа вĕренме кĕрсен эпир мăшăрпа иксĕмĕр Савгачевăри (Аксу районĕ) 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлеме пуçларăмăр. Ун чухне вăхăчĕ хĕсĕкрех пулсан та иксĕмĕр те пĕр концерта та хутшăнмасăр юлман. Çитменнине тата çав çулсенче 8 çул вĕренмелли шкул вăтам шкул пулса тăчĕ. Ачасене икĕ сменăпа вĕрентме тытăнтăмăр.Урок хыççăнхи воспитани ĕçĕн ертӳçи пулнă май, кашни уявăн программине хатĕрлемеллеччĕ. Шкулта музыка урокĕсене вĕрентекен Лев Михайловичпа Василий Михайлович Максимовсем питĕ пултаруллă баянистсемччĕ, юрă-ташă ăстисемччĕ. Вĕсемпе пĕрле тавра ялсене те концерт лартма нумай çӳренĕ. 1970–1974 çулсенче колхозри партком секретарĕ пулнă май, ял клубĕн ĕçне хутшăнмасăр юлман, музыка инструменчĕсем туянма, клуба ăшăпа тивĕçтеме пулăшнă, çемьепех концертсене те хутшăннă.
Кивĕ Илтрекьелĕнчи шкул директорĕнче, Анат Кама районĕн каçхи шкулĕн директорĕнче тăрăшнă вăхăтра та юрă-ташă тĕнчинчен уйрăлман эпĕ. Чăваш ентешлĕхĕ йĕркеленнĕ кунранпах ун ĕçне хутшăнатăп. «Шăнкăрав» ансамбле, «Тамаша» халăх театрне çӳретĕп.
– Семен Андреевич, сире Анат Кама тăрăхĕнчи чăвашсен ятĕнчен юбилейпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, малашне те пысăк çитĕнӳсем тума сунатăп.Чăваш культурине аталантарма хастар пулăшнăшăн çĕре çити пуç тайса тав тăватăп.
 
: 1191, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail:

© 2006–2014 Сувар. Сайтри материалсене усă курас тетĕр пулсан — сайт çине ссылка лартмалла. Унсăр материалсене урăх çĕрте пичетлеме юрамасть.