ПУРНĂÇ ТИНĔСĔ ТИКĔС МАР
– Машук хĕрĕ пит курнăçланса кайрĕ. Пуçне ăннă хур аçи пекех каçăртать. Çынсемпе шăл витĕр кăна калаçать, – теççĕ пĕр ушкăна пуçтарăннă сĕт пама тухнă хĕрарăмсем.
Яланах çапла. Виç хĕрарăм пĕр пасар тенĕ евĕр, ир-ирех пĕр-пĕр çын çинчен сӳтсе явасси йăлана кĕнĕ. Зоя çывăрса юлнă пулмалла, сĕт пама тухман. Çавăнпа та хальхинче сăмах-юмах ун çинчен пычĕ. Ытти чухне тепĕр çынна «кăшлаканни» шăпах хăйччĕ-ха. Пурне те пĕлет вăл, тишкерет, кирлех пулсан хăйĕн суд тенкелĕ çине лартма та хатĕр. Юрать, пысăка вĕренмен, атту пулсан… Сăмаха пĕлсе калаçмасть вăл.
Пĕринче пенсионеркăна та пат татса каласа хума хăю çитернĕрен тĕлĕнчĕ те кӳршĕ-аршă.
– Сан çинчен те ырă калаçнине илтмен-ха, – тесен ывăл-хĕрĕсене качча парса мăнукĕсене утьăкка сиктерекен Салампи чутах кутăн кайса ларатчĕ...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)