Пăва, Аксу, Çĕпрел тата ытти район ялĕсем, çыннисем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен хаçат страницисенче кашни номертех курма пулать темелле. Тутарстанăн тĕп хулинчен инçерех вырнаçнă Пĕкĕлме, Павлă, Лениногорск районĕсем пирки вара питĕ сайра вулама пулать. Эпир вĕсенчен каçару ыйтатпăр, паллах. Çулĕ питĕ инçе.
Апрель уйăхĕн юлашки кунĕнче эпир, «Сувар» хаçат ĕçченĕсем, Пĕкĕлмепе Павлă районĕсене çитсе килтĕмĕр.
Хĕвеллĕ те ăшă кун Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕ пире питĕ савăнăçлăн кĕтсе илчĕ. Савăнăçлă тенĕрен, пĕтĕм ял халăхĕ субботнике тухнă. Юпасем шуратаççĕ, решеткесем сăрлаççĕ, юрă-кĕвĕ янăрать...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |
С.Дмитриев. |
![]() |