Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 24-29 №№.)
– Килĕшрĕ-и сана вăхăта савăнăçлă ирттерни, – кăсăкланчĕç йĕкĕтсем.
– Тем пекех килĕшрĕ. Ун пек вăйăсене эпĕ хулара курман, кунта хама та хутшăнма тӳр килчĕ. Тавтапуç сире мана çав вăйăсене чĕннĕшĕн. Анчах часах кĕр çумăрĕсем тытăнаççĕ, ирĕксĕрех Культура керменне çӳреме тӳр килет. Итлĕр-ха, йĕкĕтсем, çав вăйăсене Культура керменĕнче те йĕркелесе яма май çук-им?
– Эпир кун пирки шутламан та…
– Елюк, – илтĕнчĕ уçă чӳречерен амăшĕн сасси, – çывăрма кĕме вăхăт.
– Юрĕ, йĕкĕтсем, ыранччен, – аллипе сулса алăкра кĕрсе çухалчĕ хĕр.
Юлькка çеç тăр пĕччен тăрса юлнă Улах касси вĕçĕнчи анлă тӳремре. Вăл Степкăна темрен ытла юратать, каччи хула хĕрĕ килнĕренпе веçех улшăнчĕ, ун çине пачах пăхми пулчĕ. Çакă хĕр чунне çĕçĕпе чикнĕн ыраттарать, юрату асапĕпе тертлентерет. Тарăхупа тулнă чунĕнче çилĕ килни тăвăл евĕр çĕкленет, пĕтĕм кĕлеткине чĕтретет. Акă вăл тап-тап утса вăрăм сак патне çитрĕ те: «Ы-ых вĕсене!» – терĕ шăл витĕр, чипер ларакан сака тӳнтерсе ячĕ, Куян Петин пахчине тытнă шĕтĕрнексене урлашкисенчен пĕрин хыççăн теприне шăлĕсене шатăртаттарса турта-турта кăларчĕ. Пуçĕнче тĕрлĕ шухăш пăтранать. Шутласа кăларчĕ вĕт Евленпе Елюкран Степкăна епле туртса илессине...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 569, Хаçат: 30 (1072), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: