Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Сувар» хаçат тухма пуçлани 20 çул çитнĕ ятпа чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче вулакансемпе тĕл пулса конференцисем ирттересси юлашки вăхăтра йăлана кĕчĕ темелле. Унччен Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçат журналисчĕсем Çĕпрел, Пăва, Теччĕ районĕсенче пулчĕç-тĕк, иртнĕ эрнекун вара Аксу районне çитрĕç.
Тĕлпулу Савгачевăри вăтам шкулта иртрĕ. Асăннă шкул коллективĕ районти чăваш çыравçисене, вĕрентекенсене, библиотека ĕçченĕсене – пĕр сăмахпа каласан «Сувар» хаçата юратса вулакансене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Аксу районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатран та тӳрех тăватă журналист килнĕччĕ тĕлпулăва, çавăн пекех районти Информаципе методика центрĕнчен те, Тĕп библиотекăран та представительсем пулчĕç унта.
Конференцие «Суварăн» тĕп редакторĕ К.А.Малышев уçрĕ. Вăл кĕскен хаçатăн ĕçĕ-хĕлĕпе, ун умĕнче тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Тĕп редактор çумĕ, çак районта çуралса ӳснĕ В.В.Александрова вара «Ял хыпарçисем» темăпа доклад турĕ. Вăл «Сувара» çырса тăракансем, информаципе пулăшакансем ытти районсемпе танлаштарсан Аксу районĕнче чи нумаййи пулнине пĕлтерчĕ. Журналистсен коллектив пĕчĕк пулнипе республикăра пулса иртекен пур мероприятие те тухса çӳреме май çук чухне вырăнти авторсем материалсем çырса пулăшни пирки каларĕ Вера Валерьевна, уйрăмах районти «Ял пурнăçĕ» хаçатра тăрăшакансене тав турĕ. Вăтăра яхăн çынна ырăпа асăнчĕ вăл, халь хаçата çырса тăракансемпе малашне те туслăн ĕçлессе шанни пирки каларĕ. Редакцире литература пайне ертсе пыракан Т.Н.Васильева «Сăмах ăстисем» докладĕнче Аксу тăрăхĕнчен тухнă паллă çыравçăсен чăваш литературинчи тӳпи пирки калаçрĕ.
Унтан вулакансемпе çыракансем сăмах илчĕç. Аслă Сĕнчелĕнче пурăнакан сăвăç Петр Захаров хăй «Сувара» мĕн тухма пуçланăранпах пĕр номер сиктермесĕр вуласа пынине пĕлтерчĕ, ăна уçас тесе тăрăшакансене çирĕм çул каялла еплерех йывăр пулни çинчен каласа пачĕ. Юлашкинчен ятарласа хаçатăн юбилейĕ тĕлне çырнă сăввине вуласа пачĕ. Унтан тепĕр сăвăç, Чăваш Енрусьел ялĕнче пурăнакан Геннадий Якимов-Пиляк сăмах илчĕ. Ытти хаçатсенчен малтан «Сувара» тытса вуланине пĕлтерчĕ. Вăл та тĕлпулу иртес кун ирех тăрса çырнă сăввине вуларĕ, ташласа та пачĕ. Кивĕ Тимушкелĕнче пурăнакан Михаил Мулеевшăн та хаçат чи çывăх тус иккен, 20 çулта 22 квитанци пухăннине вăл икĕ çул икшер экземпляр çырăннипе ăнлантарчĕ. Михаил Гаврилович хаçат ĕçченĕсене сĕнӳсем те пачĕ.
Районти «Ял пурнăçĕ» хаçат ĕçченĕсен ятĕнчен Ольга Макарова корреспондент сăмах каларĕ. Вăл «Сувара» эрнекун килсенех пурте пĕрле вуланине, республикăра, Раççейĕн ытти регионĕсенче пурăнакан чăвашсем çинчен шăпах унта вуласа пĕлнине палăртрĕ, ĕçтешĕсене ăнăçу сунчĕ.
Конференци вăхăтĕнче унта хутшăнакансем Савгачевăри вăтам шкулта вĕренекенсен пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Эпир пурте лайăх пĕлекен пултаруллă композитор, юрăçă Владимир Егоров шăпах çак шкулта ĕçлет. Вăл вĕрентекен ачасем хăй пекех пур енлĕн талантлă пулнине пурте курса ĕненчĕç – хорпа та, пĕчченшерĕн те лайăх юрлаççĕ, музыка инструменчĕсемпе те ăста калаççĕ.
Юлашкинчен суварçăсем хаçатпа нумай çул хушши çыхăну тытакан 15 çынна Хисеп хучĕсем пачĕç. Вĕсен шутне çаксем кĕчĕç: Геннадий Якимов-Пиляк (Чăваш Енрусьел), Михаил Мулеев (Кивĕ Тимушкел), Андрей Михайлов (Унтакшă), Евгений Мадуров, Петр Захаров (Аслă Сĕнчел), Татьяна Бульбова (Беловка), Валерий Николаев (Савгачево), Агреппина Козлова, Лилия Васикова (Кивĕ Саврăш), Петр Гаврилов-Меречен, Виктор Симаков (Меречен), Григорий Тяманов-Акташ (Кивĕ Киремет) тата «Ял пурнăçĕ» хаçат ĕçченĕсем – Ольга Макарова, Ирина Крюкова, Зинаида Леонтьева. Суварçăсем хăйсем те Тав хучĕсĕр юлмарĕç, Аксу районĕнчи ЧНКЦ ертӳçи А.В.Калуков вĕсене те чысларĕ.
Савгачевăра пурăнакансем хаçатăмăра чун-чĕререн юратни тӳрех сисĕнет. Ак хальхинче те шкул картишĕнче вĕсем юртан ятарласа тем вăрăмăш крокодил кĕлетки тунă, сăрласа илемлетнĕ, çиеле «Сувара» – 20 çул» тесе çырса хунă. Тавтапуç вĕсене!
Редакци конференцие ирттерме пулăшнăшăн Савгачевăри шкул ĕçченĕсене, Аксу районĕнчи ЧНКЦ ертӳçине А.В.Калукова чĕререн тав тăвать.
М.Мулеев
М.Мулеев
О.Макарова
О.Макарова
 
: 1777, Хаçат: 50 (1040), Категори: «Сувар» – 20 çулта

Комментарисем:

Анатолий ХМЫТ (2013-12-13 21:17:51):
Маттурсем!!! Мухтанап! Савăнап! Ыр сунап!

тупата (2013-12-26 16:23:48):
Мухтанни мар, мăнаçланни вырăнлăрах пуль...

тупата (2014-01-20 22:49:55):
Хмыт юлташ, Шупашкарти театрта сирĕн пьесăпа лартнă спектакле "лăскаса тăкнă-им"? Эх!..

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: