Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Октябрĕн 27-мĕшĕнче Заинскра «Чăваш шăпчăкĕ–2007» конкурсăн зонăри турĕ иртрĕ. Ытти çулхисемпе танлаштарсан кĕтменлĕхсем, улшăнусем пулчĕç кунта. Акă, тĕслĕхрен, Элмет районĕнчи Патраклăран кăçал чăваш юррисен конкурсне хутшăнакан пулмарĕ, Клемтелĕнчен те хальчченхи пек ушкăн мар, Е.Туктамышева кăна хутшăнчĕ. Лениногорсксене те улшăнусем пырса тивнĕ. «Шурă хурăн» ушкăна Л.Пимукова ертсе пыратчĕ, халĕ унăн илемлĕх ертӳçи Г.Садовников композитор. Коллектив хăйне сцена çинчен тивĕçлипе кăтартма тăрăшать, кăна мухтамалла. С.Лаврентьева фольклорист канашĕсем те харама каймĕç, ӳлĕм ушкăн вĕсемпе усă куратех ĕнтĕ.
«Палан» фольклор ушкăнĕ. Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлăри «Тарават» ушкăна, унăн ертӳçине М.Максюткина Тутарстанра кăна мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Икĕ çул каялла Михаил Кузьмичăн ертӳçĕ тилхепине урăх çынна пама тӳр килчĕ, вăл Н.Чернова пулчĕ. Мĕнлерех паян «Тарават», Надежда Дмитриевна М.Максюткин еткерлĕхне упраса хăварайнă-и, мĕнле çĕнĕлĕх кĕртнĕ? Заинск хыççăн «Тарават» пуласлăхĕшĕн пăлханма кирлĕ мар тесе çирĕппĕнех калама пулать. 18 çынран тăракан ушкăн туй йăли-йĕркине питĕ ĕненмелле кăтартса пачĕ. Коллектива çамрăксем хавхаланса çӳрени те савăнтарать чăваш культурин малашлăхĕшĕн пăшăрханакансене.
Çавăн пекех Анат Камăри чăваш гимназийĕнчи Г.Удирякова ертсе пыракан «Çăлтăр» ушкăн пирки те куракана савăнтармах пухăннă теме пулать. Конкурсран конкурса «Çăлтăр» пултарулăхĕ тӳпенеллех кармашать, ку ырă пулăм.
«Чăваш шăпчăкне» хутшăнакансене хапăл туса йышăнакан Заинск çĕрĕ çинче (кунта пĕтĕмпе те икĕ чăваш ялĕ кăна пулин те) пултаруллă чăвашсем çук мар. Кăçалхи чăваш юррин конкурсĕнче кунти Канаш ялĕнчен пĕр çын кăна, Наталья Аптрафимова хутшăнчĕ. Гулькинăри ушкăн вара ӳссех пырать. Халĕ «Палана» О.Денисова ертсе пырать, кунта ватăсемпе пĕрле çамрăксем те ăмăртмаллах юрлаççĕ. Çырчаллинчи «Чĕкеç» ушкăн мĕнле-тĕр сăлтавпа «Чăваш шăпчăкĕн» айккинче юлчĕ. Заинска «КамАЗ» хулинчен икĕ солистка кăна пынăччĕ. Заинска пыма сăмах панă пĕкĕлмесем те зона турне çитеймерĕç, ноябрĕн 24-мĕшĕнче Алексеевски зонине кĕрекенсемпе вăй виçме кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕç.
Кăçалхи çĕнĕлĕх, нихăçан пулманни хальлĕхе пурнăçа кĕреймерĕ-ха – Елабугăра нумай пулмасть йĕркеленнĕ «Нарспи» ушкăн (ертӳçи Л.Фуженкова) Заинска пымаллаччĕ. «Нарспин» репертуар та, костюмсем те пурччĕ. Анчах темĕнле чăрмав Елабуга чăвашĕсене çула тухма тытса тăчĕ. Конкурса йĕркелекенсем вĕсене кĕтсе илеймерĕç. Тен, «Нарспипе» Алексеевскинче паллашăпăр?
 
: 1133, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: