Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăх çуртĕнче иртнĕ пултарулăхпа илем конкурсĕ яланхи пекех тулли зал халăх пуçтарнинчен тĕлĕнмелли çук та пулĕ, йĕркелӳçĕсем (ТР ЧНКА, Тутарстан Халăхсен ассамблейи, Хусанти Халăхсен туслăх çурчĕ, информаци партнерĕ – «Сувар» обществăпа политика хаçачĕ, проектăн режиссер-постановщи кĕ – «Мисс Татарстан» студин ĕç тăвакан директорĕ С.Чаркина) хальхинче те чылай çĕнĕлĕх кĕртсе тата интереслĕрех тума тăрăшрĕç. Кăçал, тĕслĕхрен, килĕшекен пикешĕн Интернет урлă сасăлама май пулчĕ. «Чăваш пики – 2013» ята çĕнсе илес тесе
10 районпа Хусан хулинчен чи хитре 11 хĕр тупăшрĕ.
«Чăваш пики» конкурс Тутарстан чăвашĕсемшĕн мĕн иккеннине залри атмосфера тăрăх та калама пулатчĕ: каçхине 4 сехет тĕлĕнче ларма пĕр пушă вырăн та юлмарĕ, унта-кунта вырăн шыраса чупакансем юлашкинчен ура çинчех тăма тивнишĕн те кӳренни сисĕнмерĕ, кашни хăй район пикишĕн хумханать, килтенех хатĕрлесе килнĕ плакатсене чаршав уçăлнă-уçăлманах çӳле çĕклеме хатĕр. «Ултă кун чупатпăр кунта, ура юлмарĕ», – пĕлтерчĕ манпа юнашар ларакан Аксу район представителĕ хумханнине пытараймасăр. Тинех кĕтнĕ самант, чаршав уçăлчĕ те конкурсăн эмблеми, пурте лайăх пĕлекен «Нарспи» кĕнекери хĕр сăнарĕ тӳрех куç тĕлне пулчĕ. «Чи хитре хĕрсене чăвашсем ĕлĕкрен Нарспи тенĕ, Нарсписен конкурсĕ паян», – ăнлантарчĕç çакна сцена çине тухнă ертӳçĕсем. Сăмах май, ытти çулсенче конкурса ертсе пыма ятарласа Чăваш Ен артисчĕсене чĕнетчĕç пулсан, хальхинче Тутарстанри чăваш çамрăкĕсемех – Çĕнĕ Шуçăм район каччипе А.Носковпа Çĕпрел район йĕкĕчĕ Д.Глухов питĕ лайăх ертсе пычĕç.
Хитре чăваш кĕвви-çеммипе тухьяллă чăваш пики-конкурсанткăсе м сцена çине тухма тытăнсан куракансем кашнине хыттăн алă çупса кĕтсе илчĕç. ТР Халăхсен ассамблейин Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.Владимиров уява килнисене, конкурса хутшăнакансене ТР Халăхсен ассамблейин председателĕн Ф.Мухаметшин ятĕнчен саламланă май хăй çамрăклăхне аса илнине пытармарĕ: «Эсир пĕр атте-аннерен çуралнă пекех хитре», – терĕ хĕрсем пирки. 7-мĕш хут ирттерекен конкурс йĕркелӳçисене, ТР ЧНКА ĕçне мухтаса, чăвашсене пăхса ытти халăх çыннисем те çакăн пек уявсем тума шутланине пĕлтерчĕ.
Конкурсанткăсем вăйлă хатĕрленсе килни вĕсем сцена çине тухнă пĕрремĕш самантсенчех палăрчĕ. Кашни район хăй пикине республика шайĕнчи конкурсăн çĕнтерӳçисен йышĕнче курас тĕллевпе лайăхрах хатĕрлеме тăрăшать-çке. Хитре тумтирсенчен кăна мар, чи малтан сцена çинче хăйсене ирĕккĕн тытнинчен курăнать çакă. Хăйпе паллаштармалли пĕрремĕш конкурсрах акă хĕрсем сăвăласа чăвашла калаçрĕç, Алексеевски районĕнчи Шеме хĕрĕпе М.Ильдугановăпа Хусан пики Н.Плотникова вара такмак шăрантарса паллаштарчĕç.
Хĕрсен пултарулăхĕ тепĕр конкурсра тата лайăхрах курăнчĕ, вĕсем чăн чăваш апачĕсене (палан кукăлĕ, тултармăш, тулă пăтти, нимĕр, ăшне тултарнă хур, пулă тата ытти те) пĕçерсе килнĕ кăна мар, ĕлĕкхи пĕлтерĕшне, ку е вăл апатпа несĕлсем хăçан сăйланнине илемлĕн каласа пачĕç.
«Чăваш пики» пултаруллă çамрăксене кăтартакан конкурс та пулнине кашнинчех курса ĕненетĕн. Е.Захарова (Анат Кама), Л.Туйдукова (Теччĕ) чăваш ташшине тапăртатса ташланинчен, М.Ильдугановăпа (Алексеевски) Н.Плотникова (Хусан), И.Альмукова (Элмет) хитре юрланинчен, Н.Артамонова (Элкел) сăвă каланинчен мĕнле тĕлĕнмĕн?
Конкурсанткăсен апат пĕçерме, юрлама-ташлама кăна мар, ертӳçĕсен ыйтăвĕсене те тĕрĕс те интереслĕ хуравлама пĕлмеллеччĕ. Вĕсен РФ Президенчĕ, Кĕлпике «пулма» та, миллион тенкĕ «выляса илме» те, юлташпа савние «пайлама» та тиврĕ. Çухалса каймарĕç хĕрсем. Президент пулсан ППА (ГИА), ППЭне (ЕГЭ) шкул пурнăçĕнчен «шăлчĕç». Миллион тенкĕпе вара ялта «асфальт сарчĕç». Çапла майпа конкурсанткăсем жюри членĕсен ĕçне чылай йывăрлатса «хăшне суйламалла-ши?» текен дилемма çуратрĕç. Çавна пулах ĕнтĕ вĕсен çĕнтерӳçĕсене палăртмалли ларăвĕ вăраха тăсăлчĕ те. Çапах та куракансемшĕн çак самантра та вăхăт иртни сисĕнмерĕ, вĕсем валли Шупашкартан килнĕ çамрăк артистсем Николай Ключников, Андрей Думилин тата «Кĕмĕл сасă» конкурс лауреачĕ Евгений Николаев тĕрлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕç.
Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ В.Клементьев Тутарстанра наци ыйтăвĕпе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Тутарстанăн хастар чăвашĕсене: Е.Морозова, Н.Белова тата В.Егорова ЧНКн Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Кун хыççăнах сцена çине 11 шурă акăш вĕçсе анчĕ тейĕн, пĕри тепринчен хитре хĕрсем бал кĕписем тăхăнса тухрĕç. Юлашки конкурс, чи хумхануллă самант, кам-ха çĕнтерӳçĕ пулать? Жюри пĕтĕмлетĕвне пĕлтерме сцена çине «Чăваш пики» конкурсăн режиссер-постановщи кĕ С.Чаркина тухрĕ. Вăл конкурса декабрь уйăхне хăварсан та питĕ хитре иртнине, çакăн пек уяв йĕркелеме майсем туса панăшăн ТР Халăхсен ассамблейине, Хусанти Туслăх çурчĕн ертӳçисене, ĕçченĕсене пурне те тав турĕ. Конкурсанткăсене пурне те Алина Дудорова ертсе пыракан «Амелия» чечек студийĕн чечек çыххисене, конкурс йĕркелекенсенчен чаплă парнесене тата ТР Халăхсен ассамблейин парнине пачĕç. Çапла вара: А.Левакова (Нурлат районĕ, Вăтам Хăмăшлă) – «Сапăр пике», М.Ильдуганова (Алексеевски районĕ, Шеме) – «Сатур пике», Е.Захарова (Анат Кама хули) – «Хӳхĕм пике», А.Терентьева (Пăва районĕ, Кипеккасси) – «Ăс-хакăл пике», И.Альмукова (Элмет районĕ, Патраклă) – «Илем пики», Л.Туйдукова (Теччĕ районĕ, Çармăс) – «Тараватлă пике», Р.Миронова (Чистай районĕ, Анат Кăтрата) – «Илĕртӳллĕ пике», Н.Морозова (Аксу районĕ, Таркăн) – «Çепĕç пике», Н.Плотникова (Хусан) – «Кĕмĕл сасă», В.Ярмушова (Çĕпрел, Аслă Аксу) – «Йăл кулă», Н.Артамонова (Элкел районĕ, Хуракӳл) – «Пултаруллă пике» номинацисене йышăнчĕç.
Ятарлă номинацисене çаксем тивĕçрĕç: А.Терентьева – «Сувар пики». Республикăри чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ К.Малышев мĕнпур конкурсанткăсене «Прасковья» фитосалона тӳлевсĕр билет парса чысларĕ. «Сувар» пикине» ятарлă парне – хаçатра профессилле фотосесси пулассине пĕлтерчĕ. «Асамат» студин ертӳçи А.Наумов чи лайăх юрланисене хакласа Н.Плотниковăна хăй çырнă юрра тата клип ӳкерме 20 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕ. Хусанти «Голденздрав» лавкка хуçи С.Чаркин В.Ярмушовăна кардиотренажер парнелесе савăнтарчĕ. Хусанти «АКСПАЙ» хăна çурчĕ те чаплă спонсорсен шутĕнче.
Кăçал пуçласа конкурсанткăсене Интернет урлă сасăлав йĕркелесе «Интернет пики» суйларĕç. Социаллă сетьре Р.Миронова пек чи нумай сасă пухаканни пулмарĕ, ятарлă парнене – фотоаппарата – шăпах çак пике тивĕçрĕ.
«Чăваш пики – 2013» тĕп номинацисене пĕлтерме сцена çине ТР ЧНКА председателĕ К.Яковлев тухрĕ. «Сар пике» номинацире – III вырăн – Элмет районĕн пики И.Альмукова çĕнтерчĕ, ăна телефон парнелерĕç. «Маттур пике» номинацие – II вырăна – тата планшета Теччĕ район чиперукĕ Л.Туйдукова çĕнсе илчĕ.
Пĕрремĕш вырăна – «Тутарстан чăваш пики-2013» ята – Алексеевски районĕн пики М.Ильдуганова тивĕçрĕ. Ăна асăнмалăх парне ноутбук пачĕç. Тутарстанăн чи чипер те пултаруллă пикине Хусанти Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи А.Саиткин ылтăнран тата хаклă чултан ăсталанă колье парнелерĕ.
Мила телейлĕ çăлтăр айĕнчех çуралнă тейĕн çав, конкурс уншăн малашлăха та çул уçрĕ, мĕншĕн тесен конкурсăн жюри членĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусствăсен факультечĕн доценчĕ, ЧР Халăх артистки А.Уляндина хитре юрлакан пикене искусствăсен факультетне, хăйĕн халăх юррисен сольнăй класне тӳлевсĕр вĕренме чĕнчĕ.
Кăçалхи конкурс та конкурсанткăсен кăна мар, куракансен те асĕнче юласса иккĕленместĕп, республикăри тата миçе талантпа паллаштарчĕ-çке.
 
Чăваш çамрăкĕсенчен ылтăн парне панă самант.
Чăваш çамрăкĕсенчен ылтăн парне панă самант.
И.Альмукова, Л.Туйдукова.
И.Альмукова, Л.Туйдукова.
Мила Ильдуганова.
Мила Ильдуганова.
 
: 1330, Хаçат: 50 (1040), Категори: Чăваш пики – 2013

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: