Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанти аслă çар команда училищинче хăнăхнă йăлапа кăçал та сентябрĕн 13-мĕшĕнче, Танкистсен кунĕнче, пĕрремĕш курс курсанчĕсем çар присягине йышăнчĕç. Танкист-офицерсене хатĕрлекен çĕршыври пĕртен-пĕр çак çар училищин (2007 çултанпа) ретне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хальхинче 110 каччă тăчĕ.
Хусанти аслă çар команда училищи Раççейĕн çар вĕрентĕвĕн чи ватă заведенийĕсенчен пĕри, кăçал вăл 95 çул тултарчĕ. Паллах, çак вăхăтра кунта нумай улшăну пулнă. Калăпăр, темиçе çул каялла кăна-ха пĕрремĕш курса набор та пулманччĕ. Çавăнпах ĕнтĕ хальхинче плац çинче тăваттăмĕш курссене те, пиллĕкмĕшсене те кураймарăмăр, çук вĕсем училищĕн. Телее, çакăн пек йывăрлăхсем хыçра юлчĕç пулĕ тетпĕр, мĕншĕн тесен кăçалхи пĕрремĕш курс курсанчĕсен шучĕ пĕлтĕрхинчен те нумайрах. Абитуриентсен хушшинчи конкурс яланхи пекех пысăк пулнă. Чи пĕлтерĕшли – каччăсене çар профессине суйласси çине Раççей кӳршинчи лăпкă мар лару-тăру та витĕм парайман.
Училищĕри Танкистсен кунĕнче присяга парасси кăна мар, темиçе çул каялла кунтан вĕренсе тухнисем ятарласа çав кун парад курма пуçтарăнасси те тахçанхи йăла. Курсантсене тата пуçтарăннă хăнасене училищĕн ертӳçисем, ТР Правительствин, мăсăльман, православи тĕнĕсен обществисен представителĕсем саламларĕç. Училищĕн вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ пĕчĕк плац-концерт та кăтартрĕ.
Палăртса хăварам, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсенчи реформăна кура аслă çар шкулĕсенче те çĕнĕ вĕрентӳ стандарчĕсене кĕртрĕç. Çĕнĕ ăру офицерĕн профессионал-контра ктниксене ертсе пыма та, çартан кайсан обществăра хăй вырăнне тупма та пĕлмелле. Çĕнĕлĕх Хусанти аслă çар команда училищине те çитнĕ. Çапла вара кунтан офицер-танкистсем кăна мар, персоналпа ĕçлекен менеджерсем те пулса тухаççĕ.
Анчах кăçал вĕренме кĕнĕ курсантсен хушшинчи чăваш каччисенчен Юрий Воробьев (Çĕпрел районĕ, Матак), Геннадий Командов (Теччĕ районĕ, Аслă Ăнă), Олег Канцеляров (Чăваш Ен, Хĕрлĕ Чутай), Артем Япаров (Чăваш Ен, Муркаш) пĕри те менеджер пулас тесе килмен-мĕн кунта. Эпир паллашнă тепĕр çемьен, Дагестанри Дербент хулинчи Абдулевсен, ывăлĕ Миргамидăн та урăх тĕллев çук, вăл та инçе çула кĕскетсе Хусана офицер пулмах килнĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
О.Канцеляров, Ю.Воробьев тата Г.Командов курсантсем.
О.Канцеляров, Ю.Воробьев тата Г.Командов курсантсем.
 
: 701, Хаçат: 37 (1079)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: