Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче çуралса ӳснĕ Александр Галошевăн ĕç кунĕ Раççейри ĕçтешĕсенчен чылай маларах пуçланать, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ куна
çĕршывра чи малтан кĕтсе илет. Паллах, Чăваш Ен е Тутарстан çинчен мар сăмахăм. Елчĕк чăвашĕ акă ĕнтĕ 8-мĕш çул Инçет Хĕвел тухăçĕнче, Чукотка Автономиллĕ округĕнчи Чукотски районĕнче, йĕркене сыхлать. Лавренти поселокĕн полици уйрăмĕн «Провиденский» 1№ административлă участокĕн участковăйĕ вăл, полици майорĕ. Тăрăшуллă ĕçне Анадырьти шалти ĕçсен управленийĕ пĕрре мар тивĕçлĕн хакланă. Тăван ене отпуска таврăннă йăхташпа эпир ятарласах тĕл пулса калаçма шутларăмăр...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 |
А.Галошев полици майорĕ. |
 |
Шанчăклă транспорт. |
 |
Кит ашне пайланă самант. |