Апрелĕн 25-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ Ульяновск чăвашĕсен культура кунĕ Чĕмпĕр ен чăвашĕсен юрри-ташшипе кăна мар, фойере йĕркеленĕ ал ăстисен куравĕпе те асра юлчĕ. Тухьяллă чăваш пикисене, тунката çинче ларакан Шуралене, лаша урапи çине ларса Мăнкуна васкакансене тата ытти нумай-нумай тăм теттене мĕнле тĕлĕнсе пăхмăн-ха?! Çак ĕçсен авторĕпе, Пăва районĕнчи Чăваш Киштек ялĕнче çуралса ӳснĕ, Ульяновск хулин хушма пĕлӳ паракан педагогĕпе, «Халăх промыслисем» пĕрлешĕвĕн ертӳçипе Галя Елисеевăпа вулакансене те паллаштарас терĕмĕр.
Галя Георгиевнăн пултарулăхĕ чăнах та нумай енлĕ, Ульяновск облаçĕпе хулинче шăпах ăсталăхпа паллă та ентешĕмĕр. Вăл педагог, ӳнерçĕ-оформитель кăна мар, паянхи кун питĕ сайра тĕл пулакан професси çынни – тăм тетте ăсти те. Дымковски, филимоновски, каргопольски теттисен мелĕсемпе хăй ăсталанă композицисен куравĕпе килнĕччĕ те Хусана. Ялта, нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕскерĕн ăçтан-ха кун пек ăсталăх?..
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)