Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Федерацин Атăлçи округĕнче пурăнакансенчен 14 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа туслă, Раççейĕпе илсен ку кăтарту 10 процентпа танлашать. Европăри çĕршывсенче вара 40-50 процента çитет. Çулталăк хушшинче пĕтĕмĕшле илсен 270 спорт объектне хута янă, хăш-пĕр регионсенче спорт мероприятийĕсем ирттерме тата спорт клубĕсемпе секцийĕсен материалпа техника базине çĕнетме малтанхи çулсемпе танлаштарсан 3 хут ытларах укçа-тенкĕ хывнă. Çакăнсăр пуçне 2007 çулхи Раççей вĕренекенĕсен спартакиадинче Федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăк спортсменсем командăсен зачетĕнче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Чăваш Республики. Шупашкарти хĕллехи ишеве юратакан Татьяна Александрова ноябрĕн 3-5-мĕшĕсенче Тверь облаçĕнчи Асташков хули çывăхĕнче, Селигер кӳлĕре иртнĕ хĕллехи шывра ишме юратакансен ăмăртăвĕнче пилĕк ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. REGNUM информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, 40-50 çулсенчи ушкăнра чăваш спортсменкине крольпе тата браспа 50, 100 тата 200 метрлă дистанцисенче çитекен пулман. Çакăнсăр пуçне тата вăл 500 метр тăршшĕ марафон дистанцине ишсе тухма пултарнă пĕртен-пĕр хĕрарăм пулнă. Çанталăк 5 градус сивĕ пулни çине пăхмасăрах вăл кунта 14 минут та 47 çеккунтлă результат кăтартма пултарнă. Сăмах май, Татьяна сивĕ шывра ишекенсен тĕрлĕ шайри ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Нумай пулмасть вăл Китайри Далянь хулинче иртнĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртура та пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
* * *
Вĕрентӳ системине модернизацилеме Чăваш Республикинче 2007 çулта 1 миллиард тенкĕ укçа хывнă. Чăваш Ен вĕрентӳ модернизацийĕн комплекслă проектне хутшăнса çĕнтернине пула республикăна федераци бюджетĕнчен тата 209 миллион та 872 пин тенкĕ килнĕ. Ку укçан ытларах пайне шкул кабинечĕсене çĕнетесси, вĕсене вĕрентӳ оборудованийĕпе тивĕçтересси çине янă, вĕрентӳпе методика литератури туяннă, вăл шутра 1,5 миллион тенкĕлĕх – чăвашла литература. Çакăнсăр пуçне кăçал кунта шкулсем валли 62 единица автотранспорт туяннă. Пĕтĕмĕшле вара республикăра кунсерен 277 автобус 11 пине яхăн ачана шкулсене турттарать.
Киров облаçĕ. Çĕршывра ял хуçалăх продукчĕсен хакĕсем куç умĕнчех ӳссе кайнă хыççăн çак пулăмпа тĕрлĕ регионсенче тĕрлĕ меслетсемпе кĕрешме тытăнчĕç. РФ Правительстви вара ку тĕлĕшпе мĕнпур регионсене Киров облаçĕн опытне алла илме сĕнет. Ку тĕлĕшпе федераци субъекчĕсен власть органĕсене РФ Правительствин Виктор Зубковăн çырăвĕ килнĕ. Çырура палăртнă тăрăх, кунта çăкăрăн социаллă сорчĕсене туса кăларас ĕçе лайăх йĕркелени çинчен каланă. Ун хакĕсене палăртнă чухне чи пĕчĕк тухăçлăх шайĕ çинче никĕсленеççĕ. Унсăр пуçне облаçра потребитель рынокĕнчи хаксене йĕркелесе пыма май паракан комплекслă мерăсем йышăннă. Тĕслĕхрен, апат-çимĕç продукчĕсен производствипе туллин ĕçлекен тата ăна сутакан темиçе холдинг йĕркеленĕ.
Самар облаçĕ. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче «Союз» ракета-носителĕн музей комплексĕ уçăлнă. «ВолгаИнформ» информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, «Союз» ракета Самар хулин визитлă карточки шутланать. Кунта космос промышленноçĕ валли тĕрлĕ йышши продукци туса кăларакан виçĕ завод пур. Музей стенчĕсенче çак заводсен историйĕпе паллаштаракан, вĕсем туса кăларакан продукци çинчен тата çĕршыв пурнăçĕ çине пысăк витĕм панă чи пĕлтерĕшлĕ проектсем çинчен каласа паракан экспозици вырнаçтарнă. Экспозицийĕн тĕп пайне вара космос аппарачĕсем тата ракета-носительсен уйрăм пайĕсем йышăнаççĕ. Вăл шутра çĕр чăмăрне космосран ӳкерме усă куракан «Янтарь-2К» аппарат, «Энергия»-«Буран» тата «Зенит» ракета-носительсен уйрăм пайĕсем тата ытти те.
 
: 1279, Хаçат: 45 (723), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: