Халăхĕ нумай-и, сахал-и – яллă вырăнта медицина пункчĕ кирлех. Телее, Çĕпрел тăрăхĕнче ку енчен йывăрлăх питех çук, кăçал кăна районти икĕ ялта çĕнĕ ФАП уçрĕç (çитес çул тепĕр икĕ ФАП лартмалла), темиçе ялти медицина пункчĕсене юсаса çĕнетрĕç. Хурăнвар Шăхалĕнче те акă вырăнти шкула тĕпрен юсанă чух пĕр кĕтесне уйрăм алăк касса медицина пункчĕ тунă.
– Çĕнĕ çĕре эпир кăçал темиçе уйăх каялла кăна куçрăмăр-ха, – пĕлтерчĕ медицина пункчĕн заведующийĕ Татьяна Николаевна Муллина пире кĕтсе илнĕ май. Процедура, фельдшер тата акушер пӳлĕмĕсенчен тăракан çутă та таса медицина пунктне халĕ чăнах та ăмсанмалла, вăл хуларинчен кая мар, кунта мĕн кирли йăлтах пур, çав шутра ăшă туалет та.
«Эмел енчен йывăрлăх çук пирĕн, халăха мĕн кирлине районтан кӳретпĕр, заказпа та илсе килетпĕр», – калаçăва малалла тăсать медицина ĕçченĕ пӳлĕмсемпе паллаштарнă май.
Медицина пунктне шкул çуртне, ача сачĕпе юнашар куçарни питĕ лайăх шухăш. Мĕншĕн тесен ача-пăчан сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла вĕт, вăхăтра прививка, вакцинаци тумалла, профилактика ирттермелле. Ача чирлени те куç умĕнчех. Сăмах май, грипран вакцинацие шăхальсем вăхăтра тунă. Çаплах ялти тĕрлĕ çулти 50 çынна диспансеризаци ирттерме те ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. «Хăрушă чирсем пулмарĕç», – терĕ Татьяна Николаевна диспансеризацин пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен. Хурăнвар Шăхаль, Анат Вăрманай Шăхаль ялĕсен çыннисен сывлăхĕсемшĕн яваплă çак пунктăн ĕçченĕсен чăнах та ку енĕпе пăшăрханмалли çук, мĕншĕн тесен вĕсен участокĕнче хальлĕхе онкологи чирĕпе чирлекен пĕр тĕслĕх те палăрман, сахăр диабечĕ те пит анлах сарăлман, пурĕ те пĕр çын кăна учетра.
Медпунктăн алăкĕ çине ĕç кунĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 15 сехетчен тесе çырнă пулин те Т.Муллинапа Л.Степанова медицина ĕçченĕсен вăл талăкĕпех тесен те юрать. Медпункта килейменнисене килĕсене кайса уколсем тума, кирлĕ-тĕк пациент патне çĕрле те тухса утма тивет вĕт.
Пулас аннесене учета илсе çуратичченех сăнасси, тин çеç çуралнă пепкесене пăхса тăрасси те вырăнти медицина ĕçченĕсен тивĕçĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, кун пеккисем кунта виççĕн пулнă-мĕн. «Хальхи вăхăтра йывăрлисем çук-ха, çапах шанатпăр – пулĕç»,– терĕ Татьяна Николаевна ялăн малашлăхĕ пирки. Эпир те ку тăрăхра ачасем ытларах çураласса, йывăр чирсем шăхальсенчен малашне те хĕрринчен пăрăнса иртессе шанатпăр.
![]() |