Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнăри культура ĕçченĕсем чылайранпа ĕçе правление çӳреççĕ. Çук, вĕсем икĕ çĕрте ĕçлесе пысăк укçа илессишĕн çапла тăваççĕ тесе ан шутлăр, ялти Культура çурчĕ хупăннипе правленири пӳлĕмсене арендăна илме тивет вĕсен. Çапла ял библиотекине вăтам шкул хăй хӳттине илнĕ. Эпир Теччĕ тăрăхне тухсан шăп Аслă Ăнăри ял библиотекинче пултăмăр, ăна нумай-нумай çул тирпейлĕн тытса пыракан Ирина Николаевна Тимесковăпа тĕл пултăмăр. «Клуба оптимизаци тумалла тенипе куçарчĕç. Çине тăрса юлнă пулсан паян кунчченех çавăнта ĕçленĕ пулăттăмăр», – халĕ те кулянмасăр калаçаймасть кун пирки Ирина Николаевна...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |