Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пуçламăш çар хатĕрленĕвне шкул программинчен 1990-мĕш çулсенчех кăларнă пулин те çамрăк ăрăва çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕç чарăнман. Ăна пирĕн республикăра та кашни район илсе пырать. Салтак çулне çитекен каччăсемпе (шкулта вĕренеççĕ пулсан вĕсем 10-мĕш классем) вĕрентӳ сборĕсем ирттересси Раççейре тахçанах йăлана кĕнĕ. Сбор вăхăтĕнче каччăсем çар чаçĕсен никĕсĕнче, çывăхра вĕсем çук пулсан сывату, спорт лагерĕсенче, пилĕк кун практика вĕрентĕвĕ иртеççĕ. Сбора район администрацийĕн ĕçтăвкомĕ, вĕрентӳ уйрăмĕпе районти çар комиссариачĕсем йĕркелеççĕ.
Пулас салтаксем пĕр эрнене яхăн хĕсмет пурнăçне çывăх йĕркепе пурăнмалла. Кунта вĕсем чăн-чăн хĕç-пăшалтан пеме, граната ывăтма, окоп чавма, званипе аслисене чыс пама тата ыттине хăнăхаççĕ.
Майăн 26-30-мĕшĕсенче Çĕпрел районĕнчи Чакă вăрманĕнчи ача-пăчан çуллахи кану лагерĕнче те çакăн пек сбор иртрĕ. Республикăри çар комиссариачĕн Çĕпрелĕнчи уйрăмĕн граждансене призыва хатĕрлекен уйрăмăн начальникĕ Ф.Салихов каланă тăрăх, унта кăçал районти мĕнпур шкулăн 10 класс пĕтерекен 104 каччи хутшăннă. Ял хутлăхĕсене пăхса вĕсене пурĕ 5 взвода пайланă. Пулас салтаксен кун пек чух çар йĕркипе пурăннисĕр пуçне пĕр-пĕринпе тĕрлĕ енĕпе ăмăртмалла та...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 1260, Хаçат: 22 (1064), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: