Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Алешкин Саплăкри вăтам шкулта ноябрĕн 23-мĕшĕнче пысăк уяв пулчĕ – шкул 110 çул тултарчĕ. Тĕрлĕ çулсенче çак шкултан вĕренсе тухнă хаклă çыннăмăрсем, район ертӳçисем, учитель-пенсионерсе м, ял халăхĕ, вĕренекенсем – пурте шкула пухăннă. Уява çак шкултан вĕренсе тухнисем – Çĕпрел муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Александр Валерьевич Шадриков, Тутарстан Республикин Наукăсен академийĕн член-корреспонденчĕ , биологи наукисен докторĕ, профессор, радиоэкологи наукисен ăсчахĕ, МАГАТЭ эксперчĕ, В.П.Мосолов ячĕллĕ преми лауреачĕ Роберт Гиниятуллович Ильязов, Çĕпрел районĕн Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Шавкет Ахметсафинович Алиуллов, муниципаллă Çĕпрел районĕн ертӳçин çумĕ Эмиль Салютович Ахметов, РФ ШĔМ подполковникĕ Егор Николаевич Ефимов, «Березка» тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Рафагат Завдятович Алиуллов, Саплăк ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Петр Николаевич Артемьев, ялти предпринимательсем Владимир Иванович Журавлев, Александр Валерьевич Марков, Ильгиз Абрарович Айзатуллин, Радик Ясафиевич Гафуров тата ытти нумай хăна пухăннă.
Шкул çуртне кăçал тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, таçтанах илемлĕн курăнса хăй патне йыхăрса мăнаçлăн курăнса ларать.
Хăнасене шкул директорĕ Виктор Николаевич Казаков малтан шкулпа паллаштарчĕ, илемлĕ те çутă класс-кабинетсем тăрăх илсе çӳрерĕ. Шкулта мобильлĕ классем пурри вĕсене пĕр вăхăтрах тĕлĕнтерчĕ те, мăнаçлантарчĕ те. Шкулти тавра пĕлӳ музейĕнче те пулса курчĕç хăнасем. Музей ĕçĕпе вĕсене истори учителĕ Петр Васильевич Максимов тĕплĕн паллаштарчĕ. Роберт Гиниятуллович тăван музей валли хăйĕн тĕпчев ĕçĕсене парнелерĕ. Çакăн хыççăн хăнасем клуба утрĕç. Ирина Антоновăпа Евгений Яковлев ертсе пыракансем хăнасене ăшшăн кĕтсе илчĕç, уява пуçларĕç. Шкул историйĕпе паллаштарса пынă майăн вĕренекенсем, чăваш эстрада юрăçисем хăнасене юрă-ташăпа саламларĕç. Çак шкулта вĕреннĕ, ĕçленĕ кашни çынна аса илсе, вĕсене ырăпа çеç асăнса хăварчĕç. Килнĕ хаклă хăнасем те уяв ячĕпе саламларĕç, тĕрлĕ парнесем парса чысларĕç. Çак ялти учительсен династине те ырăпа асăнмасăр хăвармарĕç. Учительсен династине пуçарса яраканĕсем – Михаил Поликарповичпа Марфа Митрофановна Палиновсем. Вĕсен хĕрĕсемпе ывăлĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем династин ĕçне малалла тăсаççĕ. Палиновсен династийĕн пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ – 305 çул.
Шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе мухтавлă. Хальхи вăхăтра çак шкултан вĕренсе тухнă, аслă шкул пĕтерсе тăван шкулах вĕрентме килнĕ учительсем, «ТР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ», «РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ Валерий Александрович Шадриков, «РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Галина Михайловна Матросова тăван шкул чысне çӳллĕ шая çĕклеме пулăшаççĕ.
Малалла энтузиаст-тавра пĕлӳçе, ТР ЧНКА çумĕнчи Чăваш çыравçисен союзĕн членне, «Прошлое нашего края и села Алешкин-Саплык», «По следам булгар, сувар и чувашей» кĕнекесен авторне, çак шкулта директор пулса ĕçленĕ Валентин Федорович Макарова сăмах пачĕç. Вăл хăйĕн виççĕмĕш, шкул 110 çул тултарнине халалланă «От школы грамоты до передовой средней школы» кĕнекине презентацилерĕ.
Савнă ялăмăрăн юрăçисем те уява килсе халăха савăнтарчĕç. Саплăк поэчĕ Василий Юдин çак чаплă юбилея хăйĕн сăввине халалларĕ.
Асран кайми юратнă шкул…
Çак вырăна никам манман.
Ăна уçни çĕр вунă çул,
Çулсем-йĕрсем такăр пулман.
Тĕттĕмлĕхри Саплăк ялне
Кăтартнă çул çутă енне.
Ачалăхри кунсем-çулсем
Кунтах иртейнĕ шавласа.
Вĕрентнĕ пуль учительсем
Пире савса та ятласа.
Ăс-тăн пилленĕшĕн пире:
«Тавах! Тавах!» – тетпĕр сире.
Шкул пурăнать. Вучах сӳнмен.
(Турă ан патăрччĕ сӳнме).
Ялти чи чаплă çут кермен
Илемлетет халь шкул сăнне.
Ача-пăча сассипеле,
Юратнă шкул, ялан кĕрле!
«Березка» тулли мар яваплăхлă общество тăрăшнипе хаклă хăнасем валли тулли кĕреке те майланă. Кĕрекерисене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Семенов, эстрада артисчĕсем Евгений Николаевпа Сергей Королевский хăйсен илемлĕ юрри-кĕввипе вăрахчен савăнтарчĕç. Кашниех шкул коллективне, шкул администрацине, мероприятие ертсе пыракансене тав туса кăмăллăн килĕсене саланчĕ.
 
: 1349, Хаçат: 49 (1039), Категори: Юбилей

Комментарисем:

тупата (2013-12-06 21:29:43):
Çак ялăн ячĕ чăнах та "Алёшкин" Саплăк-ши? Ман шутпа кунта "Алёшкин" тени ытлашши. Вырăслăхран килсе ернĕскер.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: