Иван Яковлевич Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялне июлĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарпа Хусантан чăваш çыравçисем килсе çитрĕç. Республикăри чăваш ачисем валли пирвайхи хут уçнă «Яковлев еткерçисем» лагерьте канакансемшĕн ку асăнмалăх самант пулчĕ.
Тараватлăн, ăшшăн уçăлчĕ Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта «Литература кунĕ». Савăннă ачасен куçĕсем çунаççĕ, хăшĕ-пĕри пирвайхи хут кураççĕ-çке паллă çыравçăсене.
– Йывăр-и сăвă çырасси? – пăшăрхантарать çак ыйту кашни çамрăка.
– Сăвă ача пек, асапланмасăр çуралмасть, – хуравларĕ Раиса Сарпи поэтесса. – Анчах та кĕнеке пичетлесе кăларасси халь тата та йывăртарах. Ачасем, эпир паян сирĕнпе чăвашсемшĕн чаплă вырăнта – Кăнна Кушкинче – тĕл пултăмăр. Иван Яковлевич пирĕн çине хăй пăхса тăнă пекех туйăнать. Кунта Тутарстанри чи лайăх чăваш ачисем пуçтарăннă. Шанатпăр, сиртен чаплă çыравçăсем, ӳнерçĕсем тухĕç, пирĕн халăх культурине малалла çĕклекенсем пулĕç...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |