Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (17.11.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă шкулĕ çĕршыва сахал мар пархатарлă ывăл-хĕр çитĕнтерсе панă. 180 ача вĕренмелĕх виçĕ хутлă капмар шкула таврари ял ачисем пуçтарăнсан тапхăр-тапхăр йыш пит пысăк пулнă. Шел те, паянхи кун çакăн пек цифрăсемпе мухтанма çук кунта. Шкул директорĕ Светлана Валентиновна Тухтаркина эпир пынă чух ĕçпе Течче кайнăччĕ, кунти ĕçсем çинчен пире директорăн воспитани енĕпе çумĕ А.Г.Югушева каласа пама килĕшрĕ. Алена Георгиевна хăй Чăваш Енри Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ. Тутарстана 15 çул каялла Ульяновскри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн килнĕ. Малтан Пухтелĕнче ĕçленĕ, 2003 çултанпа вара Аслă Ăнăра вăй хурать. Çавăнпа кунти проблемăсене те, çитĕнӳсене те лайăх пĕлет.
Шкул çуртне туса лартнăранпа 30 çул та иртнĕ, çакна пулах вăл ТР Президенчĕн хушăвĕпе тĕп юсавсем тумалли шкулсен списокне лекнĕ. Иртнĕ çулла кунта чӳречесене те улăштарнă, çутă пралукĕсемпе çивиттине те çĕнĕрен тунă, сĕтел-пуканне вара улăштарман, киввисем те юрăхлă тенĕ курăнать. Аслă Ăнă, Шанчă, Хупкĕпер, Çĕньял ачисем пĕлӳ илеççĕ кунта. Паянхи куна пĕтĕмпе те 64 ача вĕренет. Паллах, çакна нумай тееймĕн. Пĕрремĕш класа кăçал 5 ача килнĕ, чăн та ку Аслă Ăнăран çеç, мĕншĕн тесен Хупкĕперпе Шанчă ялĕсенче пуçламăш шкулсем ĕçлеççĕ. Ачасен хушшинче, кăшт вĕçкĕнленнипе-ши, пĕр-пĕринпе вырăсла калаçас йăла сисĕнет, апла пулин те чăваш çемйисенче çуралса ӳснĕскерсене чăвашла вĕрентме ансат. Чăн та, шанчăсем пирки çапла калаймăн. Мĕншĕн тесен паянхи кун ялĕ те таса чăваш ялĕ мар, унта ача усрава илнĕ çемьесем те пур. Вĕсене пурне те чăвашла вĕрентмелле, Аслă Ăнă шкулĕ базăллă шкул-çке: кĕçĕн классенче йăлт чăвашла вĕрентеççĕ, пиллĕкмĕш класран вара чăваш чĕлхипе литератури кăна тăван чĕлхепе юлаççĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литератури урокĕсене Александра Вячеславовна Эсметьева илсе пырать. Вăл тăрăшнипе çулсерен аслăăнăсем чăваш чĕлхипе республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Чăн та, «Шăнкăрав» йĕркелекен конкурссене хутшăннинех астумастпăр-ха, малашне активлăрах пуласса шанатпăр. Кунта «Сувар» çырăнни-çырăнманнип е интересленме тытăнсан Алена Георгиевна пытармарĕ, тĕрĕснех каларĕ: А.Эсметьева çырăнать хаçата, анчах шкул ятарласа çырăнмасть. Çакна директор çумĕ районти вĕрентӳ уйрăмĕ хаçат-журнал çырăнма çителĕксĕр укçа уйăрнипе ăнлантарчĕ. Пирĕн калаçăва тимлĕн итлесе ларакан Теччĕ районĕн ЧНКЦ председателĕ В.А.Тимофеев çитес çур çула Аслă Ăнă шкулне «Сувар» çырăнтарса пама пулчĕ.
Алена Георгиевна воспитани енĕпе директор çумĕ пулнине шута илсе шкулти ачасен кăмăл-сипечĕ пирки ыйтмасăр чăтаймарăмăр. Хаваспах каласа пачĕ вăл пире. Шкулта тĕрлĕ спорт тĕсĕпе аппаланакансем нумай: волейболла вылякансем те, йĕлтĕрçĕсем те районти ăмăртусенче шкул чысне хӳтĕлеççĕ. Паллах, ачасен хăйсен туртăмĕ пуррине кăтартать çакă, тата тепĕр саманта та шута илмесĕр хăвармалла мар пулĕ. А.Югушева сăмахĕсемпе, кунта вĕрентекенсем вăйлă, хăйсен ĕçне парăннăскерсем вĕсем, ачасене интереслентерме пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, истори предметне вĕрентекен Сергей Николаевич Катмаковах илер. Шкулта, уроксенче вăл çирĕп ыйтакан вĕрентекен. Урок хыççăн вăл спорт ориентированипе кăсăкланакансемпе аппаланать. Çапла вĕсем ăмăртусене те хутшăннă ĕнтĕ.
Интереслĕ йĕркеленĕ кунта ачасен вĕренĕвне те, канăвне те. Вĕсем шав мĕнпе-тĕр ĕçлеççĕ, сиенлĕ йăласене хăнăхасси пирки шутламаççĕ те, шутлама вăхăчĕ те çук-тăр. Эпир пынă чух, авă, район шайĕнче иртекен «Чăваш пики» конкурса хатĕрленетчĕç. Халĕ тăрăшсах çулталăка лайăх паллăсемпе вĕçлесе çĕнĕ çул елкине интереслĕрех ирттересси пирки чупкалаççĕ-тĕр.
 
: 1200, Хаçат: 51 (1041), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: