Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Садик ачисем валли)
Вылякансем:
Ертӳçĕ, Юр Пике, Хĕл Мучи, Кашкăр, Кушак, Кащей.
 
Юрăсене кирлĕ пек улăштарма пулать. Ачасен тавра курăмне, ăсталăхне, пултарулăхне шута илмелле. Геройсен сăнарĕсене ашшĕ-амăшĕсем вылясан уяв тата илемлĕрех пулать.
Ертӳçĕ: Пирĕн зал епле илемлĕ –
Тĕрлĕ тĕслĕ ялкăшать.
Кам унпа паян киленмĕ,
Чĕрене вăл ăшăтать.
Çакăн пек илемлĕ елка
Татах пур-ши ачасем?
Пăхăр-ха мĕн чухлĕ çутă
Çăлтăрсем, çаврашкасем…
Саламлатпăр кашнинех
Çĕнĕ çул уявĕпе.
Ĕнтĕ пуçлар, ачасем,
Юрламашкăн юрăсем.
«Елочка-елка» юрă.
Ертӳçĕ: Уява темшĕн Хĕл Мучи килсе çитеймерĕ-ха. Айтăр ăна чĕнсе пăхар: «Хĕл Мучи, ау!» Сас памасть. Тепĕр юрă юрлар-ха. Эпир юрланине илтсен килет пуль.
«Хĕл Мучи» юрă.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи çинчен те юрларăмăр ĕнтĕ. Хĕл Мучи çаплах çук. (Алăка шаккаççĕ. Юр Пике кĕрет. Юрă юрлать.)
Юр Пике: Вăрманта, уçланкăра
Пурăнатăп юр çуртра.
Кашниех мана пĕлет –
Юр Пике тесе чĕнет.
Шурă юр пĕрчийĕсем,
Пурте манăн тусăмсем.
Эй, пуçтарăнăр кунта,
Вĕçсе килĕр ман пата.
Савăнăпăр, кулăпăр,
Ташлăпăр та юрлăпăр.
Ертӳçĕ: Юр Пике, пирĕн ачасем хĕлле, юр çинчен юрă вĕреннĕ. Итлесе пăх-ха вĕсем юрланине.
«Русская зима» юрă.
Юр Пике: Ну маттур та эсир, ачасем. Мĕнле илемлĕ юрă юрларăр.
Ертӳçĕ: Часах Çĕнĕ çул çитет. Ăçта-ши пирĕн Хĕл Мучи? Эпир юрланине те илтмерĕ-ши? Паян пирĕн пата уява та килмест пуль?
Юр Пике: Мĕнле уяв Хĕл Мучисĕр? Темскер мана пăлхантарать. (Алăка шаккаççĕ.)
Ертӳçĕ: Ан кулян-ха, Юр Пике. Ав шаккаççĕ, Хĕл Мучи килчĕ пуль.
Хĕрлĕ Калпак (юрласа кĕрет, елка тавра ташласа çаврăнать):
Эпĕ Хĕрлĕ Калпак,
Эп сирĕнпе выляп.
Уява эп васкап.
Уявпа саламлама
Ачасене хавас.
Эп сире юратап,
Чунтанах юратап.
Ля-ля-ля ля-ля…
Сывлăх сунатăп пурне те! Эпĕ сирĕнпе тĕл пулма питĕ хавас. Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. (Кашкăр кĕрет.)
Кашкăр: Итле-ха, Хĕрлĕ Калпак. Эсĕ манран хăрамастăн-и?
Хĕрлĕ Калпак: Тата мĕн, санран хăратăп-и? Пăрăн кунтан. Эпĕ çак çулпа асанне патне каятăп.
Кашкăр (ĕнсине хыçса): Эпĕ те пыратăп асанне патне (карçинккине туртса илет, «Песня Волка» юрра юрлать – «Ромашки спрятались» юрă кĕввипе).
Я соберу в момент
Ромашки-лютики.
Доставлю враз.
Скажу бабусе: «Зря
Волков не любите.
(чĕркуççи çине ларать)
К вам постоянная
Любовь у нас».
(Хĕрлĕ Калпака хул айĕнчен тытса тухса кайма тăрать).
Юр Пике: Тăхтăр-ха, Хĕрлĕ Калпак, Кашкăр. Эсир ман асаттене курман-и?
Кашкăр: Сухаллăскерне-и?
Юр Пике: Сухаллăскерне çав.
Кашкăр: Кутамккаллăскерне-и ?
Юр Пике: Çавна, çавна.
Кашкăр: Тата асамлă патакĕ те пур-и?
Юр Пике: Пулмалла, пулмалла.
Хĕрлĕ Калпакпа Кашкăр: Çук, курман. (Тухса каяççĕ).
Ертӳçĕ: Асатте ăçта кайрĕ-ши? Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче аташса юлмарĕ-ши? Мĕн тăвар-ха ĕнтĕ? Юрласа-ташласа пăхар эппин.
«Ёлочка» юрă.
(Алăка шаккаççĕ. Кащей Хĕл Мучи тумĕпе кĕрет.)
Кащей: Сывă-и, ачасем! Сывă-и, хăнасем! Акă эпĕ те çитрĕм. Ку эпĕ, Хĕл Мучи! Ырă кăмăллăскер, савăнăçлăскер, сухаллăскер. Пăхăр-ха ман сухала (сухалне сăтăрса кăтартать).
Ертӳçĕ: Асатте, мĕншĕн сан сухалу тĕссĕрленнĕ?
Кащей: Мĕншĕн тесен эпĕ… пĕлтĕртенпе çăвăнман, вăт, çавăнпа ман сухал вараланнă. Ну вăл ниме те пĕлтермест. Эпĕ паян сирĕнпе савăнма килтĕм.
Ертӳçĕ: Кучченеçсем те илсе килтĕн-и?
Кащей: Илсе килтĕм, каялла илсе каятăп.
Ертӳçĕ: Асатте, мĕн калаçатăн эс? Вĕсене ачасем киле илсе каяççĕ. Эсĕ темĕн аташтаратăн. Асатте, елкăна çутатма та вăхăт.
Кащей: А-а, тархасшăн. Так, ачасем, парăр-ха мана шăрпăк.
Ертӳçĕ: Мĕнле шăрпăк? Ачасен шăрпăк тытма юрамасть. Эсĕ мĕн, елкăна çунтарса ярасшăн-им? Эпир елка çинчи хунарсене кăна çутасшăн.
Кащей: Хунарсене?! Эпĕ хамах (çаннине тавăрать). Кама «хунар» лартмалла? Тухăр кунта. (Аллисене чăмăртаса сулкалашать, вăйлине кăтартать).
Юр Пике: Асатте, эсĕ чирленĕ пуль (çамкине тытса пăхать)?
Кащей: Мĕскер эсĕ, хĕрĕм? Эсир хăвăр каларăр, хунарсем çутмалла тесе. Çавăнпа эпĕ пĕр-пĕр ачан куçне кăвакартасшăнччĕ. Елка вара кăвак çутăпа ялкăштăрччĕ. Ну, юрĕ эппин. Çак елка çуталса кайтăр тесен ăна хăратмалла. Р-р-р-р-р (хăратать)!!! Çук çуталмасть. Çыртмалла (туратсене çыртнă пек тăвать). Каллех çуталмасть. Мĕн тăвас? Юрă юрламалла пуль. Елка, елка, çуттусене çутсам! Юрласан та çутмасть.
Вăйă вылямалла. Ачасем, выльăпăр-и? Камăн манпа выляс килет? Кам маларах çак тенкел çине килсе ларать? (2 хут выляççĕ. Кащей чееленет, çур çултан каялла килсе ларать, тепринче тенкеле йăтса чупать). Ах, ывăнтăм, кайса ларам-ха. Çук, пулмасть сирĕнпе, мороженăй кайса çием. (Тухса каять).
Ертӳçĕ: Юр Пике, итле-ха, пирĕн Хĕл Мучине тем пулнă, хăйне вуçех урăхла тыткалать.
Юр Пике: Эпĕ те асăрхарăм-ха ăна. Яланах ырă кăмăллă, тирпейлĕ асатте паян пачах урăхла. Тем пулнă ăна, нимĕн те пĕлместĕп.
Ертӳçĕ: Мĕн тумалла? Мĕнле тĕрĕслемелле?
Юр Пике: Манăн асатте сăвăсем питĕ юратать. Эпир ăна часах тĕрĕслĕпĕр. (Кащей мороженăй çисе кĕрет).
Кащей: Вăт, çисе тăрантăм, чуна уçсах ятăм.
Юр Пике: Асатте, атя ачасене сăвă каласа парар.
Кащей: Атя, эпĕ питĕ хавас.
Юр Пике: Шурă юр пĕрчисем…
Кащей: Çĕтĕк ботинкăсем…
Юр Пике: Çутă çаврашкасем…
Кащей: Хытă сухарисем…
Юр Пике: Ай, ачасем, ку пирĕн Хĕл Мучи мар. Хăвалăр ăна кунтан. Пире улталасшăн Хĕл Мучи пулса килнĕ.
Кащей (кĕрĕкĕпе сухалне хывса пăрахать): Цыц! Чарăнăр!
Елкăра савăнасшăн!
Кащейĕн Çĕнĕ çулта
Йăлтах пулать урăхла! (Юр Пикене йăтса тухса тарать).
Ертӳçĕ: Ай, ай, ай! Мĕн тăвар? Кащей Юр Пикене усал юмаха илсе кайрĕ. Кам пире пулăшĕ? Ăçта каяр? Мĕнле Кащейĕн керменне тупар? (Елка хыçĕнчен Кушак тухать).
Кушак: Мяу, мяу! Эпĕ кушак аçи.
Мяу, мяу! Эп килтĕм хăнана.
Мяу, мяу! Пурне те саламлатăп.
Мяу, мяу! Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе.
Ертӳçĕ: Сывă-и, Кушак тусăм! Эсĕ пире пулăшаймастăн-и? Кащей керменне мĕнле çитме пулать-ши?
Кушак: Эсир унта мĕн тума каясшăн?
Ертӳçĕ: Кащей пирĕн Юр Пикене вăрласа кайрĕ.
Кушак: Тăхтăр-ха, эпĕ часах. Эсир мана çакăнта кĕтĕр (елка айĕнче тем шырать, пысăк çăмарта «киндер сюрприз», çип çăмхи илсе тухать).
Ертӳçĕ: Мĕн ку сан?
Кушак: Айвансем! Юмах пĕлместĕр-им? (Утса çӳрет, çăмартана силлет). Илтетĕр-и? Шалта сас парать. Унта Кащей вилĕмĕ выртать. Çак асамлă çăмха вара сире Кащейĕн керменĕ патне илсе çитерет. (Çăмартана çăмхапа ертӳçĕне парать. Ертӳçĕ çăмхана алăк патне ывăтать, çăмха хыççăн тухса каять. Кĕвĕ янраса каять. Зала Юр Пикене аллинчен сĕтĕрсе пыракан Кащей кĕрет).
Кащей: Чиперккеçĕм, кала пĕр сăмах. Эсĕ манăн пулма килĕшетĕн-и?
Юр Пике (урипе тапса): Нихăçан та!
Кащей: Эсĕ манăн çăлтăрăм. Эпĕ сана питĕ юрататăп! Саншăн тем тума та хатĕр. Юрă юрлама та, ташă ташлама та пултаратăп. Ташласа парас-и?
Юр Пике: Çук! Кирлĕ мар.
Кащей: Эпĕ пурпĕрех ташлатăп (Кĕвĕпе ташлать. Ташланă вăхăтра Юр Пикене канфет, панулми парасшăн, Юр Пике илмест).
Кащей: Апла ларатăп, чĕнместĕп. Манран нимĕн те илместĕн. Эпĕ сана халь хăрататăп (Хăратать).
Ертӳçĕ (кĕрет): Ан хăра, Юр Пике. Сана кӳрентерме памастпăр. Яр пирĕн Юр Пикене. Юр Пикесĕр мĕнле Çĕнĕ çул пултăр?
Кащей: Çапла пулмасăр. Памастăп Юр Пикене! Çĕнĕ çул Кащейĕн йăлтах урăхла пулмалла.
Ертӳçĕ (çăмартана кăтартать): Пăх-ха кунта! Вăт çăмарта, унта санăн вилĕмӳ.
Кащей: Ай, ай, ай! Хăтарăр! Ан вĕлерĕр! Мĕн кирлĕ, илĕр! Мана çав çăмартана парăр.
Ертӳçĕ: Вăт куртăн-и, Кащей? Ырă усала яланах çĕнтерет.
Кащей: Сывă пулăр, эпĕ кайрăм. Эсир савăнăр! (тухса каять).
Юр Пике: Тавтапуç сире мана усал Кащейрен хăтарнăшăн.
Ертӳçĕ: Юр Пике, часах Çĕнĕ çул, пирĕн Хĕл Мучи халĕ те çук. Атьăр, ачасем, Хĕл Мучие тепĕр хут чĕнер. Хĕл Мучи, ау!!! Хĕл Мучи, ау!!!
Хĕл Мучи (кĕрет): Сывă-и, ачасем! Сывă-и, хаклă хăнасем! Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, эсĕ мĕншĕн час килмерĕн? Эпир сана тахçанах кĕтетпĕр.
Хĕл Мучи: Хам та васкатăп. Пыратăп юр ашса, сисмерĕм те – шăтăка антăм лартăм. Тухас тетĕп, ниепле те тухаймастăп. Елкăна та каясси пулмарĕ иккен тесе кулянса ларатăп шăтăкра. Юрать Кащее тĕл пултăм, вăл пырать вирхĕнсе. Мана шăтăкра ларнине курчĕ те тухма пулăшрĕ, лайăх çулне те кăтартса ячĕ. Акă эпĕ çитрĕм сирĕн пата. Мĕнле эсир пурте маттурсем, елка тата мĕнле илемлĕ! Анчах вăл сирĕн çутатмасть. Эпĕ халех хамăн асамлă патакпа çутса ярăп. (Патакпа 3 хут шаккать). 1, 2, 3 – елка çуттуна эс çут!
Ертӳçĕ: Тавтапуç, Хĕл Мучи! Хамăрăн ырă Хĕл Мучие савса юрă юрлар.
«Шур сухаллă Хĕл Мучи» юрă.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, пирĕн ачасем сан çинчен тепĕр юрă юрласшăн.
«Самый добрый дедушка» юрă.
Хĕл Мучи: Ну маттур иккен эсир, ачасем! Халĕ вара ман сирĕнпе выляс килет. Камăн ман асамлă патак çинче ярăнас килет?
«Патак çинче ярăнни» вăйă.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, ывăнтăн пуль, кăштах кан-ха. Каннă вăхăтра ачасем сана сăвăсем каласа парĕç (Ачасем сăвăсем калаççĕ).
Ертӳçĕ: Пирĕн ачасем темĕн тума та ăста: сăвăсем те калаççĕ, юрăсем те юрлаççĕ. Итлесе пăх-ха тепĕр юррине.
«Танец около елки» юрă.
Ертӳçĕ: Ачасем, Хĕл Мучипе Юр Пикене юрлаттарас килет-и сирĕн?
Хĕл Мучипе Юр Пике: Эпир хаваспах юрлатпăр (юрлаççĕ).
Ертӳçĕ: Тавтапуç сире. Питĕ лайăх юрларăр. Пирĕн те ташлас килсе кайрĕ.
«Переходная полька» ташă.
Ертӳçĕ: Ачасем, Юр Пикепе Хĕл Мучие тата мĕн туса савăнтарар-ха? Алă-ура хĕрсех кайрĕ. Татах ташлас килет.
«Буги-буги» ташă.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, пирĕн ачасем санпа ташласшăн (пурте пĕрле ташлаççĕ).
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, эсĕ тепĕр садике кайма васкамастăн-и-ха? Эпир санпа вăйă вылясшăн.
«Шăнтатăп» вăйă.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, кăштах кан-ха. Чупса ывăнтăн пуль. Эпир сана юрă юрласа парăпăр.
«Хаваслă Çĕнĕ çул» юрă.
Хĕл Мучи: Ăнлантăм, ăнлантăм, ачасем. Эсир манран кучченеç кĕтетĕр. Кучченеçĕсем ман питĕ нумай. Вĕсене эпĕ йăтса килеймерĕм. Ак çак хутаçа çеç йăтса килейрĕм. Тепĕр пысăк хутаçне вара мана вăрманти чĕр чунсем илсе килсе паратпăр терĕç. Садик умне илсе килетпĕр терĕç. Эпĕ тухса пăхам-ха (Тухса кучченеçсене йăтса кĕрет). Ай, питĕ йывăр, кунта пурин валли те çитет.
Ертӳçĕ: Хĕл Мучи, тăхта-ха, кучченеç валеçиччен тепĕр юрă юрлар.
«До свиданья, Дед Мороз!» юрă.
(Кучченеç валеçеççĕ. Хĕл Мучипе Юр Пикепе сывпуллашаççĕ).
 
: 1173, Хаçат: 51 (1041), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: