Аваллăхпа интересленесси йăлара пулманран-ши е чăваш çырулăхĕ çамрăкран-ши паянхи кун нумай-нумай ял хăйĕн историне пĕлмест. Телее, Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар Шăхаль ялне пырса тивмест çакă. Ватă учитель Иван Никифорович Никифоров XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех ял историне тĕпчесе çырса хăварнă. Шкулти музейри документсем тăрăх, хурăн ращипе тата çырма ячĕпе çыхăннă Хурăнвар Шăхальпе Анат Вăрманай Шăхаль ялĕсем йĕркеленнĕренпе кăçал 360 çул. Июлĕн 26-мĕшĕнче ăна ял çыннисем чаплăн паллă турĕç.
Çĕпрел тăрăхĕнче Хурăнвар Шăхаль чăнах та паллă ял, вăхăтĕнче районта культура центрĕ шутланнăскере мĕнле пĕлмĕн. 1898 çулта икĕ çул вĕренмелли чиркӳпе учительсен шкулне уçнăранпа пĕлӳ çăлкуçĕ иксĕлмен кунта. Революци хыççăн вăтам пĕлӳ илме тавра ял çыннисем çӳренĕ. Çав шутра Совет Союзĕн Геройĕпе П.Юхвитовпа икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, CCCР авиаци промышленноçĕн министрĕ П.Дементьев та...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)