Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2013 ç. 50, 52; 1-10, 12, 14-21 №№.)
 
15
– Тăван ялĕ еннелле аслă çултан пăрăнса кĕрекен тĕлте Витали автобуса чарчĕ те анса юлчĕ. Ялне çитме кунтан виç-тăват çухрăм кăна, анчах çак кĕске çула йĕпе-сапара пылчăк ашса тухасси чĕр тамăк. Асфальт сарасси-тăвасси хут çинче те çырăнман. Юрать-ха, юлашки çулсенче тăтăшах тĕрттерсе купалаççĕ, хăйăр, вĕтĕ чул сапам пекки тăваççĕ, анчах ырлăхĕ çумăр пĕрре ислетсе çăвиччен кăна. Çичĕ-сакăр çул каялла, Виталипе юлташĕсем Чистая йыхравпа çар комиссариатне çуран çӳренĕ чухне, лаша çулĕ кăначчĕ кунта. Çил-тăманра çĕтсе кайни те пулнă. Мĕн чухлĕ терт кӳмен-ши ял-йыша çак çул, каласа та пĕтереймĕн. Ăна пулах, амăшĕ чĕрепе аптрасан, вăхăтлă килсе ĕлкĕреймерĕ яла васкавлă пулăшу. Чистайран килнĕ тухтăрсен машини аслă çултан пăрăнсанах путса ларнă. Хура кĕркуннехи çумăр витĕр пытарма лекрĕ амăшне тин çеç салтакран таврăннă каччăн. Ашшĕне Витали тĕлĕкри пек кăна астăвать. Амăшĕ каласа панă тăрăх ытла çамрăкла çĕре кĕнĕ вăл. Витали пиллĕкре çеç пулнă, йăмăкĕ – виççĕре. Электрик пулса ĕçленĕскер, çутă юпи çинчен персе аннă. Икĕ ачапа юлнă амăшĕн чĕри çавăнпах час хавшакланнă пуль – пĕччен ура çине тăратса, ачисен пархатарлăхне-савăн ăçне курса ĕлкĕреймерĕ те. Ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче пулса качча пама тиврĕ Маруç йăмăкне Виталин. Кĕрӳ пулаканни маттур ача, кӳршĕ ялсем, Лисук ялĕнченех. Витали çамрăксене тĕп килте хăварса Çырчаллине тухса кайрĕ, тинтерех çĕнĕ стройка пуçласа янă «КАМАЗ» заводра ĕçлет. Акă унта çулталăк ĕçленĕ хыççăн черетлĕ канăва тухнă, тăван яла таврăнать...
 
: 984, Хаçат: 22 (1064), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: