Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шупашкарта, «Новое время» кĕнеке издательствинче пирĕн ентешĕн, журналистăн, темиçе çул «Сувар» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ Н.Сорокинăн «Ĕмĕрхи Атăл» роман-трилогийĕн иккĕмĕш кĕнеки вырăсла пичетленсе тухрĕ. Пĕрремĕш томпа эпир «Сувар» вулаканĕсене кĕскен паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Мĕн çинчен-ха иккĕмĕш кĕнеке? Çакăн пирки «Сувар» корреспонденчĕ авторпа калаçнă.
– Николай Михайлович, иккĕмĕш кĕнекене эсир «Гладиаторы Сталина» ят панă. Мĕнле ăнланмалла çак ята?
– Малтан «Гладиаторы» тесе ят парасшăнччĕ. Хальхи тĕрĕсрех тесе шутлатăп. Гладиаторсем тесе авалхи Рим империйĕнче пуянсене савăнтарассишĕн арена çинче пĕр-пĕринпе виличчен çапăçнă чурасене каланă. Кĕнекере эпĕ совет халăхĕ вăрçăра влаçсен кăмăлĕшĕн гладиаторсем пек çапăçнине, вăрçăн йывăр, хурлăхлă, ĕлĕкхи власть тĕплĕн пытарса усранă вăрттăнлăхĕсене, саманчĕсене уçса парасшăн пултăм. Кĕнекере вăрçăшăн Гитлер çеç мар, Сталин та айăплă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Роман çынсене миршĕн кар тăма, çĕнĕ Сталинсем урăх вăрçă ан пуçлаччăр тесе сыхă пулма чĕнет.
– Çĕнĕ Сталинсем вăрçă пуçласран сыхланмалла тетĕр. Епле-ха апла? Вăрçа Гитлер пуçланине пурте пĕлеççĕ-çке. Пĕтĕм халăхшăн, çав шутра Сталиншăн та, кĕтмен япала пулса тăнă вăл.
– Сталиншăн, чăнах та, кĕтмен япала пулнă ку. Мĕншĕн тесен Сталин пилĕк çул малтан, çук, хăй влаçа килнĕренпех çĕнĕ вăрçă пуçласа яма ĕмĕтленнĕ. Пирĕн пĕтĕм промышленность вăрçăшăн ĕçленĕ. Мĕнпур хĕç-пăшала, техникăна чикĕ хĕррине турттарса хунă. Çарсене унта куçарнă. Тепĕр икĕ эрнерен Германи çине тапăнса «Тĕнчери революци» туса хурасшăн пулнă Сталин. Çакна эпĕ документсемпе çирĕплететĕп. Анчах Гитлер ун шухăшне маларах сиссе илнĕ, кĕтмен çĕртен тапăнса малтанхи кунсенчех мĕнпур çара аркатса тăкнă, техникăна тĕп тунă. Миллион та çĕр пин çынна тыткăна илнĕ.
– Апла эсир халăхшăн çакă кĕтмен япала пулман тесе каласшăн?
– Паллах, çапла. Вăрçă пуçланассине халăх тахçанах сиссе илнĕ. Çакна эпĕ кĕнекере те çутатрăм. Ял çыннисем 40-мĕш çултах вăрçă пуçланасси пирки калаçаççĕ.
– «Сталин гладиаторĕсем» пĕрремĕш кĕнекепе епле çыхăннă?
– Çĕнĕ хайлав малтанхи геройсен – Соколовсен, Качайкинсен, Запасовсен çемйисен вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ çинчен каласа парать. Тĕп геройсем кунта çамрăксем, малтанхи кĕнекери сăнарсен ачисем тата мăнукĕсем. Роман Кĕркури Соколов тĕрмерен килне таврăннипе пуçланать. Тинех киле çитсе çĕнĕрен пурнăçа йĕркелесе ярăп тет вăл. Анчах мирлĕ пурăнасси пулмасть. Ялти çынсем Олег Татариновпа Анюк Савельева туйĕнче савăннă хыççăн тепĕр кунне яла вулăсран юланутçăсем сиктерсе çитеççĕ, ял Совет председателĕ Гатрин вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерет. Вăйпитти арçынсене вăрçа илсе каяççĕ. Романра халиччен нихăçан та, никам та çырман пулăмсене илсе кăтартнă. Кашни сыпăк хăйне май трагеди кунта.
– Шăпах çавăн пирки ыйтасшăнччĕ эпĕ. Кунта çеç мар, пĕрремĕш кĕнекере те эсир хăрушши, тискерри çинчен çеç çыратăр. Лайăх пулăмсем те сахал мар пулнă-çке вăл вăхăтра.
– Ку чăннипех те çапла. Малтанхи икĕ кĕнекинче çеç мар, виççĕмĕшĕнче те чи хăрушă япаласене илсе кăтартатăп эпĕ. Вулакан ку çын Совет влаçĕ çине питĕ вăйлă тарăхса çитнĕ е ăсран тайăлнă теме пултарĕ. Пачах та ун пек мар. Хайлаври тĕп тĕллев – компартири киревсĕр çынсен ирсĕр ĕçĕсене уçса парасси. Малашне пĕр парти çĕршывра пуç пулса тăрасси пачах ан пултăр. Пĕр парти çеç те мар, пĕр çулпуç. Ыттисем, ăна пĕр сăмахсăр пăхăнса тăракан чурасем – гладиаторсем.
Çакна эпĕ романри трагедиллĕ самантсемпе çирĕплететĕп. Çав самантсенчен пĕри вăл – халĕ Марий Эл Республикине кĕрекен Суслонгерти резерв дивизийĕнчи салтаксен трагедийĕ. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман вĕсен, выçăллă-тутăллă пурăнса халăх çĕршерĕн вилнĕ. Çакăнта икĕ çамрăк салтак – Кĕркури ывăлĕ Мишук Соколов тата унăн ентешĕ Микул Качайкин Громов лейтенанта, ЦКра ĕçлекенĕн ывăлне тĕл пулаççĕ, ытти юлташĕсемпе лагерьтен тарма пулăшаççĕ. Ун валли пус çумне пус хушса укçа-тенкĕ пуçтараççĕ, ăшă тумтирпе тивĕçтереççĕ. Вакунра пĕренесемпе хупласа хураççĕ те ăна, вăл чиперех Мускава çитет, ашшĕне – К.Ворошилов тусне – лагерьти йĕркесĕрлĕхсем çинчен каласа парать. 1942 çул пуçламăшĕнче оборона халăх комиссарĕ Ворошилов Суслонгера çитет. Дивизири 15 офицера строй умĕнче персе пăрахаççĕ. Унтан халăх комиссарĕ тепĕр чаçе çул тытать. Кунти икĕ дивизире çак йĕркесĕрлĕхсене тупаççĕ, айăплисене – 25 офицера персе пăрахаççĕ. Çавăн хыççăн салтаксен апачĕ лайăх еннелле улшăнать, какай пама пуçлаççĕ, обмундированипе тивĕçтереççĕ.
Çамрăк çемьен, Анюкпа Олег Татариновсен туй каçĕ хыççăнах уйрăлма тивет. Упăшкине фронта илсе каяççĕ. Тăватă çул пĕр-пĕринчен аякра пулаççĕ çамрăксем. Вăрçă пĕтсен Олег кăкăр тулли орденсемпе таврăнать. Шкулта ĕçлеме пуçлать. Анчах ăна çăхава пула 8 çула тытса хупаççĕ. Арăмне ачуна туртса илетпĕр, хăвна хупатпăр тесе хăратса упăшкаран уйрăлатăп тесе хут çыртараççĕ. Çакă – тепĕр трагеди. Ун пеккисем туллиех кĕнекере. Çав вăхăтра роман – мир, тăнăç пурнăç патне чĕнни, малашне çакăн пек йĕркесĕрлĕхсем нихăçан та ан пулччăр тесе сыхланма асăрхаттарни. «Рокада» сыпăкра хуçалăх пурлăхне, тăшман çитсен ăна ан çаклантăр тесе колхозниксене тĕрĕс валеçсе пама хатĕрленнĕ Пресняков колхоз председателĕн сăнарĕ те трагедиллĕ. Арестлесе асаплантарнă ăна, кайран Сталин хăй патне чĕнтернĕ, юлашкинчен персе вĕлерме хушнă.
– Çак сыпăкра выçăпа аптранă ял çыннисем кĕске срокра Рокада – Хусан – Ульяновск – Волгоград чукун çулне туса пĕтерсе хута яни çинчен калани тĕлĕнтерчĕ мана. Ку ĕç чăнах та пулнă-ши?
– Кĕнекере пĕтĕмпех пулса иртни пирки çеç çырса кăтартнă. Ялти ватăсемпе нумай калаçнă эпĕ çакăн пирки, архивсенче пайтах хутсем тĕпченĕ.
Чăннипех те тĕлĕнмелли, халиччен ниçта та пичетленменни нумай кĕнекере. Питĕ хăрушă япала пирки 306-мĕш страницăра çырса кăтартнă. Ялти пĕр çын – Ларман Патша тесе чĕнекенскер, вăрçă хыççăн ывăлĕн вилтăприне шырама Сталинграда тухса каять. Калачевски тата Городищевски районĕсем тăрăх чылай çӳренĕ хыççăн Гумрак поселокĕнчен инçе мар ывăлне пытарнă тăванла масара тупать-тупатех. Кунта пĕр колхоз председателĕпе – Будылевпа паллашать. Çав каласа панă тăрăх, колхозниксем вăрçă хыççăн хирсене акма хатĕрленĕ чухне питĕ нумай виле пуçтарса уçланкăсенче, çырмасенче чавса чикнĕ иккен. Малтанласа вĕсен докуменчĕсене, вилĕм медальонĕсене тирпейлĕн пуçтарса район пуçлăхĕсене пама хăтланнă, анчах лешсем пуçтарма чарнă. Тĕлĕннĕ лешсем, епле-ха апла, тăванĕсем шыраççĕ, хыпар кĕтеççĕ-тĕр? Будылев ертсе пыракан «Искра» колхозри виçĕ ялта çеç хирсенче 452 килограмм медальон пуçтарнă. Сас-хурана ĕненмесĕр председатель вĕсене хăй райкома леçсе панă. Парти секретарĕ ăна вăрттăн çапла каланă имĕш: «Эсĕ, председатель, ытла хытă ан тăрăш. Кама кирлĕ вăл документсем? Вилнисен çемйисене ытларах пособи тӳлессишĕн-и? Урăх илсе ан кил ман пата медальонсем. Ыттисене те ăнлантарса пар», – тенĕ тет.
50-мĕш çулсенче кашни вилнĕ салтак çемйине 5 тенкĕ укçа тӳленĕ. Хыпарсăр çухалнă кашни салтакран патшалăх çулталăкне 60 тенкĕ перекетленĕ. Мĕнпурĕ хыпарсăр çухалнă гладиаторсен çемйисене укçа тӳлеменнипе, статистика кăтартăвĕсем тăрăх СССР 20 миллиард доллар укçа перекетленĕ. Çакăн çинчен асăнас та килмест, аван мар мана, анчах каламалла, халăх чĕнмесен власть иртĕхсех каять. Çавăнпа çыртăм та çакăн çинчен.
– Апла мĕнпур халăха гладиатор туса хунă пулать эсир кĕнекере?
– Гладиаторсем çинчен çеç мар, гладиаторшăсем – хĕрарăм-гладиаторсем çинчен чылай çырнă романра. Акă, «Тягловые бабы» сыпăкра хĕрарăмсем лаша вырăнне кӳленсе çӳрени пирки çырни питĕ кăсăк. 1943 çулхи хĕлле колхоз правленийĕ хĕрарăмсене çуна туртса Течче тырă леçме яни пирки çырса кăтартнă унта. Çул çинче чылай нуша курса пĕтеççĕ вĕсем, чутах кашкăрсен шăлĕ айне пулмаççĕ. Ял халăхĕ, фронта пур енĕпе тивĕçтерес тесе ырми-канми вăй хураканскер, хăй выçăпа аптăрать. Çакна Мишук Соколов яла отпуска курма килни урлă кăтартса панă. Фронт валли питĕ усăллă, ĕçе чылай лайăхлатакан, çăмăллатакан меслет шухăшласа тупнă хыççăн ăна орден парасшăн пулнă, орден вырăнне вăл отпуск ыйтать. Ял халăхĕ выçăпа аптранине курать. Çавах курайманлăхпа тулмасть вăл, малашне тăшманпа тата хастартарах çапăçать. Çавăн пек пулнă чылайăшĕ. Çавăн пеккисене пула пирĕн çĕнтерӳпе вĕçленнĕ вăрçă. Вĕсен ачисем вара çав вăхăтра выçă ларнă.
«Мĕн вăл çăкăр?» сыпăкра пĕчĕк ача тыткăна лекнĕ нимĕçсем шурă кулач çинине курать. «Мĕн çиеççĕ вĕсем, юр-и?», – тесе ыйтать аслăрах тетĕшĕсенчен.
– Виççĕмĕш кĕнеке хăçан кун çути курĕ?
– Ăна çырса пĕтернĕ ĕнтĕ. Пичете панă. Унта эпĕ хальхи геройсен малашнехи пурнăçĕ çинчен çырса кăтартнă.
– Тавтапуç сире, Николай Михайлович, калаçушăн. Творчествăра çĕнĕ ăнăçусем сунатпăр сире.
– Тавах.
 
: 1375, Хаçат: 45 (723), Категори: Литература каçалăкĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: