Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕн хуть хăш ял хутлăхне çитсен те унта пурнăç вĕресе тăнине куратăн: ăçта çул сараççĕ, ăçта акăш-макăш стройка пырать, тепĕр çĕрте тата пуррине тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ… Алешкин Саплăк ялĕнче те ĕç питĕ хĕрӳ. Эпир пынă чух ялти Культура çуртĕнче юсав пыратчĕ, шкулта юбилей ирттерме хатĕрленетчĕç.
Алешкин Саплăкри пысăк стройка вара – кунта çĕнĕ ача сачĕ тăваççĕ. Ăна туса пĕтерсе хута ярасса ял хутлăхĕнче пурăнакансем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ара, мĕнле кĕтмĕн-ха? Ача-пăча нумай вĕт ку тăрăхра. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ П.Н.Артемьев каланă тăрăх, шкул çулне çитмен ачасен шучĕ паянхи куна 117-пе танлашать. Çакă, паллах, çамрăксем çемье çавăрсан яла юлни çинчен калать. Ытти хăш-пĕр ялти пек ача сахал мар кунта, апла-тăк ялăн пуласлăхĕ те аван. Садик çук мар-ха ялта, ун пӳлĕмĕсем те çутă, ăшă, таса, мĕн кирли те пĕтĕмпех пур – хамăр кĕрсе куртăмăр. Анчах та унта, шел пулин те, пурин валли те вырăн çитмест. Хальхи вăхăтра Алешкин Саплăкри ача садне 30 ача çӳрет. Садике паян кун каймалли тата хĕрĕхе яхăн ача черетре тăрать. Ĕçе каякан ашшĕ-амăшĕ вĕсене ниçта хăварма аптрать: ара, пĕрмай пĕрле ĕçе илсе çӳрейместĕн вĕт. Ак, тĕслĕхрен, Алешкин Саплăкри Культура çурчĕн директорĕ Н.Васильева та садикре пĕчĕк ывăлĕ валли вырăн çуккишĕн кулянать.
– Ачана садикре хăварма май пулсан ăна та лайăх пулĕччĕ, хам та лăпкăнах ĕçлĕттĕмччĕ. Çук вĕт, вырăн çук. Çавăнпа ак хампа пĕрле илсе çӳреме тивет. Çак çĕнĕ садике туса пĕтерсе хута ярасса чунтан кĕтетпĕр, – тет Наталия Николаевна, çулталăк çурăри ывăлне çупăрласа.
Алешкин Саплăкри ача садне ултă çул ĕнтĕ Елена Федоровна Маркова ертсе пырать. Унпа пĕрле çавăн пекех Равия Валеева воспитатель, Валентина Яковлева кĕçĕн воспитатель, Лидия Антонова повар тата Ольга Левендеева прачка тăрăшаççĕ.
Хăш-пĕр ялсенче садикшĕн тӳлеме хаклă пирки ачисене садике яманнисем те тĕл пулаççĕ. Кунта вара апла мар. Хальлĕхе уйăхне 1252 тенкĕ тӳлет ашшĕ-амăшĕ ачине садике çӳретнĕшĕн, çăмăллăхсемпе усă куракансем вара – 626 тенкĕ. Çĕнĕ çултан çак тӳлев икĕ хут тенĕ пек ӳсет-ха, 2 пин тенкĕ ытла тӳлемелле пулать, анчах çакă хăратмасть саплăксене. Садикне туса пĕтерччĕр те ачасем валли вырăн кăна пултăр унта, укçи-тенки ĕçлеме ӳркенмесен тупăнать. Ĕçлеме вара ӳркенмеççĕ ку тăрăхра. Кам ялтах ĕçлет, хăшĕ райцентра çӳрет, хуласене кайса ĕçлекенсем те йышлă.
Çĕнĕ ача садне республикăри «Белекеч» программăпа тăваççĕ. Ĕç пĕр саманта та чарăнмасть, мĕншĕн тесен садик çуртне Çĕнĕ çулччен хăпартса, тăррине витсе лартма палăртнă. Çитес çул вара Алешкин Саплăк ачисем çĕнĕ садике çӳреме пуçлĕç.
 
: 1327, Хаçат: 49 (1039), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: