З.Н.Амосова сакăр класс пĕтерсенех колхоз фермине пăру пăхма кайнă. Ку 1969 çулта пулнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара унăн 40 çул.
– Марье акка сысна ферминче ĕçлетчĕ, шкулта вĕреннĕ чухнех ăна пулăшма çӳреттĕм, вите урайĕсене çăваттăм, – аса илет Зинаида Николаевна. – Выльăхсене юрататтăм. Çавăнпа шкул хыççăн тӳрех фермăна килтĕм. Çамрăксем нумайăн ĕçлетчĕç кунта, лару-тăру хаваслăччĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕрччĕ. Ирхине икĕ сехетре тăрса колхоза васкаттăмăрччĕ, каçпа хатĕрлесе хăварнă апата валеçеттĕмĕр. 6-7 сехетре киле таврăнаттăмăр – хăш-пĕри вăранман та-ха. 8-9 сехетре тепре каймалла. Хиртен лашапа улăм, утă илсе килмелле. Лаша лавĕсем урам тăршшĕпех тăсăлатчĕç. Пăрусем валли апат илме пысăк черет тăраттăмăрччĕ. Шăннă чĕкĕнтĕре лашапа запарника тиесе килеттĕмĕр, чана пушататтăмăр. Унтан çăра апата лаша лавĕ çинчи пичкене витрепе тултараттăмăр, витене кайса каллех витрепе валеçсе параттăмăр. 12 сехетре киле килеттĕмĕр, 14 сехетре – татах колхоза. 17-18 сехетре ĕç кунĕ вĕçленетчĕ. Ун чухне мĕнпур ĕçе алăпа тунă. Ураран атă кайман – çулла та, хĕлле те...
(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)
![]() |