Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн Хусанти «Корстон» суту-илӳпе кану центрĕнче Тутарстан халăхĕсен II съезчĕ иртрĕ, унăн ĕçне ТР Президенчĕ М.Шаймиев, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин, РФ регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ К.Исхаков, РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ В.Зорин, Раççей Халăхсен ассамблейин Канашĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕн Таджикистан Республикинчи чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Р.Абдулатипов, республикăра пурăнакан мĕнпур халăхсен представителĕсем, пурĕ 700 делегат, 300 хăна хутшăнчĕç.
Тутарстан халăхĕсен пĕрремĕш съезчĕ пулнăранпа кăçал 15 çул çитрĕ. Историшĕн, паллах, пысăк цифра мар ку. Анчах вăл шăпах çĕршывшăн кăткăс вăхăтра (СССР арканса çĕнĕ патшалăхсем йĕркеленни, рынок экономикине куçни тата ытти те) иртни хăех капашсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тен, çавăн чух наци политики çине çапла пысăк тимлĕх уйăрниех, республикăри халăхсен хушшинчи туслăха сыхласа хăварма пулăшрĕ.
Тутарстан, чăн та, Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ, тĕрлĕ конфессиллĕ субъекчĕ, кунта хальхи вăхăтра 115 тĕрлĕ наци пурăнать. Вĕсенчен 52,9 проценчĕ тутар, 39, 5 – вырăс, ытти халăхсен пĕтĕмĕшле шучĕ 300 пин çын, вăл шутра чăвашсем –127 пин, удмуртсем – 24 пин , мордвасем – 24 пин, пушкăртсем – 15 пин. Кунсăр пуçне украинецсем, белоруссемпе еврейсем, нимĕçсем те тахçанах тымар янă. Темиçе çĕр çынран çеç тăракан халăхсен ушкăнĕсем те пур, вĕсем аварсем (251), кумыксем (147), ассириецсем (146), даргинсем (232), осетинсем (364), калмăксем (167) тата ыттисем те. Юлашки çулсенче миграцие пула çĕнĕ диаспорăсен представителĕсем те йышланаççĕ. Таджиксен диаспори, тĕслĕхрен, 4 хут (Тутарстанра халĕ 4 пин çын пурăнать), эрменсен 3 хут (6 пине яхăн çын ), азербайджан диаспори 2 хут (10 пине яхăн çын) ӳснĕ. Тутарстанăн тĕрлĕ нациллĕ халăхĕ çумне нумай пулмасть тата вьетнам, турккă диаспорисем хутшăнчĕç.
Хĕвел тухăçпа Хĕвел анăç пĕрлешекен Тутарстан çĕрĕ çинчи халăхсен хушшинче юлашки темиçе ĕмĕрте, телее, наци, тĕн ыйтăвĕпе çыхăннă пĕр харкашу та тухман, тахçанхи туслăха çирĕплетме ĕмĕртен сахал мар ĕç пурнăçланă-ха. Анчах çак ыйтусем çине 1990 çулсен пуçламăшĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕршывра экономика юхăннă, ĕçсĕрлĕх сарăлнă вăхăтра республика влаçĕ умĕнче экономика лару-тăрăвне лайăхлатасси кăна мар, чи малтан нацисен хушшинчи туслăха сыхласа хăварасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнă. Шăп çав вăхăтра Патшалăх суверенитечĕ пирки деклараци, Тутарстан Республикин Конституцине йышăнни республикăна çĕнĕ, тĕрĕс çул суйлама пулăшрĕ.
Кунта 1992 çулхи май уйăхĕнче иртнĕ Тутарстан халăхĕсен пĕрремĕш съезчĕн тӳпи те пысăк. Ун йышăнăвĕпе йĕркеленнĕ Наципе культура пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕ (АНКО) халăхсене пĕр тĕвве пухрĕ. Ку кăна та мар, «Чĕлхесем çинчен» закон, республикăра патшалăх тата ытти чĕлхесене сыхласа хăварас, аталантарас, вĕренес енĕпе 2004-2013 çулсене Программа йышăнни, Наука академийĕ çумĕнче Тутарстан халăхĕсен историйĕпе культурине тĕпчекен наука центрĕсем уçăлни хăйĕн ырă çимĕçне кӳчĕç.
Пĕрремĕш съезд пирĕншĕн, Тутарстан чăвашĕсемшĕн те, пĕр йĕрсĕр иртмерĕ. Ун хыççăн республикăра Чăваш наципе культура автономийĕ, районсенче ЧНКЦсем йĕркеленчĕç, «Сувар» республика хаçачĕ кун çути курчĕ. Хальхи вăхăтра та эпир, чăвашсем, халăх шучĕпе, тутарсемпе вырăссем хыççăн, виççĕмĕш вырăнта. 119 чăваш шкулĕпе, шкул çулне çитменнисен 53 учрежденийĕпе, 238 библиотекăпа мухтанма пултаратпăр. Çӳллен республика шайĕнче конкурссемпе фестивальсем, уявсем, шкул ачисен тăван чĕлхепе литература олимпиадине, шкулта лайăх вĕренекен чăваш ачисен слетне ирттересси йăлана кĕчĕ.
Халăх шучĕпе республикăра виççĕмĕш вырăнта тăнипех-тĕр съезда килнĕ делегатсем (чăвашсем) йышлăнччĕ. Ентешсене ревизи комиссийĕнче (ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев) те, президиумра та (Элметри ЧНКЦ ертӳçи И.Альмукова) курма пулатчĕ.
Съезда уçнă хыççăн, делегатсемпе хăнасене республика ертӳçи М.Шаймиев саламларĕ: «Тутарстан тĕрлĕ наци çыннишĕн яланах тăван кил пулнă. Кунта ытти халăхсен паллă политика тата культура деятелĕсем Михаил Грушевский, Янка Купала, Жигангир-хан, Карл Фукс тата ыттисем ĕçлесе пурăннă»,– терĕ вăл. Çаплах иккĕмĕш съезд ТР АНКОн 15 çулхи юбилейĕпе тӳр килнине, пĕрремĕшĕ çĕршывшăн йывăр вăхăтра иртнине, пирĕн республикăран ахăрсамана пăрăнса иртнине каларĕ Президент. «Халĕ Тутарстан – çĕршывăн чи аталаннă регионĕсенчен пĕри, çакă республикăра пурăнакан кашни халăхăн тăрăшулăхĕ»,– терĕ вăл. Минтимер Шарипович АНКОн нацисене пĕрлештерес ĕçне çӳллĕ шайра хакларĕ. Тутарстанри халăхсен съездне Патшалăх Думин тата РФ Президенчĕн суйлавĕ умĕн пухăнни символлине пĕлтерчĕ: «Çĕршывра пурăнакансенчен чылайăшĕ ксенофобие, наци экстремизмне хирĕç пуçарнă кĕрешĕве, Раççей ертӳçисен хальхи политикине ырлать. Юлашки вăхăтра В.Путин Раççей аталанăвĕн курсне малалла тăсрĕ текен шухăш çĕршывра çирĕпленет. Çакăнпа эсир те килĕшессе шанатăп»,– терĕ вăл.
Ун хыççăн Фарид Мухаметшин РФ Патшалăх Думин Председателĕн Б.Грызловăн, РФ Федераци Канашĕн Председателĕн С.Мироновăн съезда янă саламлă телеграммисене вуларĕ. Тутарстанри наци политики ытти регионсемшĕн ырă тĕслĕх пулнине Раççей Президенчĕ те, Правительство ертӳçисем те час-часах палăртаççĕ пулин те ноябрĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ съезда Раççей ертӳçисенчен, К.Исхаковсăр пуçне, урăх никам та килме кăмăл туман. Тутарстансене ку енĕпе Раççей Халăхсен ассамблейин Канашĕн ертӳçи Р.Абдулатипов шӳтлĕ майлăн лăплантарма пăхрĕ: «Раççей халăхĕсен пĕтĕм Раççей пухăвне те вĕсенчен никам та килмерĕ»,– терĕ. Çĕршывăн правительстви халăха тивĕçлĕ тимлĕх уйăрманнипех йăнăшсем тунине, çак сăлтавпах Балти çĕршывĕсенче пурăнакан пин-пин вырăс иккĕмĕш сортлă халăх шайне юлнине палăртрĕ вăл.
Асăннă çĕршывсенчи вырăс халăхĕн шăпи Тутарстана нихăçан та пырса ан тивтĕр тесех тĕнпе патшалăх структури конфессисемпе халăхсен хушшинчи туслăхне çирĕплетес тĕллевпе сахал мар ĕçлет. Çаплах АНКО республикăри Шалти ĕçсен министерствипе Федерацин Миграци службин управленийĕпе пĕрле миграци, регистраци ыйтăвĕсене татса пама тăрăшнине те ырламалла кăна.
– Паян эпир пĕрремĕш съездăн тĕллевĕсене пурнăçларăмăр тесе çирĕплетсех калама пултаратпăр, – палăртрĕ ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин хăйĕн докладĕнче. – Хальхи вăхăтра Тутарстанра 66 наципе культура обществăлла организацийĕ, вĕсенчен 35-шĕ АНКО ĕçне хастар хутшăнать. Ассоциаци çумĕнче ют çĕршыв çыннисене вăхăтлăха вырнаçтаракан центрсем, нумай нациллĕ вырсарни шкулĕ, «Традиция» культура фончĕ, Хусанта, Çырчаллинче Туслăх çурчĕсем, Тутарстан Республикин Нимĕç çурчĕ пур. Вĕсем валли кăçал кăна бюджетран 1,5 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Чылай халăх уявĕсене çĕнĕрен чĕртме пултартăмăр. Культура аталанăвĕн республика программи ĕçлеме тытăннăранпа «Татарстан – наш общий дом»,«Радужное многоцветие Татарстана» пек фестивальсемпе ярмăрккăсем йăлана кĕчĕç, – терĕ вăл.
Наципе культура пĕрлешĕвĕсен ассоциацийĕн формачĕ ӳснĕрен, унăн çĕнĕлле ĕçлемелле, çавăнпа ассоциацие ассамблея туса хума йышăннине пĕлтерчĕ Фарид Хайруллович. Малашне унăн йышне республикăра пурăнакан кашни çынах кĕме пултарĕ. Ассамблея вĕсен ыйтăвĕпе тĕрлĕ шайри влаçпа тӳрреммĕнех çыхăнĕ.
Съезд тата çакăн пек пысăк ыйтусене: ТР Наци политикин концепцийĕн проектне пăхса тухрĕ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин журналне кăларассине (унта кашни диаспора валли уйăрнă ятарлă старницăсенче халăхсем хăйсен чĕлхипе тĕрлĕ статья вырнаçтарĕç), вырăнти телерадиокомпанире, ТНВ каналра тĕрлĕ халăхсен теле- тата радио передачисем йĕркелессине, РФ халăхĕсен чĕлхипе тухакан ятарлă канал тума ыйтса Федераци Правительствине документ хатĕрлеме, çаплах Раççей Федерацийĕнче халăхсен хутшăнăвĕ енĕпе патшалăх политикин никĕсĕсем çинчен закон проектне çĕнĕрен пăхса тухса ăна 2008 çулта йышăнма ыйтмалла тесе резолюцие кĕртрĕ.
Паллах, съездра республикăри халăхсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене те çĕклерĕç. Грузинсен наципе культура автономийĕн представителĕ, Хусанти нумай нациллĕ вырсарни шкулĕн ертӳçи М.Хухунашвили, тĕслĕхрен, Тутарстан ачисен «Артекне» йĕркелеме сĕнчĕ. Унăн шухăшне ТР Президенчĕ те ырласа йышăнчĕ: «Ыр кăмăллăх çулталăкĕнче çак тĕллевпе балансри пĕр лагере уйăрар эппин»,– терĕ вăл кун пирки. Ыттисем те унпа килĕшрĕç. Чăвашсен те татса паман ыйтусем сахал мар, паллах, тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра шкулсенче оптимизаци иртнине пула чăваш шкулĕсен шучĕ 148-тан тăрук 119 кăна юлни (калас пулать, ку процесс чарăнман-ха), çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе республика шайĕнче хальччен пĕр ăмăрту та ирттерменни, пĕртен-пĕр чăваш радиопередачи хупăнни, Вĕрентӳпе наука министерствинче чăваш шкулĕсемпе ĕçлекен пĕр чăваш специалисчĕ те çукки пире чан çапма хистемелле пек, анчах чăвашсем хăйсен докладĕнче ку ыйтусене пĕр сăмахпа та асăнмарĕç. Нивушлĕ пирĕн халăхăн паянхи пĕртен-пĕр ĕмĕчĕ те вăл – ачасемпе çамрăксен эстрада фестивальне ирттересси кăна-ши? Халăх шанса суйланă ертӳçĕсем йывăрлăхсене курмăш тăваççĕ-тĕк, чăн чăваш шкулĕсенчен «Пире чăвашла вĕренни мĕне кирлĕ?» текен çырусем килнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар.
 
: 1185, Хаçат: 45 (723)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: