Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кристинăн шкула ыттисем пек улттăра мар, çиччĕре кăна кайма тивнĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Чăвашла пĕлменрен. Гавриловсем тăван яла, Çĕпрел районĕнчи Матака, таврăннă чух аслă хĕрĕ шăпах улттă тултарнă. Вăл вăхăтра вулама та, çырма та пĕлнĕ-ха ача, анчах чăвашла пĕрре те ăнланман. Красноярск крайĕнче пурăннăскерсем тăван чĕлхепе питех калаçман-мĕн, паллах, ачисене те хăнăхтарман. Чăваш шкулĕнче вĕренме çăмăл пулмĕ тесех хĕрне шкула яма васкаман ашшĕ-амăшĕ. Паян Кристина Гаврилова 10-мĕш класс вĕренекенĕ, чăваш чĕлхипе тата литературипе республика олимпиадин кăçалхи çĕнтерӳçи, президент стипендиачĕ!
К.Ивановăн «Нарспи» поэмин геройĕ пек хӳхĕм çак чăваш хĕрĕ, чăн та, питĕ пултаруллă. Апла пулин те сцена илĕртмест ăна, нимĕнле илемлĕх конкурсне те хутшăнма шутламасть вăл. Унăн урăх шухăш, урăх тĕллев. Вĕренӳре Кристина мĕнпур енĕпе малта тесен те юрать. Шкул чысне кашни çул тенĕ пекех районта тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче хӳтĕлет, кăçал акă республика олимпиадинче çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Унăн тăван чĕлхе пĕлĕвĕнчен Шупашкартан килнĕ профессорсем те тĕлĕннĕ теççĕ. Çакăн хыççăн Кристина шкула кайиччен чăвашла пачах пĕлмен тенине ĕненес те килмест, çавах та...
Чăваш чĕлхипе литературин олимпиадинчи çĕнтерӳ Çĕпрел районĕшĕн хăнăхнă пулăм (мĕншĕн тесен вĕсем юлашки çулсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ), апла пулин те Матакри вăтам шкулшăн вăл çак предметпа пĕрремĕш пысăк çитĕнӳ. Кристина тăван шкулăн историне тата пĕрремĕш президент стипендиачĕ пек те кĕрсе юлĕ. Хальччен шкулта кун пек чыса тивĕçнисем пулман-мĕн. Анчах пĕр япала çеç кăмăла хуçать: Çĕпрел районĕн ертӳçисем пултаруллă чăваш ачисене курмăш пулма тăрăшаççĕ иккен. П.Хусанкайăн çуралнă ялĕнче çуллен иртекен лайăх вĕренекен чăваш ачисен слетне хальччен пĕр Çĕпрел ачине те илсе кайманнине, республикăри олимпиада çĕнтерӳçине К.Гавриловăна кăçал район ертӳçи ытти çĕнтерӳçĕсенчен уйăрса виçĕ пин тенкĕ вырăнне олимпиадăсенче виççĕмĕш вырăна тухакансен премийĕ чухлĕ – пин тенкĕ – панине мĕнле ăнлантарăн? Паллах, чăваш пики нимĕнле чапшăн та çунмасть, пĕр хăйшĕн кăна вĕренет вăл.
Чĕлхесем вĕренес пултарулăхĕ те пысăк. Çакна иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вырăс чĕлхипе пĕрлехи патшалăх экзаменне «пиллĕк» паллăпа тытни те, тутар тата акăлчан чĕлхипе «пиллĕклĕх» ĕлкĕрсе пыни те çирĕплетет.
– Эпĕ питĕ вулама юрататăп. Вырăсла-и, чăвашла-и – пĕлтерĕшлех мар. Ытларах поэзие килĕштернĕрен Петĕр Хусанкай, Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕсемпе кăсăкланатăп, вĕсен сăвви-поэмисене сахал мар вуларăм ĕнтĕ. Хăш чухне хам та сăвăсем хайлакалатăп, çынна питех кăтартмастăп вĕсене, ытларах хам валли çыратăп вĕт,– сăпайлăн пĕлтерет хĕрпĕрчи. Чăваш пики çавăн пекех тĕрĕс наукăсене те килĕштерет, пуринчен ытла алгебрăна юратать вăл. Сăлтавĕ те çук мар. «Пысăк çын пулас килет манăн»,– тет çеç Кристина кун пирки. Хальхи вăхăтра вăл каллех олимпиадăна хатĕрленет. Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен тепĕр республика олимпиадине хутшăнма шутлать: «Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ М.И.Ермолаева мана питĕ нумай кĕнеке вулама парать. Тĕрĕссипе, Хусанта эпĕ пĕрре те пулманччĕ-ха хальччен, шел, тĕп хулана питех курса çӳреймерĕмĕр. Тен, тепрехинче Хусанпа паллашма май килĕ», – йăл кулчĕ пике.
Чăваш чĕлхине пикенсех вĕренет пулин те вун ултă çулти Кристина пурнăçра пачах урăх професси илме шутлать, вăл банк ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет. Тăван чĕлхене вара кашнин лайăх пĕлмелле тесе çирĕплетет.
Президент стипендине (30 пин тенкĕ) те акă вăл пĕр пусне те тăкаклама шутламасть. Вĕренме кайма упрать. Стипендиат пулнине шута илмесен Кристина хăйĕн юлташĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вĕренӳрен пушă вăхăтра юрлама, ташлама юратать, спортпа та туслă. Килте ашшĕ-амăшне пулăшать. Шăллĕшĕн Димăшăн та тĕслĕх. Ăна та уроксем тума пулăшать иккен. Тата тепĕр пысăк ĕмĕчĕ те пур: шкул пĕтерсен хăçан та пулин хăйĕн тăван хулине Лесосибирска кайса курасси. Ара, унта та унăн юлташсем сахал мар-çке.
 
: 1358, Хаçат: 44 (722), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: