Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Туслăх çурчĕн конференци залĕнче чăвашсем пурăнакан регионсен ларăвĕ пулчĕ. Ларăва Тутарстан республикинчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсем тата регионсенчен килнĕ ЧНКА ертӳçисем пуçтарăнчĕç. Шел пулин те, кӳршĕ регионсенчен нумайăшĕ килме май тупайман. Çанталăкĕ чăнах та хĕллехиччĕ çав кун, апла пулсан та Мускавран Игорь Павлов, Чулхуларан Анатолий Ефимов, Екатеринбургран Дмитрий Николаев, Оренбургран Петр Семенов хăйсен ыйтăвĕсемпе, сĕнĕвĕсемпе паллаштарма, малашне вĕсене пурнăçламашкăн хаваспах килсе çитнĕ. Çакăн йышши лару иккĕмĕш хут иртрĕ. Пуçласа пĕлтĕр февраль уйăхĕнче пуçтарăннăччĕ.
Кăçалхи лару пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пачах та урăхла иртрĕ темелле. Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕнче ТР ЧНКА ертӳçине Константин Яковлева регионсемпе ĕçлес енĕпе конгресăн вице-президентне суйланă. Çавăнпа та малашне регионсем пирки конгреса памалли ыйтусене, сĕнӳсене Константин Геннадиевич урлă тумалла пулать. Регионсенчи ЧНКА ертӳçисен те, паллах, вице-президентпа тачă çыхăнса ĕçлеме тивет.
Асăннă ларăва Чăваш наци конгресĕнчен те килсе çитрĕç. Конгресăн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, вице-президент Алексей Леонтьев («Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ) ларăва пухăннисен ыйтăвĕсем çине хурав пачĕç.
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хăй килеймен. Апла пулсан та вице-президентсенче н салам сăмахĕсем каласа янă.
– ЧНК канашне хальхинче 102 çын кĕнĕ. 12 комитет йĕркеленнĕ. Положенисем хатĕрлерĕмĕр. Халиччен аппарат та пулман, халĕ пур. ЧР районĕсен представителĕсем те çукчĕ. Ăна туса ярас ĕç пырать. Попечительсен канашне те йĕркелеме пуçланă. Ĕçлемелле кăна. Пирĕн тĕллев: çыхăну тытса пĕр ĕç туса малалла каясси, – терĕ Валерий Клементьев саламлă сăмахсем каланă хыççăн конгресс ĕçĕн лару-тăрăвĕпе паллаштарса. – Çавăнпа та, камăн конгреспа ĕçлес килет, тархасшăн. Чăвашлăха пĕрле çĕклемелле.
Тата питĕ савăнăçлă хыпар вара Валерий Леонидович чăвашсен çурчĕ анлăланни пирки пĕлтерчĕ.
– Халĕ конгресс вырнаçнă çурт пĕтĕмпех конгресăн пулса тăрать. Виçĕ хучĕ те пирĕн темелле. Николай Федорович Угаслов унта пĕтĕмпех реконструкци тăвасшăн. Ĕç пуçланнă, – çирĕплетсе каларĕ Валерий Клементьев.
Нумай пулмасть СССР халăх артисткин Вера Кузьминан юбилейĕ пулчĕ. Çавăнта ЧНК президенчĕ Николай Угаслов хăй ятĕнчен пĕрремĕш Хисеп хучĕ Вера Кузьминичнăна панăччĕ. Тутарстанăн пултаруллă çыннисене те конгресс президентĕнчен Хисеп хучĕсем çитрĕç. Вĕсене Анат Кама, Элмет тата Лайăш хулин хастар çыннисем илме тивĕçрĕç.
Малашне ЧНК хаçачĕ тухса тăма пуçласси пирки те каласа хăварчĕç конгресс представителĕсем.
– Шел пулин те, пирĕн халăхăн йăла-йĕркисем манăçса пыраççĕ. Сăмахран, чăн-чăн чăваш туйĕ халĕ сыхланса юлман темелле. Ăна çĕнĕрен чĕртмелле! – тесе сăмах хускатрĕ ЧНК вице-президенчĕ Алексей Леонтьев. – Чăваш Енри массăлла хыпар хатĕрĕсенче те, пĕтĕмĕшле илсен, йывăр лару-тăру халь. Регионсенче чăвашла хаçатсем тухса тăни, паллах, питĕ савăнтарать. Хусанта «Сувар», Ульяновскра «Канаш», Пушкăртстанра «Урал сасси» тата Самарта «Самар ен» хаçатсем кун çути кураççĕ. Чăваш информаци уйĕнче ним пайламалли те çук, паллах, пурте туслă ĕçлемелле. Эпир çапла ĕçлетпĕр те.
– Çапла. Пирĕн пурин те пĕр сăмахлă пулса ĕçлеме тăрăшмалла. «Хыпар», «Сувар» хаçат тата автономи ĕçченĕсем регионсем тăрăх çӳресе тĕлпулусем ирттермелле, – терĕ ТР ЧНКА ертӳçи Константин Яковлев.
Малалла ларăва Аксу районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи Алексей Калуков сăмах илчĕ. Район библиотекисене чăваш кĕнекисем кирли çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăмах илемлĕ литература çитменнипе кăмăлсăрланчĕ вăл.
Ларура çаплах регионсенчен килнĕ ЧНКА ертӳçисем те сăмах илсе каларĕç. Вĕсене те çак ыйту канăç памасть иккен.
– Сире, конгресăн хисеплĕ представителĕсене, Чăваш Республикинчен инçетре пурăнакан чăвашсем патне тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене çитерме ыйтатпăр, – терĕ Екатеринбургран килнĕ Свердловск облаçĕн ЧНКА ертӳçи Дмитрий Николаев.
– Пирĕн патра пурăнакан чăваш халăхĕ те тăван чĕлхепе кĕнеке вуласшăн. Эпĕ кунта килессине пĕлсе çак ыйтăва мĕнле те пулса пурнăçламашкăн ыйтрĕç, – тесе сăмах хушрĕ Оренбургри ЧНКА ертӳçи.
– Çак ыйту питĕ пăтăрмахлă темелле. Пирĕн республика, шел пулин те, хăйĕн библиотекисене те кĕнекесемпе тивĕçтереймест, – хуравлать çивĕч ыйту çине «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ – тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев. – Кун пирки эпĕ темиçе те çыру çырнă, анчах та вĕсем ялан бюджетра укçа çукки çине йăвантараççĕ.
Çак ыйтупа хĕрӳ тавлашу пычĕ тесен те юрать. Çапах та кашни районтан çырусем çырса конгресс урлă кĕнеке ыйтăвне малашне пурнăçлама пулчĕç. Çак ĕçе пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев хăй çине илчĕ.
Кĕнеке ыйтăвĕ çивĕч тăнине кура Хусанти П.Хусанкай ячĕллĕ ЧНКЦ ертӳçи Сергей Степченко хăй туяннă кĕнекесене çав кунах 100-ĕшне пама пулчĕ. Кĕнекесене Аксу районĕн ЧНКЦ председателĕ Алексей Калуков илме кăмăл турĕ.
Чулхуларан килнĕ Анатолий Ефимов чăвашсем ют халăха качча тухса чăвашла манса пыни пирки чарăнса тăчĕ.
– Чăваш халăхĕ чакмасть, чăвашла калаçакан чакать, – терĕ вăл пăшăрханса. – Вĕсене мĕнле те пулин калаçтарма тăрăшмалла. Ун пек тума меслет шыраса тупмалла. Вĕсем, тен, нумай та, вĕсенчен пĕри – халăхсен хушшинче пирĕн, чăвашсен, авторитетлă пулма тăрăшмалла.
Мускав хулин ЧНКА представителĕ Игорь Павлов предпринимательсемп е ĕçлеме сĕнчĕ. Вĕсемпе çыхăнса ĕçлесе укçа-тенкĕ ыйтăвне пурнăçлама пулать тесе çирĕплетет вăл. Çаплах çыравçăсен, юрăçсен конкурсĕсене ирттермелли çинчен те каласа хăварчĕ Мускав каччи. Автономи ĕçне çамрăксене явăçтармалли пирки те аса илтерчĕ.
Чăваш наци конгресĕнче çаплах ялсенче уявсем ирттерме хатĕрлекен комитет та пур иккен. Çав комитета Эдуард Бахмисов ертсе пырать. Çакăн пек пархатарлă ĕçе пурнăçлакан çын асăннă ларăва та хаваспах хутшăнчĕ.
– Енчен те, кам хăй ялĕнче уяв ирттерес тет, ман пата çырса ярăр. Эпир вĕсене укçасăрах ирттеретпĕр, – тесе тĕлĕнтерчĕ залра ларакансене Эдуард Максимович.
Ларăва вĕçленĕ май ЧНКн регионсемпе ĕçлекен вице-президенчĕ Константин Яковлев 2014 çулта мĕнлерех мероприятисем ирттерессин планĕсем пирки пĕлтерме хушрĕ. Уйрăмах ку регионсенчен килнисене пырса тиврĕ. Республикăра мĕн пулса иртмеллине çитес çул январь уйăхĕнче планлама палăртрĕç.
 
: 857, Хаçат: 50 (1040), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: