Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.01.2021 21:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, -11 - -13 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 2013 ç. 50, 52; 1-10, 12, 14 №№.)
Каярахпа кăшт лăпланса, хыпаланмасăр салтăнчĕ те вырăн ăшне кĕрсе выртрĕ. Çурма тĕттĕм пӳлĕмре пĕр сас-чӳ илтĕнмест. Лисук мачча хăми çинчи йĕрсем çине пĕр кана тĕсесе пăхрĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ ӳкерчĕк унта шыраса тупрĕ, анчах часах çухалчĕ вăл таçта. Малтан çав ӳкерчĕк йĕри-тавра хуралса килчĕ, каярахпа унта эреветлĕ-теветлĕ çăлтăрсем мĕлтлете пуçларĕç. Çăлтăрсем мачча витĕр тӳпенелле вĕçсе хăпарчĕç. Питĕ илемлĕ-çке каçхи тӳпе! Çилпе йăлкăшакан вут-кăвар пек чăлтăр-чăлтăр выляççĕ çăлтăрсем. Лисук чăтса тăраймарĕ – хăвăрт тумланчĕ те урамалла сиксе тухрĕ. Унта шап-шурă юр выртать, каçĕ çилсĕр те ăшă. Урине çăмăл йĕлтĕр сырчĕ те ял çывăхĕнчи вăрмана ярăнса кĕчĕ Лисук. Вăрманта тата та илемлĕрех. Йывăçсем юмахри пек капăр шур пĕркенчĕкпе витĕннĕ, сывлăш уçă, сывлама çăмăл. Мамăк пек кăпăш юр йĕлтĕрпе чупнă май чăкăртатать. Ытла хăвăрт чупма май çук – çемçе юр çинче йĕлтĕр чăлханать. Лисук умĕнче чакак чаклатса вĕçет, хăрăк йывăç тăрринче улатакка пĕр канми тӳнккет. Хĕр чарăнса, ĕçчен улатакка çине пăхса тăчĕ те малалла, сăрт çинелле талпăнчĕ. Тапаçланса хăпарчĕ пĕр тĕмеске çине, кăштах, сывлăш çавăрса илмелĕх, пăхса тăчĕ çӳлтен киленсе, вара ӳхлетсе айлăмалла ярăнса кайрĕ. Эх, анать-анать вăл вĕçен кайăк пек çунатланса – ниепле те чарăнаймасть. Çул хĕррипе пăшисем ун çине пĕр шикленмесĕр пăхса тăчĕç, пĕр ушкăн йытă мăйне пĕтĕм кӳлепи-мĕнĕ пăрса юлчĕ. Вăшлатса умĕнчен иртнĕ чух Лисукăн куçĕ çав йытăсен куçĕсемпе тĕл пулчĕ, питĕ ырă мар пăхнă пек туйăнчĕç ăна вĕсем. Унччен те пулмарĕ – лăпăс-лăпăс чупма пикенчĕç ун хыççăн çак йытăсем, кĕç-вĕç хуса çитесле пĕр чĕмсĕр йăрккарĕç. Çаврăнса пăхрĕ те Лисук, йытăсем мар, кашкăрсем пулчĕç-кайрĕç çав тăватă ураллăскерсем. Шутсăр хăранипе тата та хăвăртрах шума пуçларĕ хĕр. Пĕр пăрăнчăкра сулăнса кайрĕ те, ури çинче тытăнса тăраймасăр, персе анчĕ кăпăш юр çине. Алли-ури çыхланчĕ – хускатаймасть, пит-куçĕ пăрланса хытса ларчĕ. Пĕр кашкăрĕ ун патне пырса питĕнчен çулама пуçларĕ, çивĕч шăлĕсемпе çисе ярасла шаккать, çăмламас урипе кăкăрĕнчен лексе çӳçентерет. Чĕнесшĕн пулăшу ыйтса Лисук, анчах шăнса ларнă çăварĕ уçăлмасть. Пĕтĕм вăйĕнчен тапаçланма пуçларĕ вăл, пурпĕрех ниепле те сирсе ывăтаймасть хăйне пусарса хунă кашкăра...
 
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 722, Хаçат: 15 (1057), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: