Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çулталăк вĕçĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисем ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче вара çулталăк вĕçĕнче халăха кирлĕ çĕнĕ çуртсене туса пĕтерсе хута ярасси те анлă сарăлчĕ темелле. Ак, тĕслĕхрен, иртнĕ шăматкун, декабрĕн 21-мĕшĕнче, Элкел районĕнчи тӳрех виçĕ яла савăнăç çитрĕ – Каргопольте тата Кивĕ Хăратара нумай функциллĕ центрсем уçăлчĕç, Сиктĕрме-Хусанкайра вара – участок больници. Çак чаплă мероприятисене район тата республика шайĕнчи пуçлăхсем те йышлăн хутшăнчĕç: ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Х.Мухаметшин, сывлăх сыхлав министрĕ А.Ю.Вафин, культура министрĕн çумĕ Г.А.Нигматуллина, строительство, архитектура тата ÇКХ министрĕн çумĕ А.С.Ахметшин, Элкел муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Ф.М.Давлетшин тата ыттисем те.
Чи малтан хисеплĕ хăнасем Каргополь ялне çитрĕç. Ку 448 çын пурăнакан тутар ялĕ хăйне пĕр ял хутлăхĕ, вырăнти тĕп шкулта хальхи вăхăтра 33 ача вĕренет. Çапах та ял пĕтсе пырать тееймĕн, Каргополь ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Р.В.Мингазов каланă тăрăх, шкул çулне çитмен ачасен шучĕ те 38-па танлашать. Яла юлакан çамрăксем те нумайланса пыраççĕ юлашки çулсенче. Паллах, ял çыннин канăвне йĕркелеме, унăн кулленхи ыйтăвĕсене татса пама ялтах кирлĕ учрежденисем пулсан аван. Каргополь ялĕнче кирли пĕтĕмпех пур темелле. Анчах та ку çулччен халăха кирлĕ учрежденисем ытти нумай ялти пекех кивĕ, юхăннă çуртсенче пулнă. Ялта Культура çурчĕ те пулнă-ха, анчах вăл, 1975 çулта тунăскер, юсав ирттерменнипе 8 çул хушши юхăнса ларнă. Юрать тăрăшуллă çынсем пур. Çак ялта çуралса ӳснĕ, халĕ «Алексеевскдорстрой» УАОна ертсе пыракан Ф.В.Валиев, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, тăрăшнипе кăçалхи март уйăхĕнче ĕç вырăнтан хускалнă. Август вĕçленнĕ çĕре юхăннă кивĕ çурт ытармалла мар хитрескере çаврăннă. Тата кунта халĕ Культура çурчĕ кăна та мар, полицин участокри пункчĕ те, почта та, фельдшерпа акушер пункчĕ те, ял хутлăхĕн кантурĕ те, библиотека та вырнаçнă. Пĕр çĕре килсе темиçе ĕç тума май пур, сĕре меллĕ. Ял çыннисем çак нумай функциллĕ центр уçăлнишĕн сĕре хĕпĕртени вĕсем ăна уçнă çĕре йышлăн килнинченех курăнчĕ. Каргопольсене çĕнĕ центр уçăлнă ятпа Фарид Мухаметшин, Фердинат Давлетшин тата ыттисем саламларĕç. Мероприяти вырăнти артистсен чаплă концерчĕпе малалла тăсăлчĕ.
Кун хыççăн чаплă хăнасем Элкел районĕнчи чăваш ялĕсене васкарĕç. Каргопольте вĕсене ял халăхĕ çĕнĕ центр залĕнче кĕтсе илчĕ пулсан, Кивĕ Хăрата халăхĕ вĕр çĕнĕ нумай функциллĕ центр умне урамах пуçтарăннăччĕ. Кунта ватти те, çамрăкки те, вĕтти те – пурте пур, çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмран никам та килĕнче ларса юлман пулĕ. Кашнин питĕнчех хаваслă кулă палăрать, халăх чунтан хĕпĕртени сисĕнет. 200 вырăнлă Культура çурчĕ, ФАП тата библиотека вырнаçнă çĕнĕ центра хĕрлĕ хăю касса уçиччен чи малтан пухăннисене ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Х.Мухаметшин саламларĕ.
– Çакăн пек нумай функциллĕ центрсем ялсенче кирлĕ. Унта килсе çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулма, калаçма, тĕрлĕ ыйтусене татса пама пултарччăр. Пире шăпах пĕр-пĕринпе хутшăнни çитмест те çак пурнăçра. Хулара, ав, хваттерсене питĕрĕнсе ларатпăр та, никама та курмастпăр та, илтместпĕр те. Халăхăн культурине, ĕмĕртен пыракан йăли-йĕркине шăпах ялсенче тарăнрах сыхласа хăварма май пур. Чăваш халăхĕ питĕ ĕçчен пулнине палăртас килет, вĕсем шучĕпе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Эпир питĕ савăнатпăр чăвашсем çапла пултаруллă пулнишĕн. Çак сăмахсене пĕрре те ӳстерсе каламастăп, ку чăннипех çапла, – тесе палăртрĕ Фарид Хайруллович. – Ак çулталăк та вĕçленсе пырать. Пĕр шутласан çак çул нумай ĕç турăмăр, нумай программăна, проектсене пурнăçа кĕртрĕмĕр. Шел пулин те, пысăк хуйха чăтса ирттерме тиврĕ пирĕн. Ноябрь уйăхĕнче Хусан аэропортĕнче самолет ӳкни Тутарстанра пурăнакан пĕр çынна та чĕрине тивмесĕр иртмерĕ. Çак хуйхă республикăри нумай нациллĕ халăха тата та пĕрлештерчĕ. Пурте пулăшу алли тăсрĕç. Пирĕн малашне те çапла туслă пурăнасчĕ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшасчĕ, савăнăçа пĕрле пайласчĕ.
Фарид Хайруллович Кивĕ Хăрата ял хутлăхĕн пуçлăхне С.В.Новикова ТР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе наградăларĕ.
Унтан Элкел районĕн пуçлăхĕ Ф.М.Давлетшин сăмах илчĕ. Вăл Кивĕ Хăратара чăннипех питĕ пултаруллă, хаваслă, ĕçчен çынсем пурăннине, кунти Культура çурчĕ районта пĕтĕм кăтартусемпе пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. Çитес çул Кивĕ Хăратана çул тăвасси пирки пĕлтерчĕ. Ял халăхĕ çак хыпара тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Район пуçлăхĕ çак центра тунă çĕрте пысăк тăрăшулăх кăтартнă строительсене Тав çырăвĕсем пачĕ.
– Манăн та сирĕн ялта пурăнас килсе кайрĕ. Сирĕн районта культура пурнăçĕ яланах вĕресе тăрать. Эсир фестивальсене, конкурссене хастар хутшăнатăр, çывăх вăхăтра эпир Кивĕ Хăратасен ансамблĕ пирки те илтессе шансах тăратăп. Тав сире хастар ĕçленĕшĕн. Çитес çул Раççейре те, Тутарстанра та Культура çулĕ. Çавăнпа та культура пурнăçĕнче 2014 çулта тата нумайрах ĕçсем тăвăпăр. Çĕнĕ клубра çĕнĕ Хусанкай хăйĕн сăввине вуласси пирки те иккĕленместĕп, – тесе палăртрĕ ТР культура министрĕн çумĕ Г.А.Нигматуллина. Кивĕ Хăратари Культура çурчĕн директорне А.Н.Садиванкинăна ТР Президенчĕ ятĕнчен пурлăхпа техника базине лайăхлатма 100 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ.
Пухăннисем мероприятие малалла Культура çуртне кĕрсе концерт пăхса тăсрĕç. Хисеплĕ хăнасем вара Сиктĕрме-Хусанкай ялне çул тытрĕç. Кунта та ял халăхĕ урамра пуçтарăнса тăнă вĕсене кĕтсе илме.
Эпир, «Сувар» журналисчĕсем, Сиктĕрме-Хусанкайра час-часах пулатпăр. Çавăнпа та кунта çĕнĕ участок больници тунине те, унта ĕçлекенсене те пĕлетпĕр. Унчченех паллашнăччĕ эпир çĕнĕ больницăпа. 2009 çулта тума пуçланăскер, пĕлтĕрех хатĕрччĕ вăл. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ку çул вĕçĕнче кăна уçăлчĕ.
Чи малтан пухăннисене Ф.Х.Мухаметшин саламларĕ. Вăл Сиктĕрме-Хусанкайра темиçе çул пулман, çавăнпа та çĕнĕ урам ӳссе ларнине тӳрех асăрхарĕ. «Çав çуртсене çамрăксем тунă-тăр тесе шутлатăп, апла-тăк ачасем те çуралĕç, ял та малалла халичченхи пекех ăнăçлăн аталанĕ», – терĕ вăл.
ТР сывлăх сыхлав министрĕ А.Ю.Вафин хăйĕн саламлă сăмахĕнче Сиктĕрме-Хусанкайри больница сывлăх сыхлавĕнчи юлашки çичĕ çулта уçăлакан чи паллă пулăмсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Ялсенчи ФАПсене юсас, çĕнĕрен тăвас программа икĕ çул кăна ĕçлет-ха, анчах та çак хушăра республикăра 700 ытла ФАПа тĕпрен юсанине, 190-шне çĕнĕ тунине асăнчĕ, малашне те çак программăна пурнăçа кĕртсе пырассине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех сиктĕрмесене саламлама вĕсен паллă ентешĕ, инвесторĕ, яла çĕнетсе аталантарассишĕн нумай тăрăшнă И.И.Казанков та ятарласах килнĕ çак кун. Иван Иванович тăван ялĕнче çакнашкал больница уçăлнишĕн чĕререн савăннине пĕлтерчĕ, «вăл яланах ĕçлетĕр» терĕ.
Кунта та тава тивĕçлисене ТР Патшалăх Канашĕн, район администрацийĕн Тав хучĕсене парса чысларĕç, хĕрлĕ хăйăва кассан пурте çĕнĕ больницăна кĕрсе курчĕç. Икĕ хутлă çуртра мĕнле кăна пӳлĕм çук-ши: хирургăн, стоматологăн, гинекологăн, УЗИ тăваканни, выртмалли палатăсем… Анализсем пама та май пур. Пӳлĕмĕсем çутă та таса, пуринче тенĕ пекех вĕр çĕнĕ оборудовани тăрать. Хальлĕхе кунта врачсенчен Иван Анатольевич Младшев кăна ĕçлет-ха, унпа пĕрле фельдшерсемпе медсестрасем тăрăшаççĕ. Малашне вара ытти специалистсем те пулмалла. Палăртса хăвармалла: Сиктĕрме-Хусанкайри участок больницине 7 ФАП пăхăнса тăрать, пурĕ 2471 çыннăн сывлăхне тимлесе тăрать вăл.
Çак кунхи çул çӳреве пĕтĕмлетсе Ф.Х.Мухаметшин кунта çакăн пек пысăк делегаципе килнине Элкел районĕ социаллă объектсем тăвас енĕпе пысăк утăмсем тунипе ăнлантарчĕ. «Кунта пурăнакан пултаруллă халăхпа вĕсен савăнăçне пайлама эпир те питĕ хавас», – терĕ вăл.
 Сиктĕрме-Хусанкайри больница.
Сиктĕрме-Хусанкайри больница.
 А.Н.Садиванкина савăнăçне ыттисемпе пайлать.
А.Н.Садиванкина савăнăçне ыттисемпе пайлать.
Ф.Х.Мухаметшин С.В.Новикова наградăлать.
Ф.Х.Мухаметшин С.В.Новикова наградăлать.
Больницăн пĕр пӳлĕмĕ.
Больницăн пĕр пӳлĕмĕ.
 
: 1003, Хаçат: 52 (1042), Категори: Элкел районĕнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: