Республикăри ытти районсенчи пекех, Çĕпрел тăрăхĕнче те вĕренекенсен шучĕ сахал шкулсем реорганизацие лекрĕç. Паллах, ялшăн ку кăмăла хуçакан улшăну. Çапах та ачасене пĕр ялти шкултан теприне куçарнин сăлтавĕ вĕренекенсен шучĕ сахаллинче кăна мар-мĕн. Чăваш Паснапуçĕнчине, тĕслĕхрен, пилĕк çул каялла Аслă Аксу шкулĕн филиалĕ туса хума шкул çурчĕ юхăнни хистенĕ иккен. Мĕншĕн тесен Чăваш Паснапуç ялĕнче ачасем çителĕклĕ, шкул çулне çитменнисем кăна утмăла яхăн. Пуçламăш классенче вара паянхи кун 39 ача вĕренет (танлаштарма: Элмет районĕнчи Ерĕспелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта мĕнпурĕ те 43 ача кăна).
Чăваш Паснапуçĕнчи шкул пуçламăш шкул статусне куçнăран кунти ачасем валли вĕренмешкĕн мĕнпур условисемех çук. Калăпăр, спорт залĕ пулманнипе физкультура урокĕсене урамра, йĕпе-сапара е çил-тăманра класра çеç ирттерме тивет. Пуçламăш класс ачисене тĕллевлĕн спорта явăçтарма та йывăр – физкультура учителĕн штачĕ пăхăнман. Май уйăхĕн 30-мĕшĕнче 2003-2005 çултисен хушшинче «Сувар» хаçат призĕшĕн иртнĕ мини-футбол турнирĕн йĕркелӳçисен умĕнче те çак ыйтăва хускатрĕç. «Пирĕн ачасемпе эрнере икĕ хутчен те пулин тренер килсе ĕçлесенччĕ, укçине хамăр та тӳленĕ пулăттăмăр», – терĕç ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пăшăрханăвне пĕлтерсе. Аслă Аксу ял хутлăхĕн пуçлăхĕ А.Храмов ку ыйтупа районти спорт шкулĕн ертӳçисемпе калаçма пăхма шантарнăшăн савăнчĕç...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |