Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

– Çын сăмахĕ вĕлерет çынна, –
Тенине пĕлетпĕр тахçанах.
Турă сиртĕр йĕксĕк йăлана!
Ун пекки пулать-ха яланах.
 
Кĕвĕçетпĕр – тус кăшт çĕкленсен,
Элексем саратпăр вăтанми.
Савăнатпăр – вăл кайса ӳксен,
Çылăха кĕретпĕр ним тупми.
 
Çăл пекех тăп-тăрă чăвашах
Сăмахпа «чикетпĕр» – чăркăшса.
Кун пекки пулать вăл тăтăшах,
Мĕншĕн пурăнар-ши харкашса?
 
– Пирĕн хушăра сивлек йăла
Ĕлĕкех пур, – тенĕ ăсчахсем.
– Пăтратас пулмасть таса çăла! –
Чунăм кĕвĕленĕ сăмахсем.
 
Хĕпĕртес ентеш çут çăлтăр пек
Йăлкăшма пултарнăшăн ĕçре.
Вăл çынна çапса хуçни – инкек,
Ырăшăн хĕмлентĕрччĕ чĕре.
 
: 871, Хаçат: 49 (1039), Категори: Калем

Комментарисем:

Андрей Михайлов (2013-12-06 19:42:25):
Çак йăлана пулах чăваш малалла каяймасть те ĕнтĕ!!! Тĕрĕс çырать Меречен пичче!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: