Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔНЧИ библиотекăсене регионта пурăннă тата пурăнакан паллă çынсен ячĕсене пама йышăннă. Çакăн пирки калакан Хушу çине çак кунсенче Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов алă пуснă. Кун çинчен регион пуçлăхĕ кĕнеке кăларассипе библиотека ĕçне аталантарассине халалланă канашлура çыравçăсене, издательсене, çамрăк поэтсене, библиотекарьсене, облаçри поэтсен Н.Н.Благов ячĕллĕ премийĕн жюри членĕсене, литература пĕрлешĕвĕсен, кĕнеке кăларас ĕçĕн облаçри канашĕн тата Чĕмпĕрти кĕнеке юратакансен клубĕн представителĕсене пĕлтернĕ. «Умра пирĕн виçĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ çул. 2014 – Культура çулĕ, 2015 – Литература çулĕ, 2016 – Н.М.Карамзин çуралнăранпа 250 çул çитет. Халь шăпах пысăк проекта пурнăçа кĕртме ăнăçлă вăхăт. Облаçри кашни муниципаллă йĕркеленӳ тенĕ пекех пĕрер паллă çын ячĕпе тачă çыхăннă. Регионти библиотекăсем пирĕн ентешсен ячĕсемлĕ пулсан питĕ аван пулмалла. Облаçра 567 библиотека, вĕсенчен 12-шĕ кăна паллă çынсен ячĕсемпе хисепленеççĕ», – тесе палăртнă кĕпĕрнаттăр.
Олимп çулăмĕ Ульяновска декабрĕн 26-мĕшĕнче çитет. Унăн кунти маршручĕ 28 километр тăршшĕ пулать. Факел йăтма тивĕçнĕ кашни çынах çулăма 250 метр таран йăтса чупĕ. Олимп çулăмне Ульяновскра хулан В.И.Ленин ячĕллĕ тĕп тӳремĕнче çутма палăртнă. Ульяновскра Олимп çулăмĕн факелне йăтакансен шутĕнче Раççейри паллă ӳнерçĕ Никас Сафронов та пулать. Ăна çулăма Мускавра йăтма сĕннĕ пулин те, вăл Ульяновска суйласа илнĕ. «Ульяновск – манăн историлле тăван çĕршыв, юратнă хула, кунта манăн тăвансемпе юлташсем йышлăн пурăнаççĕ. Олимп çулăмне кунта йăтма пултарни – маншăн пысăк чыс», – тенĕ ӳнерçĕ. Сăмах май, халь Никас Сафронов Сочири Олимпиадăна халалланă картинăсем çырать, вĕсенчен иккĕшне РФ Президентне В.Путина тата Премьер-министрне Д.Медведева парнелеме шутлать.
ĔПХӲРЕ декабрĕн 3-мĕшĕнче пуçласа Паллă мар салтак кунне палăртнă. «Календарьте çакăн ятлă официаллă уяв çук, анчах та «Раççейĕн шырав юхăмĕ» обществăлла юхăмăн Координаци канашĕн представителĕсем декабрĕн 3-мĕшĕнче Паллă мар салтак кунне ирттерессине йăлана кĕртес сĕнӳпе тухнă, – каласа параççĕ Ĕпхӳри шыравçăсем. – Çак пуçарăва Пушкăртстанăн Шырав отрячĕсен регионти обществăлла фончĕ ырланă». Асăннă кун Ĕпхӳри Çĕнтерӳ паркĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуç хунă салтаксене асăнса чечек хунă. Çак куна декабрĕн 3-мĕшĕнче палăртма ăнсăртран мар суйласа илнĕ. 1966 çулта шăпах çак кун, фашистсен çарĕсене Мускав патĕнче çапса аркатнăранпа 25 çул иртсен, Ленинград çулĕн 41-мĕш километрĕнчи тăванла масарта пытарнă Паллă мар салтак виллин юлашкине Александровски сада куçарнă.
ШУПАШКАРТА вара Олимп çулăмне декабрĕн 27-мĕшĕнче кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма 300 ытла волонтер, 160 факел йăтакан хутшăнĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн кунашкал мероприятисене хутшăнас опычĕ пысăк, асăннă вуз студенчĕсем Хусанти Универсиадăна та хастар хутшăннăччĕ. Шупашкарти эстафетăна та университетран 50 студент хутшăнать.
 
: 1364, Хаçат: 49 (1039), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: