Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри медицина учрежденийĕсем кăçал «Сывлăх» нацпроект йĕркипе 222 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ диагностика оборудованийĕ илĕç. 213 миллион тенкĕлĕх 139 единица оборудовани республикăна килнĕ, вăл шутра 30 УЗИ-аппарат, 19 флюорограф, 15 рентген комплексĕ. Тутарстанри тăватă медицина учрежденийĕ 580 пациента кăткăс технологиллĕ пулăшу пама патшалăх заказĕ илнĕ: РКБ –нейрохирурги профилĕпе, ДРКБ – нейрохирургипе тата чĕрепе юн тымар хирургийĕпе, МКДЦ – чĕрепе юн тымар хирургийĕпе, НИЦТ ВТО – травматологипе тата ортопедипе.
Тутарстанри ялсенче пурăнакан ачасене ку вĕренӳ çулĕнче 218 автобус шкула турттарма пуçланă. 203 автобус муниципаллă районсене ăсатма та ĕлкĕрнĕ, иртнĕ эрнере вара республикăна федераллă бюджет укçи-тенкипе туяннă 7 автобус тата республика туяннă 8 автобус килсе çитнĕ. ТР вĕрентӳпе наука министрĕн çумĕн Данил Мустафинăн сăмахĕсенчен, автобуссем 214 маршрутпа çӳреме пуçлаççĕ, вĕсем 5643 вĕренекене 157 шкула турттарĕç.
Декабрĕн 2-мĕшĕнче Патшалăх Думин суйлавне Тутарстанра 20 пине яхăн çамрăк çын пуçласа хутшăнĕ. Пĕтĕмĕшле вара республикăра 18-30 çулсенчи 675 пин те 573 суйлавçă пурăнать. Çамрăк электоратăн политика активлăхне ӳстерес тĕллевпе ТР ТСК çамрăксем валли Уçă алăк кунĕсем тата телефонпа «хĕрӳ линисем» ирттерет. Ноябрĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 4-мĕшĕччен 9.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен 292-55-37 номерпе шăнкăравласа хăвăра интереслентерекен ыйтусем çине хурав илме пултаратăр.
Ĕçпе ĕçлĕх федераллă службин информацийĕ тăрăх, кăçалхи шăматкун декабрĕн 29-мĕшĕнчи канмалли куна декабрĕн 31-мĕшне куçарнă. Январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 5-мĕшĕччен, çавăн пекех январĕн 7-мĕшĕ Ĕç кодексĕ тăрăх, канмалли кунсем пулса тăраççĕ. Анчах январĕн 5-мĕшĕ шăматкун пулнипе январĕн 8-мĕшĕ хушма канмалли кун пулать. Çапла майпа çĕнĕ çулхи каникулсен тăршшĕ 10 кун пулать: декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 8-мĕшĕччен.
 
: 1117, Хаçат: 45 (723), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: