Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.08.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Темиçе пайран тăракан юбилей мероприятийĕсенчен «Ак Барс» Çамрăксен центрĕнче иртни чи йышли, чи шавли пулчĕ-тĕр. Кунта 18 сехет те 30 минутра концерт пуçланчĕ. Палăртнă вăхăтран самай маларах фойене пуçтарăнма тытăнчĕç юбилей каçне Хусан чăвашĕсем. Кунта хаçат ĕçченĕсем курав йĕркеленĕ. «Суварăн» тĕрлĕ çулсенче тухнă кăларăмĕсене пăхса хаçат мĕнле аталанса, вăй илсе пынине курма пулать. Çакăнтах республикăмăрăн районĕсенче тухса тăракан тăватă чăваш дубляжне: Аксу районĕнчи «Ял пурнăçĕ», Нурлат районĕнчи «Туслăх», Пăва районĕнчи «Ялав», Çĕпрел районĕнчи «Тăван ен» тата кӳршĕсен – Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» хаçат, Пушкăртстан республикинче тухса тăракан «Урал сасси», Чăваш Енри «Хыпар» – хаçачĕсене вырнаçтарнă. Концерта пынă чăвашсем чылайăшне халиччен курман та, мĕн каламалли, 20 çулти «Сувара» пĕрремĕш хут алла тытакансем те пулчĕç çак каç. Хусанта концерт пулмассерен «Сувар» çырăнтарнине çынсем хăнăхнă ĕнтĕ. Хаçат çырăнма почтăна мар, концерта килесси те хăшĕсен йăлана кĕнĕ. Çак каç та çаплах пулчĕ. Нумайăшĕ «Сувар» çырăнни çинчен панă квитанципе килĕсене таврăнчĕ. Тата çакна палăртса хăварар, савăнса палăртар. Кăçалтан «Сувара» электронлă ещĕке çырăнса илме пулать. Ку таранччен эпир сайта хаçатăн çĕнĕ номерне кĕскен кăна лартаттăмăрччĕ-тĕк, электронлă почтăпа çырăнса илекенсем пĕтĕм материала вуласа пĕлĕç. Ку меслет уйрăмах çамрăксемшĕн (вĕсем пĕтĕм информацие Интернетран илме хăнăхнă-çке) тата Тутарстанран инçетре пурăнакансемшĕн аван. Апрель уйăхĕнчен почта тăкакĕсем ӳснипе çырăнтару хакĕ 390 тенке çитме пултарнине шута илсе танлаштарсан тата самай йӳнĕрех пулса тухать...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
Хурăнвар Шăхаль ансамблĕ.
Хурăнвар Шăхаль ансамблĕ.
Сцена çинче – «Çавал» ушкăн.
Сцена çинче – «Çавал» ушкăн.
 
: 891, Хаçат: 12 (1054), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: