Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çӳллĕ технологисен саманинче пурăнакана, пĕр шутласан, аваллăх интереслентермелле те мар пек. Пĕтĕм шухăшĕ, ĕçĕ пуласлăхпа çыхăннăн туйăнать. Çав хушăрах халăх историйĕпе интересленекенсем, хăйсен йăх тымарне тĕпчекенсем, тăван ял хăçан тата мĕнле пуçланса кайнипе кăсăкланакансем йышлансах пыраççĕ. Çакăнпа ăнлантармалла та пулĕ çулсерен Хула кунне, Ял кунне уявласси йăлана кĕнине. Çăва тухсанах тытăнаççĕ çак пархатарлă мероприятисене. Анчах пурте мар. Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕ, тĕслĕхрен, хĕлле, Çĕнĕ çул умĕн ирттерчĕ Ял кунне. Çапла-çапла, декабрĕн 22-мĕшĕнче ял 225 çул тултарчĕ. Халĕ кунта 767 çын пурăнать. Вĕсенчен 713-шĕ – чăваш, 33-шĕ – вырăс, 12-шĕ – тутар, 1 белорус, 3 мăкшă, 5 удмурт. Пĕрремĕш хут иртрĕ Ял кунĕ, ял-йыш савăннă, кунта çуралса ӳссе тĕрлĕ енне саланнă ентешĕсем те уява таврăннă.
Пĕкĕлме районĕнчи çак чăваш ялĕ Наратлă ятлă пулнинчен тĕлĕнекенсем çук мар чăвашсенчен: ялĕнче тĕпрен илсен чăвашсем пурăнаççĕ-çке, ячĕ тутар сăмахĕнчен тухнă (тутарсен «нарат» сăмах хыр тенине пĕлтерет-çке). Тĕрĕссипе вара чăваш сăмахĕнченех тухнă иккен. Кун çинчен те, ял историйĕ мĕнле пуçланни çинчен те пухăннисене Пĕкĕлме районĕн ЧНКЦ председателĕ С.М.Малышев каласа пачĕ.
Пĕкĕлме хулинчен 29 километрта ларакан чăваш ялĕ тĕрлĕ документсенче 1788 çултанпа тĕл пулать. Малтанах икĕ хутлă ятпа çӳренĕ вăл – Семеново (Наратлă). Ял мĕнле пулса кайнине Пугачев пăлхавĕпе çыхăнтараççĕ. Кĕтерне патшапа унăн çумĕсем малашне çавăн пек пăлхавсем тухасран патшалăхăн административлă тытăмне улăштарма йышăннă, çĕршывăн анатри районĕсем уйрăмах сисчĕвлентернĕ курăнать вĕсене. Çавăнпа 1781 çулта Оренбург кĕпĕрнине Ĕпхӳ наместничествине «çавăрнă». Унти Пелепей уесне кĕрекен Кутембашевăран тухнă та Наратлăн никĕслевçисем: 1786 çулта пĕр çемье куçнă, кайран тата 21 çемье. Акă ăçтан пырать ял ячĕ: Нар – хитре, ат – хĕр, «Хитре хĕрсем» тесе ăнланма пулать çакна. Хальхи Чăваш Республикинчи Етĕрне, Çĕрпӳ районĕсенчи ялсенчен, Свияжск тăрăхĕнчен те куçа-куçа килнĕ Наратлăна. Çапла йĕркеленнĕ ял.
Наратлăсене Ял кунĕпе пуринчен малтан Пĕкĕлме муниципаллă йĕркеленӳ пуçлăхĕн çумĕ Фанис Вагизович Мухаметов саламларĕ. Район чысне республика шайĕнче кăна мар, тĕнче шайĕнче хӳтĕленĕ наратлăсене аса илчĕ. Çак ялта çуралса ӳссе халĕ Пĕкĕлме илемĕшĕн, аталанăвĕшĕн вăй хуракан ентешсене хавхалантарса Тав хучĕсем пачĕ.
Юлашки вăхăтра Наратлă хăтлăхĕшĕн тунă ĕçсене асăнчĕ: полици участокĕн çуртне туса лартнă, çутă пăралукĕсене улăштарнă, 2014 çулта асфальт сарма палăртнă. Район пуçлăхĕн çумĕ социаллă лару-тăру йывăрланнă саманара та хуçалăха салатса яманшăн, яла сыхласа хăварнăшăн наратлăсене тав турĕ. Халăх каларăшне те аса илчĕ: «Ĕне пулсан ял пулать, ял пулсан – патшалăх».
Çакăнтах каласа хăварни вырăнлă пулĕ, ял халăхĕ чиркӳ тăвасшăн тăрăшать. Çак шухăш çирĕпленсе çитнĕ кăна-ха, анчах пĕрремĕш утăмсене тăваççĕ те, ял уявĕнче сувенирсем сутса тунă укçана чиркӳ çуртне уçнă çĕре хума йышăннă. Ыр кăмăллисем капла та укçа пухаççĕ. Наратлă ял хутлăхĕн председателĕ Сергей Александрович Дмитриев ял-йыша, хăнасене ялăн çуралнă кунĕпе саламласа каланă сăмахĕсем чĕререн тухни куçкĕрет. Яла аталантарма тӳпе кĕртнисене администраци шăп çак кун чыслани те питĕ вырăнлă, вĕсенчен кашнине Тав хучĕсем пачĕ, хăнасене асăнмалăх Наратлă сувенирĕсене пачĕ.
ТР ЧНКА Председателĕ К.Г.Яковлев хăйĕн саламĕнче шкулта чăвашла вĕрентесси çинче пусăм турĕ, аслисен йăли-йĕркисене тытса пымалли çинчен астутарчĕ. Хальхи самана çыннин историе лайăх пĕлмелле, çавăнпа ăна ачаран вĕрентмеллине палăртрĕ. Чăвашлăх ĕçне аталантарассипе хастар ĕçлекенсене Константин Геннадиевич ТР ЧНКА ятĕнчен Тав хучĕсем парса чысларĕ.
Пĕкĕлме районĕнчи ЧНКЦ председателĕ С.Малышев, каларăмăр ĕнтĕ, ял историйĕпе паллаштарчĕ тата пуласлăх пирки те сăмах хускатрĕ. Тĕслĕхрен, 2014 çулта Наратлă ялĕ çинчен кино ӳкерме Шупашкарти телевидениренех килеççĕ. Çак вăхăтрах, тĕрĕсрех каласан, ăна çырма пуçланă та ĕнтĕ, ял историйĕпе, паянхи кунпа çыхăнтарнă кĕнеке хатĕрлесе кăлараççĕ. Наратлăри кашни çын унăн геройĕ пулĕ, кунта иртнĕ ĕçсем кĕнекере вырăн тупĕç. Культура çуртне йышлăн пухăннă ял-йышне кĕнеке çырнă çĕре хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ Сергей Михайлович. Кĕнеке тухсан тин: «Пурин çинчен те çырнă, мана манса хăварнă», – тесе кӳренмелле ан пултăр терĕ вăл. С.Малышев ЧНКЦ Тав хучĕсене тӳр кăмăллă ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ ентешĕсене пачĕ. Çак кун хăйĕн ĕçне ăста туса пыракансене, чăвашлăха çĕклесшĕн хастар тăрăшакансене никама та манса хăвармарĕç, пурне те Тав хучĕсем парса чысларĕç. Яла тăтăш пулăшакансене, спонсорсене те тав туса чысларĕç. Паллах, урăхла пулаймĕ те. Ял кунне йĕркеленĕ çĕре те вĕсем самай тӳпе кĕртнĕ-çке. Уява пынисен хушшинче ирттернĕ лотерея та вĕсем пулăшнипе пулнă. Наратлă 225 çул тултарнă уявăн лотерейинчи тĕп парне телевизор пулчĕ. Кунсăр пуçне пĕчĕкрех япаласем те чылай вылянтарчĕç.
Наратлă – пултаруллă спортсменсене туптаса кăларакан лаçă. Йывăр атлетикăпа аппаланса тăван ене чапа кăларнисем пайтах кунта, халĕ те çак спорт тĕсне кăмăллакансем, ăмăртусенче çĕнтерекенсем нумай. Ял юбилейĕ тĕлне вĕсем валли спорт залне юсаса çĕнетнĕ.
Мĕнле уяв концертсăр? Çак кун чаплă концерт хатĕрленĕ йĕркелӳçĕсем. Ялти Светлана Корчагина ертсе пыракан «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартрĕ çак кун. Чăнах та ăста юрлаççĕ вĕсем, ТР ЧНКА председателĕ Тав хутне ансамбле те, ертӳçине те тивĕçлипех панă. Çакăн пек мероприятие кӳршĕсем те саламлама килни уяв шайне тата ӳстерет. Çапла Лениногорскри Г.Садовников ертсе пыракан «Шурă хурăн», Элметри «Туслăх», Павлă районĕнчи Потапово-Тăмпăрлăри «Тарават» фольклор ансамблĕсем Наратлă кунне илем кӳчĕç.
Уяв ĕçме-çимесĕр пулмасть, Наратлă кунĕ пирки те çакнах каламалла. Тарават хуçасем симпыл пек тутлă сăра та вĕретнĕ, шăрттанне, тултармăшне, кĕселне те мухтаса пĕтермелле мар тутлă хатĕрленĕ. К.Яковлев йăласене тытса пырасси çинчен каласса пĕлнĕнех, йăлт асанне-кукамайсен йăлипе хатĕрленĕ уяв сĕтелне.
 С.М.Малышев.
С.М.Малышев.
 С.А.Дмитриев спортсменсене наградăлать.
С.А.Дмитриев спортсменсене наградăлать.
 
: 1376, Хаçат: 52 (1042), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: