– Эпĕ Турра шанакансен çемйинче çуралса ӳссе çитĕннĕ. Пирĕн килте ялан кĕлĕ вуланă. Эпĕ те атте-аннене пăхса вĕсем тунине тума тăрăшнă. Ниме пăхмасăр Турра шанма нихăçан та пăрахман, – тет Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнчи чиркĕвĕн прихут канашĕн председателĕ Алексей Федоров.
Çак ял чиркĕвĕ çинчен «Сувар» хаçатра пĕрре мар çырма тӳр килнĕ. Кашнинче хăйне евĕрлĕ. Чи пĕрремĕш хут ун çинчен 2011 çулта июль уйăхĕнче вăл тĕппипе çунса кайнипе хурланса пĕлтернĕччĕ. 2012 çулта чиркĕве çĕнĕрен тума тытăнни çинчен савăнса çырнăччĕ. Пĕлтĕр вара, мартăн 14-мĕшĕнче, чиркӳ çине купол хăпартнине кайса курма тӳр килчĕ. Урăхла каласан, куç умĕнче çĕкленсе пырать çак чиркӳ...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |