Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕр ик-виç çул каялла пирĕн ачасем компьютер çинчи кĕнекесене вулама иленнĕччĕ. Вуланинчен ытла модăран юлас мар тенĕ, паллах.
– Çук, эпир халĕ ун пек вуламастпăр, хут çинчи кĕнекене кăмăллатпăр, – теççĕ шкул ачисем. – Унта вуласан куç ывăнать. Ахаль те ялан компьютер умĕнче аппаланма тивет пирĕн. Кĕнеке тытса вуласан кантарать.
Чăнах та библиотекарьсем каланă тăрăх, çамрăксем каллех библиотекăран кĕнекесем илме пуçланă.
Çарăмсан районĕнчи Кивĕ Йĕлмел ял библиотекинче ытти çулсенче те çын татăлман та, халĕ те пушă тăмасть. Ватти-вĕтти пурте тем шыраççĕ. Килĕсене илсе каяс тесе черет тăраççĕ.
Эпир сăнанă тăрăх, унта чăвашла çырнă кĕнекесем те сахал мар. Çĕннисем те пайтах темелле.
– Пирĕн пата кашни çулах çĕнĕ кĕнекесем килсе тăраççĕ, – тет библиотекарь Ирина Кондрашкина. – Ак нумай пулмасть кăна-ха çĕнетрĕмĕр. Вĕсене ял халăхĕ вуласа та тухнă ĕнтĕ.
Библиотекăра, паллах, библиотекарь хуçа. Çавăнпа та унти лару-тăру пĕтĕмпех хуçаран килет. Мĕнлерех тата мĕн чухлĕ кĕнекесем кирлине вăл пĕлтерсе тăрать района. Унта вара йышăну тăваççĕ. Кĕнеке ыйтăвĕ Кивĕ Йĕлмелĕнче çивĕч тăмасть. Кунта мĕскĕнленмеççĕ. Илемлĕ литература та, вĕрентӳ кĕнекисем те çителĕклĕ.
Ирина Юрьевна хăй ĕçне килĕштерни пӳлĕме кĕрсенех палăрать. Кĕнекесен çӳлĕкĕсене те, ларса вуламалли сĕтелсене те, компьютерсене те çынна килĕшмелле, меллĕ вырнаçтарнă. Унта кĕрсен кĕнеке илсе пăхса тухмасăр чун чăтмасть.
 
: 1200, Хаçат: 51 (1041), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: