Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта çуралнă чăваш журналистикин хунавĕ республикăра паянхи кунччен ăнăçлă ешерет. Çакна «Сувар» («Хĕрлĕ Ялавăн» (1936-1963) тăсăмĕ) республика хаçачĕ тухни, 1930-мĕш çулсенченпе Аксу, Нурлат, Пăва, Çĕпрел райхаçачĕсем чăвашла куçарăнни те çирĕплетет. Мартăн
21-мĕшĕнче «Сувар» хаçат хăйĕн 20 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява республикăри, Чăваш Енри, Пушкăртстанри, Ульяновск облаçĕнчи чăваш хаçат-журналĕн, Шупашкарти наци телевиденийĕн ĕçченĕсем килчĕç.
Чăваш журналисчĕсене чи малтан «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен республика агентствин ертӳçин çумĕ С.Н.Таишева саламларĕ. Сăмах май, «Татмедиа» УАО тытăмĕнче хальхи вăхăтра пурĕ çĕре яхăн пичет кăларăмĕ, вĕсенчен 49-шĕ тутарла, 42-шĕ вырăсла, 5-шĕ чăвашла, пĕри мăкшăлла тухать. Сюмбель Нурисламовна Тутарстанри массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçĕпе паллаштарнă май, йывăрлăхĕсем çинчен те каларĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем ытти регионсенчи пекех: почта расхучĕсем валли патшалăх субсиди уйăрманран хаçат-журналсен çырăнтару хакĕ ӳсесси, ĕç укçи сахаллипе кадр ыйтăвĕ çивĕчленни. Пĕрремĕш ыйту уйрăмах пичет кăларăмĕсене йывăрлăх кӳрессе пытармăпăр. Çырăнтару тупăшăн ахаль те пысăк пайне почта илетчĕ-ха, халĕ вара тата ӳстерме хатĕрленет. Капла ăс-хакăл ĕçĕ каллех йӳнелесси куçкĕрет. Чăн та, С.Таишева «Татмедиа» УАО Мускаври тата Санкт-Петербургри ĕçтешĕсемпе пĕрле Раççей почтине субсидие тавăрма ыйтса РФ Президенчĕ патне çырупа тухма хатĕрленнине пĕлтерчĕ...
 
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
 
: 1040, Хаçат: 12 (1054), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: