Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.02.2020 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ăшă, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2013 ç. 50, 52; 1-10, 12, 14-17 №№.)
Каччăн ырă кăмăлне кура, Лисук ăна пĕрремĕш кунтанах чи шанчăклă тус вырăнне йышăнчĕ. Пĕр шикленмесĕр унпа каçпала Хусан урамĕсене хутларĕ, канмалли кунсенче электричкăпа çывăхри Симĕсвар вăрманне çити вĕçтерчĕ. Иккĕш çеç вăрманти ансăр сукмакпа юнашар утнă чух, Мишăн нихăçан та пуçтахланас шухăш пулман. Чуп тума мар, алăран тытса пыма та вăтанатчĕ вăл.
«Çакăн пек улах вырăнта манпа юнашар Илюш пулас пулсан... мĕн тунă пулĕччĕ-ши манпа вăл?» – пĕрре мар ыйтнă хăйĕнчен Лисук, анчах, тĕлĕнмелле, кашнинче чăрсăр каччă ăна пĕр хĕрхенмесĕр çулăхса, хĕр чысне çухаттарас пек туйăнчĕ. Çапла шутланăçемĕн сӳлетсе, хăвăртран хăвăрт тапрĕ хĕр чĕри.
«Илюш е Миша?» – пĕччен юлсан пуçне минретекен кăткăс ыйту Лисукшăн. Юратать-ши вăл Илюша? Юратмасан – каччăн ирсĕр хăтланăвĕсене нихăçан та каçармĕччĕ, каçсене унпа тăрса ирттермĕччĕ ялта. Тахçанах чĕри вăркать уншăн, анчах епле юратсан та унпа телейлĕ пулаймăн – ытла та шанчăксăр çын вăл. Пĕр кĕтмен çĕртен темĕн те кăларса ывăтма пултарать. Çакă шиклентерет Лисука...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 599, Хаçат: 18 (1060), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: