Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш халăх историйĕнче манăçми йĕр хăварнă Тутарстанпа Чĕмпĕр хулин çыхăнăвĕ яланах çирĕп. Пĕри аслă просветителĕн И.Яковлевăн çуралнă çĕршывĕ пулсан, тепри чăваш çырулăхĕн сăпки. Кунти çамрăк ăру тăван чĕлхене шкулта вĕренет. Çавна кура икĕ регион чăвашĕсен пĕр-пĕринпе курнăçмашкăн яланах сăлтав пур.
Ульяновск облаçĕнчи тата Теччĕ районĕнчи чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем октябрĕн 31- мĕшĕнче регионсем хушшинчи пĕрремĕш конференцине йĕркелени те ахальтен мар. Шкул реформи пынă вăхăтра сӳтсе явмалли ыйтусем, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли пушшех те нумай. Çитменнине тата Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă çĕршывĕнче пулса курасси тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен кашни учителĕн тивĕçĕ.
– Аслă просветителĕн çĕршывне килме эпир тахçанах ĕмĕтленнĕ, кунта пулса курнă хыççăн тата тăрăшарах ĕçлес килет,– пытармарĕç савăнăçне чĕмпĕрсем.
Палăртса хăварар, асăннă икĕ регион кун йышши конференцие пĕрремĕш хут йĕркелерĕ. Ăна вĕсем «И.Я.Яковлевăн шухăшĕсем тата хальхи шкул» темăпа ирттерни те ăнсăртлăх мар. Просветителĕн 160 çулхи юбилейĕ умĕнхи конференцин тĕп тĕллевĕ те акă, И.Яковлевăн паха еткерлĕхне малалла тăсса аталантарасси, унăн халалне тĕпе хурса шкулта вĕрентнисĕр пуçне ачасене воспитани панă çĕрте те усă курасси.
Воспитани, чĕлхе туйăмне аталантарас ыйтусем хальхи вăхăтра уйрăмах çивĕч тăраççĕ. Ара, çамрăк ăрăвăн юлашки вăхăтра асатте-асаннесен чĕлхинчен вăтанас сĕм палăрма пуçларĕ-çке. Паллах, çак йывăрлăха шкул кăна татаймасть, халăхпа, вырăнти влаçпа ĕçлемелле. Çак ыйту та пĕрле пуçтарăнма хистенĕ йăхташсене.
Конференцие Теччĕ районĕнчи шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен мĕнпур учитель, Ульяновск облаçĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн ертӳçи В.Сваев, облаçри вĕрентӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ Ф.Улендеева тата хулари, облаçри чăваш учителĕсем килнĕччĕ. Хăнасене Кăнна Кушки вăтам шкулĕнче вĕренекен хĕрсем чăваш, тутар, вырăс наци тумне тăхăнса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн йăхташсем И.Я.Яковлев музейĕнче, пуп çăлĕ патĕнче пулчĕç, çак ялтан тухнă çыравçăсене халалласа лартнă мемориал хăмисем умне чечексем хучĕç. Просветителе асăнса лартнă часовня умĕнче вара митинг пулчĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи ЧНКА ертӳçи В.Сваев, музей директорĕ А.Пыркин, вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.Гаврилов тухса калаçрĕç.
Икĕ регионти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен конференцире сӳтсе явмалли ыйтусем сахал мар пулчĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă хыççăн делегатсем çапла йышăнчĕç:
1.Регионсем хушшинчи конференцисене малашне те ирттермелле.
2. Чĕмпĕрти чăваш шкулне тата Кăнна Кушкине шкул ачисен экскурсине йĕркелемелле.
3.Чăваш ачисен пултарулăхĕн фестивальне, конкурссемпе олимпиадăсем, викторинăсем ирттермелле.
4.И.Яковлев юбилейне ирттермелли мероприятисен планне йĕркелемелле.
5. Раççейĕн кĕмĕл ункинчи чăваш халăх историйĕпе çыхăннă паллă вырăнсене çул çӳрев йĕркелеме ыйтса Ульяновск облаçĕн, Чăваш Енпе Тутарстан влаçĕсем патне тухмалла.
6.Теччĕ муниципаллă районĕн ертӳçисенчен Кăнна Кушки вăтам шкулне чăваш чĕлхине, культурипе историне сыхласа аталантаракан база шкулĕ тума ыйтмалла.
7.Теччĕ районĕнчи тата Ульяновск облаçĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли тĕлпулусем йĕркелемелле.
8. Кăнна Кушки шкулне аслă просветителĕн, ăста педагогăн И.Яковлевăн шухăшĕсене пурнăçлакан центрĕ тесе йышăнмалла.
9. Çитĕнекен ăрăвăн наци туйăмне ӳстерес тĕллевпе халăх педагогикин тухăçлă мелĕсемпе усă курмалла.
Сăмах та çук, резолюцире йышăннă ыйтусем çак икĕ регионшăн кăна мар, пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна кура кун йышши конференцисене малашне тата анлăрах, ытти регионсенчи йăхташсемпе йĕркелесен çав тери лайăх пулĕччĕ.
 
: 1017, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: