Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш просветителĕн И.Я.Яковлевăн çуралнă ялне ачасем çитес çултан экскурсие кăна мар, канма та килĕç. Çак ялта чăваш ачисен çуллахи лагерьне йĕркелес ыйтăва ноябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ ТР ЧНКА отчетпа суйлав конференцийĕн резолюцине кĕртнĕччĕ.
ТР ЧНКА Председателĕ К.Яковлев çак кунсенче ырă хыпарпа савăнтарчĕ. ТР Вĕрентӳпе наука министерстви ТР ЧНКАн ача-пăча лагерĕ йĕркелесси пирки заявкине пăхса тухса ирĕк панă-мĕн, чăн та, официаллă йышăну Çĕнĕ çул хыççăн кăна пулать-ха. Çапах та К.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул çулла Кăнна Кушкинче лагерь уçăлатех, унта Тутарстанри шкулсенче 8, 9,10-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă чăваш ачисем икĕ сменăпа канĕç.
Лагерĕн малашлăхĕ пирки хальлĕхе татăклăн калама иртерех те пулĕ-ха, çапах та ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев ăна регионсен хушшинчи лагерь туса хурас шухăш пуррине те пĕлтерчĕ. Ун чух Раççейри ытти регионсенчи чăваш ачисем те канма пултарĕç. Çак ыйтăва ЧНК регионсемпе ĕçлекен вице-президенчĕ К.Яковлев шăпах декабрĕн 7-мĕшĕнче Хусанти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ирттерекен Раççейри чăваш автономийĕсен пуçлăхĕсен çулталăкри ĕç планне палăртассипе çыхăннă ларăвĕнче пăхса тухасшăн.
Теччĕ чăвашĕсем те Кăнна Кушкинче лагерь уçăлас хыпара савăнса йышăнчĕç. Çапла майпа республикăри чăваш ачисен тăван халăхăн культурипе тарăнрах паллашма май пулĕ. ЧНКЦ ертӳçи А.Тимофеев лагерь ĕçне йĕркелес енĕпе йывăрлăх çуккине пĕлтерчĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ку енĕпе çирĕп никĕс: Теччĕри педагогика колледжĕ пур. Кунсăр пуçне ачасене канма, пурăнма условисем лайăх.
 
: 938, Хаçат: 49 (1039), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: