Теччĕ районĕнчи Çармăс ялĕн библиотекинчен ватти-вĕтти кунĕпех татăлманнинчен тĕлĕнмелли çук. Мĕншĕн тесен ял çыннин те пушă вăхăта усăллă ирттерес килет-çке. «Пирĕн ял хĕрарăмĕсем ĕç çук тесе килте лармаççĕ», – кĕскен паллаштарчĕ ял пурнăçĕпе Лидия Николаевна Караева библиотекарь. Шыраканни тупать тенешкел, ял çыннисем Пăва хулинчи предприятисене ĕçе куллен çӳреме ӳркенмеççĕ. Çамрăк аннесене йывăртарах ĕнтĕ, ялта садик пулманнипе ачисене никампа хăварма çук. Шкул çулне çитмен 22 ача пулнине пăхмасăр садик ыйтăвĕ кунта çивĕч. Пĕчĕкскерсен те хăйсем пеккисемпе выляс, хутшăнас килет вĕт.
Йĕпе-сапана, çил-тăмана пăхмасăр ашшĕ-амăшĕсем кашни эрнекун 12 сехет тĕлне ачисене ял библиотекине илсе килеççĕ. Шăпăрлансем валли кунта выляма, вĕренме мĕнпур услови пур: пысăк та çутă зал, ятарлă сĕтел-пукансене çак ялăн пултаруллă çамрăкĕ Николай Урмаев ăсталанă. Ял çыннисем аквариум та кӳрсе панă. Шывра ишекен пĕчĕк пулăсене ачасем пăхса савăнаççĕ халь. «Чи пĕчĕккисем валли сăрламалли, сас паллисемпе паллашмалли чăвашла кĕнекесем мĕншĕн кăлармаççĕ-ши, хамăр укçапа та туяннă пулăттăмăр. Ачасене çавсем питĕ кирлĕ. Вĕсем вуласшăн, ӳкересшĕн», – ӳпкелешет библиотекарь. Лидия Николаевна ача-пăчана кĕнеке тĕнчипе вăйăсем урлă паллаштарать. Пĕр праçнике те паллă тумсăр хăвармасть. Çĕнĕ çул вара кунта та асра юлмалли уяв, ăна ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе, асламăш-кукамăшсемп е пĕрле хатĕрленеççĕ-çке. Мĕн пĕчĕкренех библиотекăна хăнăхакан ачасем, паллă ĕнтĕ, шкула кайсан та çула манмаççĕ.
Çулланнă хĕрарăмсемшĕн те библиотека чун уççи иккен. Çынпа калаçса ăша пусарнине мĕн çиттĕр-ха? Шăпах çавăнпа палăртнă кунсенче хĕрарăмсем ал ĕç тытаççĕ те библиотека еннелле утаççĕ. Л.Караева вĕсене те хапăлласах йышăнать. Çулланнисем валли ятарлă каçсем йĕркелет. Ял çыннисем ал ĕç тунисĕр пуçне çĕнĕ кĕнекесене вуласа сӳтсе яваççĕ. Л.Караева пĕлтернĕ тăрăх фондра тăватă пин кĕнеке, вĕсенчен 623-шĕ чăвашли.
– Чăвашла кĕнекесем килмеççĕ темелли çук. 2011 çулта – 42, 2012 çулта 19 кĕнеке килчĕ, – пĕлтерет Л.Караева.
Библиотекăра ал ĕç туни ахаль иртмест. Ал ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ вĕт. Ентешĕсен пултарулăхĕпе вара мĕнпур ял паллашать. Çулланнă çынсем самана таппинчен те юласшăн мар-мĕн, библиотекăрах компьютерпа ĕçлеме хăнăхаççĕ. Лидия Николаевна каланă тăрăх, Интернет пурри ĕçе самай çăмăллатать. Тĕлпулу каçĕсенче вĕсем Интернет урлă çĕнĕ эрешсем çыхма та вĕренеççĕ.
Çапла Çармăс ял библиотеки хăй сисмесĕрех темиçе ĕç пурнăçлать: ялшăн вăл библиотека кăна мар, ача сачĕ те, çулланнисен клубĕ те. Шкулпа, ялти Культура çурчĕпе тачă çыхăнса ĕçлесе ял пурнăçне илем кӳрет. Çакă йăлтах Лидия Николаевна Караева библиотекарĕн тивĕçĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл кунĕн-çĕрĕн ĕçре. «Кил – ĕç, ĕç кил пек маншăн», – тет çеç вăл кун пирки йăл кулса.
![]() |