Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 44-48№№.)
– Патша вăрçи кама кирлине ăнланмарăмăр. Çапăçăва кĕрсе те ĕлкĕреймерĕмĕр, тыткăна лекрĕмĕр. Çапла ултă çул Австрире тыткăнра нушалантăмăр. Хуçасем патне ĕçлеме яратчĕç. Темиçе хутчен те тарма тăтăмăр. Пĕррехинче ĕç ăннă тесех шутланăччĕ. Улттăн утă купи ăшне чавса кĕрсе пытантăмăр. Пĕрин хырăмĕ пăсăлнăччĕ. Нимĕнле те тытса чараймарĕ хăйне. Пире тупас тесе Австри салтакĕсем утă купине веç штыксемпе чиксе шырарĕç. Никама та лектереймерĕç. Кайма кăна тăнăччĕ вĕсем – пĕри шарт! пăсарса ячĕ. Çапла, те кулмалла, те йĕмелле. Тупрĕç пире, хытă хĕнесе хупса хучĕç. Тепĕр икĕ çултан влаçсем калаçса татăлнă хыççăн пире хăтарчĕç, тăван çĕршыва тавăрчĕç. Вăт çапла иртсе кайрĕ ултă çул, – калаçу вĕçне илтсе юлчĕ савăт-сапана лаççа çума тухнă Крахвине.
– Эс Мускавра та пулнă. Тĕнчере мĕнле лару-тăру халь? Кунти хыпарсем пит начар, – ыйтрĕ Митрак.
– Лару-тăру камшăн аван, камшăн начар. Пăлхав пирĕн ялах çитмен курăнать. Халь пуянсене пĕтереççĕ, вĕсен пурлăхне веçех чухăннисене валеçсе параççĕ. Мускав пек пысăк хуласенчен пуянсем тарса пĕтнĕ. Пĕр хуçа пулать. Ыттисем ун çине ĕçлеççĕ. Ялти пуянсене те пĕтереççĕ. Ссылка яраççĕ тет, – мĕн пĕлнине каларĕ Лĕксантр.
– Кунта та килсе хăратрĕç салтаксем. Эпир аннӳпе мĕнпур кĕмĕлсене пуçтарса кĕлет айне пытанса хăтăлтăмăр. Малашне кĕмĕле ăçта пытарса усрамалла-ши? – кулянсах кайрĕ Митрак.
– Тухьясемпе хушпусем çĕлĕпĕр. Вĕсенех илсе каймаççĕ пуль-ха. Атте çапла каланăччĕ, – сăмах хушрĕ Крахвине.
– Тĕрĕс.
***
Ултă уйăх пĕрле пурăннă хыççăн ултă çуллăха уйрăлма тивнĕ Митрак Лĕксантрĕпе Крахвинен тăхăр уйăхран пĕрремĕш ачи çут тĕнчене килчĕ. Ашшĕ пек чип-чипер, çаврака питлĕскерне Натли ят пачĕç. Лĕксантр хĕрне чăтма çук хытă юратать. Кашни пасара каймассерен мĕн те пулин хĕстерсе килет.
– Ытлашшипех ачашласа ятăн Натлине. Сана курсанах аллине тăсать, – кăмăлсăрланать Крахвине. – Хамăр пӳрте куçса тухмалла, эс пур пасарта ача валли тетте туянса укçа тăккалатăн.
– Ан кулян, Крахвине. Укçа пур пирĕн. Çитмесен атте парать. Пурпĕр кĕмĕлне ăçта хумаллине пĕлмест. Хамăн та аллăм-урам пур. Ĕç тума пĕлетĕп. Ав, Ачча пасарĕнче ман япаласене туххăмрах туянса пĕтерчĕç. Хитре Натлине хитре тетте илсе килмесен ман çине çилленет вĕт, – шурă шăлĕсене кăтартса кулчĕ Лĕксантр. Арăмĕ тарăхни пушшех кăсăклантарчĕ ăна.
Юратать вăл арăмне. Чиперришĕн-и, кăмăлĕшĕн-и – калама пултараймасть. Чун-чĕререн юратать. Ăна телейлĕ тăвас килет, кулянтарас мар тесе хăйне час-часах власть патне чĕннине те каласа памасть. Тыткăнра пулнă çынна ĕненӳ çук иккен влаçсен. Калăн, вăрçа та, Австрине тыткăна та хăй ирĕкĕпе кайнă?
Чĕвĕл-чĕвĕл хĕр пĕрчи ури çине тăрса утма пуçличчен Крахвинен хырăмĕ каллех мăкăрăлма пуçларĕ. Ывăл çуралчĕ. Амăшĕ пекех сарă çӳçлĕ те кăвак куçлă.
– Эс, Крахвине, юриех хăвăн пек ачасем çурататăн-и? Каснă-лартнă хăв вĕт ачу, – пĕççине аллипе шарт çапрĕ ача курма килнĕ Маруç.
– Камран ыйтаççĕ-ха унта кама хывассине?
– Пирĕн туйăмсем вăйлă. Хитре Крахвинен хитре мар ача çуратмалла мар, – калаçăва хутшăнчĕ çăпата авса ларакан Лĕксантр.
– Эс ху та маххине памастăн-ха. Миçе хĕр юратман-ши сана каччă чухне, – терĕ Маруç.
– Эс те юрататтăн пулас? Ахальтен мар мана пĕрремĕш хут курсан еплерех касса татрăн, – аса илчĕ ĕлĕкхине Крахвине те.
– Юратнă пуль. Лĕксантра юратмасăр май çук. Митрак пичче пурпĕр мана илтерместчĕ, – йĕкĕлтешсе кулчĕ Маруç.
– Ухмахланса ан ларăр-ха кунта. Тупнă калаçу, – тутине тăсрĕ Крахвине. – Натли те çывăрасшăн. Ывăла та ĕмĕртмелле, – Маруçа «киле кай» тенĕ пекех татса хучĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.
– Юрĕ, пирĕн пата ларма пырăр, – «çанталăк пăсăласран» васкаса ура çине тăчĕ Маруç.
Кӳршĕ хĕрарăмĕ тухса кайсан пӳрт шăпланчĕ.
Пĕр минут та ĕçсĕр ларман Лĕксантр пĕчĕк Натли валли çăпата авса пĕтерчĕ.
– Кур-ха, Крахвине, мĕнле пĕчĕк çăпата яврăм хĕр валли. Юрать-ши?
– Эс виçнĕччĕ мар-и? Чăннипех илемлĕ-çке пĕчĕкскер.
– Ывăл валли те кĕçех çăпата явăп.
– Явмалла пултăрччĕ те… Хăратăп кун пек сăмахсенчен. Ан чирлетĕрччĕ. Чир-чĕр лекмесен пурăнать.
– Крахвине, ăслă та эсĕ.
– Атте килсе кайрĕ те тем аваннинех каламарĕ. Хул касса хăварчĕ.
– Савăннипе пĕр черкке ĕçрĕ хуньăм. Ачана тимлĕрех пăхма мехелĕ çитмерĕ пуль.
– Çапла пултăрччĕ. Аçу та пит савăнчĕ йăха малалла тăсакан çут тĕнчене килнĕшĕн.
– Пирĕн татах пулĕç-ха ачасем, чунăмçăм Крахвинем, – терĕ Лĕксантр арăмне ыталаса. – Атя часрах çывăрма, – пăшăлтатрĕ хăлхинчен.
– Ялан аташасшăн эс.
– Савăнса-юратса кăна пурăнас килет санпа, Крахвине. Мĕн ватăлса виличчен. Кайран вара ачасене пĕрле пăхăпăр.
– Çапла пултăрччĕ ĕнтĕ, Лĕксантр. Санпа ĕмĕрĕпех телейлĕ пурăнасчĕ. Мĕнле лайăх вĕт-ха эс манăн. Пурте пур сан çумра. Çынсен упăшкисем сăмакун ĕçме, арăмĕсем çине алă çĕклеме вăтанмаççĕ. Эсĕ мана йывăр сăмах та каласа курман, – терĕ Крахвине ачисене вăратасран шăппăн, вырăн сарнă май.
 
***
Митрак Лĕксантрĕсен çемйи кашни икĕ çултан ӳссе пычĕ. Юриех палăртнă пек хĕр хыççăн ывăл, ывăл хыççăн хĕр çуралчĕ. Тăватă ача – икĕ хĕр те икĕ ывăл. Кашни ача çуралмассерен Лĕксантр хăйсен умне пĕр йăмра йывăççи лартрĕ. Ун хыççăн урамри ытти çынсем те çапла тума пуçларĕç. Вĕсен урамĕ сарлака. Çырма патне çитиччен тем пысăкăш лаптăк. Çырма хĕрринче пурте нӳхреп чавнă. Çĕр ишĕлесрен кунта та йăмра лартса тухнă.
– Ял ачисем чечекпе чирлеççĕ тет. Пирĕннисене те ерме пултарать. Натли ултă çула çитсен те чирлеменччĕ, – васкаса кĕчĕ пӳртне кӳрше каçнă Крахвине.
– Крахвине халь кăна урамран ачасемпе выляса кĕчĕ. Çырмара ярăннă тет, йĕп-йĕпе хăй. Чирлеме те пултарать, – терĕ Лĕксантр.
– Турă кăна сыхлатăр ĕнтĕ. Кĕçĕннине кăкăр ĕмтерме пăрахрăм кăна. Хама каллех çие юлнă пек туятăп.
– Лайăх хыпар ку. Пирĕн нумай ача пултăр.
– Вĕсене тăрантармалла вĕт тата. Ялта колхоз тăвасшăн тет. Мĕнпур çĕре пĕрле вырса-акасшăн, ĕç хатĕрĕсем те пĕрле упранĕç. Те кулса, те чăннипех, выльăхсене те пухĕç тет, арăмĕсемпе упăшкисем те уйрăмшарăн мар, пĕрле пулмалла тет. Кампа пурăнас килет – çавăнпа пурăн. Пĕр утиял айĕнче пурте çывраççĕ тет. Маруçсем патĕнчен илтсе килтĕм хыпара. Вĕсем колхоза кĕмеллех теççĕ. Кĕменнисене тытса каяççĕ тет-и? Мĕн тумалла-ши пирĕн? – сехĕрленсе калаçрĕ Крахвине.
– Атте патне кайса калаçам-ха ку хыпар пирки. Вăл ытларах пĕлет. Эпир санпа пуйса ĕлкĕрмен, ачапа кăна пуян. Аттене йывăртарах килĕ, – тесе Лĕксантр кĕрĕкне тăхăнса хăвăрт тухса кайрĕ.
Каçхи апат хатĕрленĕ май упăшкине чăтăмсăррăн кĕтрĕ Крахвине. Мĕн хыпарлĕ упăшки? Килти нумаях мар пурлăхне те никама та парас килмест унăн. Веçех хăйсен вăйĕпе тунă-çке-ха! Упăшки кунĕн-çĕрĕн ĕçленипе пухнă ăна.
Хапха сассине илтсенех упăшкине хирĕç тухрĕ.
– Мĕнле вара, Лĕксантр? Атте мĕн тет?
– Кĕрер-ха пӳрте. Унта калаçăпăр.
– Унта урăх хăлхасем пур. Ача мĕн каланине ăнланмасан та илтет. Кайран вара урамра калаçать. Çавăнпа сана хирĕç тухрăм ĕнтĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 735, Хаçат: 49 (1039), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: