Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çарăмсан районĕнче вулакансен конференцине ирттерме хатĕрленнĕ чухне хăш яла суйласа илесси пирки шутлама тиврĕ. «Пур çĕрте те юрать, çапах Кивĕ Йĕлмелĕнче ирттерме сĕнетпĕр», – пулчĕ район администрацийĕнчен сĕнӳ. Çак кермен пек Культура çурчĕллĕ пысăк ялта «Сувар» вулакансем пуринчен те сахалрах иккен.
Каланă кун инçе çула тухрăмăр. Тăман тухнă, вĕçтерет. Кама урлă каçнă чухне кустăрма шăтрĕ тата. Çемçе кăмăллă çын тахçанах çаврăнса каялла каймалла, анчах «Сувар» журналисчĕсем мар. Каланă-тăк – тумаллах. Çĕнĕ Шуçăм пăрăнкăçĕнчен сылтăмалла пăрăнсан тăман тата вăйланчĕ. Халĕ 10-15 метртан кăна куратпăр пулсан та, вăхăтлă ĕлкĕрес килет. «Çынсем пухăнаяççĕ-ши кун пек çанталăкпа?..» – явăнать пуçра иккĕлентерекен шухăш.
Клуб ĕçченĕсем журналистсене алăк умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илни вĕсемшĕн кăна мар, тĕп редакторĕшĕн те кĕтменлĕх пулчĕ. Çынсем те сахалăн мар пухăннă, кĕтеççĕ. Хăвăрт-хăвăрт тенĕ пек хатĕрленсе пуçларăмăр тĕлпулăва. Елена Корсакова юрăç пире пулăшать.
«Сувар» хаçат аталанăвĕшĕн тăрăшнă çынсем Çарăмсан тăрăхĕнче нумай. Порфирий Афанасьев, Сатур Яккăвĕ, Николай Паймуратов, Михаил Захаров, Николай Иванов тата ытти хисеплĕ çынсем сахал мар материал пичетленĕ хаçат страницисенче. «Журналистсем историн черновикне çыраççĕ», – тесе ахальтен каламан-тăр. Çапла Çарăмсан районĕнче пурăнакан штатра тăман корреспондентсенчен эпир район аталанăвĕ çинчен нумай хыпар илтĕмĕр, халĕ те илсе тăратпăр.
Хаçат çумĕнчи «Сунтал» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи Евгений Турхан чăваш журналистики еплерех йĕркеленсе кайни, аталанни çинчен каласа пачĕ. Çарăмсан районĕнчи çыравçăсене асăнчĕ. Конференцие хутшăнакансем те активлă пулчĕç. Вăхăтĕнче «Суварта» ĕçленĕ Михаил Захаров хальхи вăхăтра Акрелĕнчи вăтам шкулăн директорĕ пулса тăрăшать. Вăл 1994 çулта редакцире практика иртни, унтан çур çул ытла корреспондент пулса ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтри ĕçĕ педагогикăпа çыхăннă май, Михаил Михайлович учительсен ыйтăвне пачĕ: «Вĕрентекенсен тăтăшах аттестаци иртме тивет, çавăнпа вĕсен хаçат-журналсенче публикацисем пулмалла. «Сувар» хаçатăн «Шăнкăрав» хушма кăларăмĕнче пичетленсен, редакци вĕсене ĕнентерӳ сертификачĕ пама пултарать-и?»
– Редакци енчен чару пулмĕ, – хуравларĕ тĕп редактор. – Çапах малалла та чăрмавсем ан пулччăр тесен, республикăри учительсен квалификацине ӳстерекен институт ĕçченĕсемпе пĕрле канашласа тумалла ку ĕçе. Педагогсем килĕшсе алă çупрĕç.
Ку районти чăваш чĕлхипе литературин учителĕсен ĕçĕ сисĕнет. Ачасене хаçата хайлавсем çырма хавхалантарма пĕлеççĕ вĕсем, тăван чĕлхе аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ.
Константин Малышев хăй сăмахĕнче тăван чĕлхене ют чĕлхесен витĕмĕнчен хӳтĕлемелли механизмсем сахалланса пыни çинчен каларĕ. Хыпар хатĕрĕсем Интернета чăвашлатма тăрăшнă тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Интернета илес пулсан, «Суварăн» «Одноклассникинчи» страница пур, «Сувар» – газета чуваш Татарстана» ятлă вăл. Унпа чăвашла пĕлекен çынсем туслашма пултараççĕ. Çак виртуаллă страница çине редакци хаçата шăнăçайман сăнӳкерчĕксене вырнаçтарса пырать, анонссем пичетлет, çырăнса илме сĕнет. Интернетра «Сувар» хаçатăн тусĕсен шучĕ хаçата илсе вулакансенчен иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çырăнакансен шучĕ 4200 пулсан, Интернетри туссен шучĕ – 4400-тен иртсе кайрĕ, тата ӳссе пырать. Унта, паллах, Раççейĕн ытти регионĕсенчен те çынсем нумай, çавăнпа та, вулас текенсем пулсан, малашне çырăнтарăва çĕнĕрен çĕршывĕпех тапратасси пирки шутламалла пулать.
Ача воспитанийĕнче тăван чĕлхе, культура вырăнĕ çинчен те нумай каларĕ Константин Анатольевич. Тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Чĕлхине çухатнă халăхсем хăй тĕллĕн пурăнаймаççĕ, вĕсене урăх чĕлхе витĕмĕ кĕтет. Хăвăн чĕлхӳне лайăх пĕлсен, ыттисене вĕренме те çăмăлрах пулать. Тутарстанра пурăнакан чăвашсемшĕн ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн ачасен тутар, вырăс, акăлчан чĕлхисене вĕренме май пур. Вĕсене пĕлни пурнăçра пулăшса кăна пырĕ. «Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, ик чĕлхе – икĕ ăс», – тесе каланă вĕт И.Я.Яковлев Патриарх.
Миляуша Батыршина çинчен уйрăммăн каламалла. Çарăмсан муниципаллă районĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă май, вăл «Сувар» хаçат ĕçченĕсене кашни командировкăра тимлĕх уйăрать. Администрацин тараватлă ĕçченне уйрăмах тав сăмахĕ калас килет. Хаçатăн 20 çулхи уявĕ вăл унăн тусĕсен, пулăшаканĕсен, вулаканĕсен уявĕ.
Редакци ĕçченĕсен ытти районсенче те вулакансемпе конференцисем ирттерес шухăш пур. Пире Алексеевски, Чистай, Лениногорск, ытти районсенче кĕтнине пĕлетпĕр. Çитме тăрăшăпăр, тĕлпулусем пулĕç, анчах та Çĕнĕ çул хыççăн.
Пиртен уйрăлнă Çарăмсан çыравçисене асăнса шăп тăнă самант.
Пиртен уйрăлнă Çарăмсан çыравçисене асăнса шăп тăнă самант.
М.М.Захаров
М.М.Захаров
К.А.Малышев
К.А.Малышев
В.П.Муляшкин
В.П.Муляшкин
 
: 862, Хаçат: 51 (1041), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: