Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăрăнтăк ятлă ялсем Пăва районĕн çĕрĕ çинче иккĕ. Пĕрне Кивĕ Пăрăнтăк теççĕ, тепри вара – Пăрăнтăк станцийĕ. Паян эпир шăп та çав станци пирки сăмах хускататпăр.
Пăрăнтăк станцийĕ, урăхла тата ăна поселокĕ те теççĕ, Пăва çĕрĕ çинче вырнаçнă пулсан та, вăл Çĕпрел районне кĕрет.
1942 çулта оборона предприятийĕсем валли, çав шутра Сталинградри трактор завочĕ валли Хусан, Ульяновск тата Куйбышев хулисенчен детальсемпе оборудованисем турттармашкăн чукун çул тума шутланă. Çапла вара Сталинградран 80 çухрăмра вырнаçнă Иловля станцийĕнчен пуçласа Хусан çумĕнчи Свияжск станцине çитиччен пин километра яхăн çула темиçе уйăх хушшинче туса хута янă. Питĕ нумай çын ĕçленĕ чукун çул тунă çĕрте. Унта таврари ял çыннисемпе пĕрле тыткăнри нимĕçсем те ĕçленĕ. Çапла вара 1942 çулта Пăва районне кĕрекен Ворошилов ячĕллĕ колхоз территорийĕнче çул хурса пынă вăхăтра çĕрпӳртсем туса Пăрăнтăк ятлă станци пулса кайнă.
1954-1967 çулччен Пăрăнтăк станцийĕ Пăва районĕнчи Элшел ял Советне кĕнĕ пулнă. 1968 çулта вара станцин хăйĕн ял Совечĕ пулса поселок ят илет.
Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки 20-30 çулĕнче Пăрăнтăк поселокĕ питĕ шавлă та кĕрлесе тăракан вырăнччĕ. Çĕпрел тата Пăва районне кĕрекен ялсенчен пурте тенĕ пек Пăрăнтăкри станци урлă хуласене тухса каятчĕç. Чукун çул вокзалне çын шăнăçмастчĕ, поезда билет çитместчĕ. Лавккасем те питĕ чаплă пулнă ун чухне. Таврара пекарньăсем пулманнипе пурте унта çăкăр илме çӳреттĕмĕр. Кашни каймассерен столовăйне кĕрсе тухнă. Питĕ тутлă çимесем, кукăль-пӳремечсем илсе сăйланаттăмăр. Чукун çулĕ тата… темиçеччĕ. Пĕринпе тавар поезчĕ вĕçсе иртсе каятчĕ, тепринпе çав вăхăтрах пассажир поезчĕ килсе çитетчĕ. Çапла, аса илмеллисем сахал мар çав станципе.
Паянхи кун асăннă станцие танлаштарма çук, паллах. Вăл халĕ элеватора пула хула пек курăнса ларать. Килĕрен газ, шыв кĕнĕ. Çуртсем те питĕ хитре. Анчах та иртнĕ ĕмĕрти чукун çул вокзалĕ те, столовăйĕ те, килен-каян халăхĕ те çук.
Пăрăнтăк чукун çул станцийĕ хăйне пурнăçпа пурăнать темелле. Пĕр поселока пĕр ял хутлăхĕ. Хăйсене ирĕк.
Ирĕк тенĕрен, вĕсене ирĕкленмешкĕн тата саркаланмашкăн çĕр çитмест. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владислав Ранцев каланă тăрăх, Пăрăнтăк поселокĕ пурĕ те 3,30 тăваткал километр йышăнать. Çавăнпа та вĕсене выльăх-чĕрлĕх тытмашкăн та, çӳп-çап хумалли вырăн та çукпа пĕрех. Апла пулсан та унта халăх сахал мар пурăнать, пурĕ 518 çын шутланать. Вĕсенчен, Владислав Геннадьевич сăмахĕпе, 328-шĕ чăваш. Пăрăнтăкра пурăнакансенчен нумайăшĕ элеваторта вăй хураççĕ. Шкулта та ĕç кал-кал пырать. Кунта пуçламăш шкул кăна пулсан та, ача сахал мар темелле. Ача садĕнче те çирĕм пепке шутланать.
Ял хутлăхне пĕр ял кăна кĕрет пулсан та, кунта халăх та ял хутлăхĕ те питĕ активлă. Ыйтусем те, проблемăсем те, савăнăçĕ те çителĕклĕ.
– Пире паянхи куна çӳп-çап хумалли вырăн кирлĕ. Хирте те, посадка çумĕнче те ун валли çĕр памаççĕ. Ĕлĕк посадкăсем чукун çул территорине кĕнĕ пулсан, халĕ ял хуçалăх çĕрĕ шутланать, – тет ассăн сывласа Владислав Ранцев. – Масар пирки те пăтăрмахсем нумай пулчĕç. Çак поселока пурте таврари ялсенчен пурăнма килнĕ. Çавăнпа та çын вилсен те тăван ялне илсе кайса пытаратчĕç. Халĕ вара акă нумай пулмасть масар карти тытрăмăр. Ăна икĕ тĕн çыннисем валли уйăрнă. Пĕр енче православи çыннисен «автансăр ялĕ» пулсан, тепĕр енне мăсăльмансене пытараççĕ.
Владислав Ранцев Пăва районĕнчи Ескӳл ялĕнче çуралса ӳснĕ пулсан та, хăйне Пăрăнтăк çынни тесе шутлать. Кунта вăл тахçантанпах пурăнать ĕнтĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ пулса вара 2007 çултанпа ĕçлет. Çак вырăна лариччен вăл тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе опыт пухнă. 1990 çулта Владислав Геннадьевич шкул хыççăн Теччĕри совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Унта техник-механик специальноçĕпе алла диплом илнĕ хыççăн Пăва районĕнчи «Восход» (1995 çулта) тата «Победа» (2000 çулта) хуçалăхсенче тĕп инженерта ĕçленĕ. 2003–2007 çулсенче вара Раççей патшалăх страхованийĕнче страхлав агенчĕ пулса тăрăшнă.
Владислав Геннадьевич пысăк опытлă пуçлăх пулни паллă. Ял хутлăхĕн пӳлĕмĕсене кĕрсенех атмосфера ăшши сисĕнет. Вĕсем кантурта виççĕн: Владислав Ранцев, ĕçтăвком секретарĕ Алевтина Казакова тата бухгалтер Лиана Музилеева.
– Пирĕн пуçлăхпа ĕçлеме питĕ çăмăл, – теççĕ унăн ĕçтешĕсем. – Халĕ пирĕн машина та пур. Района каймалла пулсан та питĕ ансат, ларатпăр та каятпăр. Мĕнпур ĕç вăхăтлă та кирлĕ пек пулса пырать. Поселок çыннисем ял хутлăхĕн ĕçĕпе кăмăллă.
– Юлашки вăхăтра электронлă майпа ĕçлеме пуçланă ял хутлăхĕсем. Эсир вара мĕнлерех пăхатăр кун çине? – кăсăклантăм эпĕ.
– Пирĕн ял хутлăхне ытти ялсенчен килекен çук вĕт. Хамăр поселок çыннисем кунта килсе çӳреççĕ. Эпир вара вĕсене мĕнлерех справкăсем, документсем тата ытти хутсем кирлĕ, вырăнта туса паратпăр. Ват çынсен килĕсенче, сăмахран, компьютер та çук. Пулсан та усă курма пĕлмеççĕ, – хуравлать пуçлăх.
Çак пĕр поселокра кăна 20 çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем 20 çын ытла пулнă. Паянхи куна вара тăваттăн çеç юлнă. Вĕсене эпир аса илсе хăвармасăр та пултараймастпăр: Иван Козлов – 1922 çулхи, Михаил Федоров – 1925 çулхи, Петр Савельев – 1926 çулхи, Иван Васильев – 1924 çулхи. Вĕсене пурне те патшалăх çурт е хваттер туса панă. Паянхи куна вĕсем пĕччен мар, хăшне хĕрĕ, хăшне ывăлĕ пăхса пурăнать. Ял хутлăхĕ те кашни çулах вĕсене тимлĕх уйăрать.
Тĕрĕссипе каласан, Пăрăнтăк станцийĕ вăл – хăйне пĕр патшалăх. Кашни çынни хăйне пĕр легенда. Çавăнпа та эпир вĕсемпе малашне те курса калаçса ыттисене паллаштарăпăр.
В.Ранцев.
В.Ранцев.
Л.Ранцева.
Л.Ранцева.
 
: 1282, Хаçат: 49 (1039), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: