Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстан халăхĕсен II съездне халалласа иртнĕ эрнере Хусанти тĕплĕ юсав хыççăн çĕнелнĕ Халăхсен туслăх çуртĕнче республикăри крешĕнсен халăх пултарулăхĕн куравĕ уçăлчĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен çитнĕ ăстасем пухăннисене авалхи наци тумĕсенчен, вĕсене капăрлатмалли тата тĕрленĕ япаласенчен, йывăçран тунă тата кил-çуртра тыткаламалли япаласенчен тăракан экспонатсемпе паллаштарнисĕр пуçне, курава юрă-ташăпа та илемлетрĕç. Крешĕнсемшĕн çак кун уйрăмах хумхануллăччĕ, курав вĕсемшĕн пĕрремĕш-çке-ха.
Курава хутшăнакансене пурне те профессиллĕ ăстасем теме пулать. Çырчаллинчен килнĕ наци тумĕсене çĕлекен тата вĕсене капăрлатмалли япаласем тăвакан В.Максимовăн ĕçĕсене маларах пĕрре мар чикĕ леш енче иртекен куравсенче тăратнă – Япони, Сингапур тата ытти çĕршывсенче. Çакăнсăр пуçне крешĕн хĕрарăмĕ «7 йолдыз» тата ытти фестивальсене хутшăнакансене хăй аллипе çĕленĕ костюмсемпе тивĕçтерет.
Тепĕр маçтăрăн ĕçĕсенчен хăйне пĕр курав йĕркелеме пулать. Хусанти С.Сайдашев ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн тата Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕн преподавателĕ, искусствоведени наукисен кандидачĕ Г.Макаров темиçе çул ĕнтĕ хăй аллипе музыка инструменчĕсем ăсталать.
– Паянхи куна эпĕ хам алăпа кĕсле, хĕлĕхлĕ кубыс, тăмра, нугай курай тата ытти музыка инструменчĕсене турăм. Халĕ сăрнайпа параппан тума ĕмĕтленетĕп. Малашне инструментсене тумалли мастерской уçас кăмăл пур. Унта тĕрлĕ наци халăхĕн инструменчĕсене те тума планлатăп. Сăмах май, эпĕ çул çинче чăваш ялĕсене курсан, унта кĕрсе тухмасăр, вырăнти йăла-йĕркесемпе музыка инструменчĕсене тĕпчемесĕр пĕрре те иртсе кайман, – пĕлтерчĕ Геннадий Михайлович.
Çакăнсăр пуçне курава Менделеевски районĕнчи Старо-Гришкино вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем йывăçран касса тунă савăт-сапасемпе ывăссем, Елабуга ӳнерçисем В.Селиверстов, И.Максимов хăйсен ĕçĕсене тăратрĕç. Мероприятие ТР тава тивĕçлĕ артистки, Тутарстан Республикин юрăпа ташă ансамблĕн солистки пулнă Е.Бичарина, Тутарстан Республикин халăх артисчĕ Г.Ибушев тата З.Борисова юрăç вĕçлерĕç. Юлашкинчен курава йĕркелесе яракан хастарĕ, Тутарстанри Крешĕнсен наципе культура центрĕн председателĕ Л.Белоусова савăнаçлă хыпар пĕлтерчĕ. Çак кунсенче Хусанти крешĕнсен центрĕ валли 2 хутлă çурт уйăрса панă. Унта вĕсен фольклор центрĕ, библиотека, этнографи уйрăмĕ тата республикăри крешĕнсен обществисен офисĕсем вырнаçмалла.
 
: 1209, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: